Энергетика комплексĕ аталанать
Ĕнер Правительство çуртĕнче çĕр-шыври Энергетиксен ассоциацийĕн конференцийĕ уçăлчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Мускавран килнĕ сумлă хăна - «Новатэк» АУО тĕп энергетикĕ Виктор Шеховцов, Раççейри тата чикĕ леш енчи 150 ытла специалист хутшăнчĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисем виçĕ кун хушшинче нефть тата газ промышленноçĕ валли энергетикăн çĕнĕ йышши оборудовани проектне хатĕрлес, туса кăларса усă курас ыйтусене тишкерĕç, республикăри электропромышленноç предприятийĕсене çитсе курĕç.
Энергетиксем пысăк пĕлтерĕшлĕ конференцие ирттерме Шупашкара суйласа илни ăнсăртран мар. Михаил Васильевич конференцие уçнă май республика тĕп хули реле хÿтĕлевĕ, автоматика тата микропроцессор изделийĕсем туса кăларакан центр пулнине палăртрĕ. Электротехника промышленноçĕ пĕтĕм продукци калăпăшĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Ĕçлесе илекен кашни тăваттăмĕш тенкĕ - çак отраслĕн тÿпи. Пирĕн нефть, газ çук, анчах эпир ĕçчен халăхпа, инвестицие пурнăçлакан хастар çамрăксемпе пуян. Вĕсен ĕç кăтартăвĕ - палăртнă тĕп шухăша, проекта пурнăçа кĕртнинче.
Электротехника отраслĕ валли хатĕрлекен çамрăк специалистсем 100 проценчĕпех ĕçе вырнаçаççĕ, пур пĕрех кадрсем çитменни те палăрать.
Михаил Игнатьев конференци ĕçлĕ те усăллă иртессе шаннине пĕлтерчĕ. Хăнасем пĕр-пĕринпе çĕнĕ çыхăнусем йĕркелеççĕ, пуян опыт пухаççĕ. Энергетиксем Шупашкарта пухăнни пирĕншĕн уйрăмах лайăх. Электротаварсен суту-илÿ чикки сарăласси пуриншĕн те паллă.
«Энерго ТЭК» коммерци мар ĕçтешлĕх правленийĕн председателĕ Виктор Шеховцов «Нефть тата газ промышленноçĕ валли çĕнĕ энергооборудовани туса хатĕрлес тата усă курас тĕп енсем» темăпа доклад турĕ. «Пирĕн тивĕç - умри тĕллеве пурнăçлама технологие çĕнетекен ку чухнехи оборудовани туса хатĕрлесси. Ĕç хăвăртлăхне ÿстересшĕн, мĕншĕн тесен рынокра пирĕн вырăна ыттисем йышăнма пултараççĕ», - терĕ Виктор Павлович.
«ЧЭТА» ООО /Шупашкарти электротехника тата автоматика» ООО/ гендиректорăн производствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Александр Ткаченко коллектив ĕç-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Технологи ыйтăвĕсене татса пама проект институчĕн специалисчĕсене явăçтарнине палăртрĕ. Çамрăксен хушшинче питĕ пултаруллисем пур. Вĕсем кирек мĕнле проекта та пурнăçлама хатĕр.
Комментировать