Скандинави уттине килĕштереççĕ

8 Апр, 2017

Сывлăхран хакли çуккине питех те аван пĕлеççĕ-туяççĕ Красноармейскинчи К. Маркс тата В.Чапаев ячĕллĕ урамсенче пурăнакан хĕрарăмсем. Спортăн чăн-чăн тусĕсем чылайранпа скандинави уттине килĕштереççĕ. Хам ку тăрăхра пурăннăран вĕсене тахçантанпах сăнатăп. Пушă вăхăт тупăнсанах кирек епле çанталăкра аллине йĕлтĕр туйи тытаççĕ те сывлăх сехетне тухаççĕ хайхискерсем.

Ку хутĕнче чăтаймарăм — вĕсемпе паллашма ятарласа урама тухрăм. Чылайăшне сăнран пĕлетĕп. Тахçанах асанне-кукамай ятне тивĕçнĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухиччен кашниех хăй килĕштернĕ ĕçре вăй хунă, чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Н.Прокопьева Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, ун хыççăн 40 çул районти «Теремок», «Чебурашка» ача сачĕсенче воспитательте ĕçленĕ. Л.Илларионова — медицина сестри. Людмила Ивановна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех районти тĕп больницăра вăй хунă, чирлисене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплеме тăрăшнă. Александрпа Лариса Осиповсене ку тăрăхра кашниех пĕлет, паллать. Кил хуçи — ăста водитель. Мăшăрĕ вара пенси çулне çитичченех районти почта уйрăмĕнче тăрăшнă. Е.Амурина пĕр тапхăр районти вăрлăх инспекцийĕнче ĕçленĕ. Хусанти Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухсан Красноармейскинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире вăй хунă. И.Валентиновăпа З.Христофорова хĕрĕх çула яхăн районти потребительсен обществин суту-илÿ тытăмĕнче тар тăкнă. Л.Иванова районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн çĕвĕçи пулнă, ытти предприятире ĕçленĕ.

— Скандинави утти сывлăха ырă витĕм кÿнине хам туйрăм, — тет Л.Иванова. — Куллен уçă сывлăша тухнăран апат та лайăх анать, ыйхă та килет. Ура, алă хусканăвĕсем туни шăм-шакшăн аван.

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.