Мăшăрланни студента вĕренме чăрмантарать-и?
Сĕм авалтанах пурнăçра çемье пысăк вырăн йышăнать. Вăл чи хакли, чи кирли пулса тăрать. Вăлах ăшă парать, пысăк утăмсем тума хавхалантарать. Анне — кил ăшши, атте вара çемье тĕрекĕ иккенне те пĕлетпĕр.
Пурнăçра пурте мăшăр шыраççĕ: çамрăклăхра та, ватлăхра та. Студентсем çемье çавăрнă тĕслĕх те чылай. Вĕреннĕ вăхăтрах çемье пурнăçне йĕркелеме епле ĕлкĕреççĕ-ши çамрăксем? Çак ыйту хуравне шыранă май И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн мăшăрлă яш-кĕрĕмĕн пурнăçĕпе паллашрăм. Вĕренекенсен профсоюзĕн председателĕ Илья Ядуркин çакна пĕлтерчĕ: «Çемьеллĕ студентсем нумаях мар пирĕн. Упăшки е арăмĕ çеç вĕренекенсем вара — 200 ытла. Университет, паллах, вĕсене май пур таран пулăшать. Профсоюз та алă пама хатĕр. Ачапа ларнă студенткăсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те хаваспах кĕтсе илетпĕр».
Вырăс тата чăваш филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткипе, 3 ача амăшĕпе Анастасия Малининăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. «Эпĕ университетра 2013 çулта вĕренме кĕтĕм. Унччен 2 уйăх маларах савнипе мăшăрлантăмăр. Хамăр çине пысăк тиев илесси — яваплă утăм. Анне çумĕнче пурăнма лайăх та... çемьеленсен лавне хăвăнах туртмалла. Анчах ку пире чармарĕ, хăратмарĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесен, килĕштерсен çемье ăшшине упрама пулатех. 2013 çултах пирĕн хĕр çуралчĕ. Тата çулталăкран йĕкĕрешсем «тупăнчĕç». Ачасене пăхма упăшка пулăшать. Йĕкĕрешсем çуралсанах икĕ эрнерен экзаменсем пуçланчĕç. Университетра ачаллă студентсене ăнланни пулăшрĕ. Унсăрăн вĕренме йывăр килĕччĕ. Кĕçĕннисемпе малтанах çăмăл марччĕ паллах. Вĕсене çĕр каçа темиçе те ĕмĕртме тивнĕрен çывăрса та тăранаймастăм. Анчах эпĕ нихăçан та пуçа усман. Чи пĕлтерĕшли — Турă мана сывă ачасем парнелени. Çакăншăн савăнатăп. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пысăкланчĕç. Кашăк тытса хăйсемех çиеççĕ, пĕр-пĕринпе выляççĕ, калаçма та пуçларĕç. Ача садне çÿреме тытăнчĕç. Çавăнпах диплом илсен ĕçе тухасси пирки те шухăшлатăп. Ачалăх — чи илемлĕ тапхăр. Пепкемĕрсене çутă та савăнăçлă кунсем ытларах парнелеме тăрăшатпăр упăшкапа», — каласа кăтартрĕ мал ĕмĕтлĕ амăшĕ.
Физика, математика тата информаци технологийĕн факультечĕн 2-мĕш курс студентки Кристина Янтурина та хăйĕн шухăшне палăртрĕ. «Çамрăклах çемье çавăрассинчен хăрамалла мар. Пĕр хушăрах вĕренме те, килти ĕçсемпе аппаланма та вăхăт тупăнать. Паллах, йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Тепĕр чухне вăхăт çитмест. Ку нимех те мар — канмалли кунсем пур вĕт. Шăматкуна — килти ĕçсемпе аппаланма, вырсарникуна вĕренме уйăратăп. Унсăр пуçне спортпа туслă çыхăну тытатăп. Университета вĕренме кĕме упăшка икĕ çул ÿкĕтлерĕ. Юлашкинчен килĕшрĕм. Мăшăр вĕренекен факультетах килтĕм. Кунта та йывăрлăхсем пулаççĕ, эпир вĕсене мăшăрпа иккĕн парăнтаратпăр. Упăшка вĕреннипе пĕрлех ĕçе вырнаçрĕ. Туя хатĕрленнĕ вăхăтра профсоюз та пулăшрĕ.
Çемьене йышлатасси çинчен те шухăшлатпăр. Лайăх мăшăр çумĕнче нимрен те хăрамалла мар», — пуç усмасть Кристина.
Университет — пысăк тĕнче. Унăн пĕр пайĕ — вĕрентекенсем. Çемьеллĕ студентсем пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши вĕсем? Ку ыйтăва вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕпе Ирина Сафроновăпа хускатрăм: «Çемьеллĕ чылай студентпа ĕçлерĕм. Упăшки е арăмĕ, е иккĕшĕ те, е амăшĕпе ачи пĕрле вĕренни те пулать. Хальхи вăхăтра пĕлÿ пурне те кирлĕ. Тепĕр чухне занятисене çÿремеççĕ-ха вĕсем. Куна ырламалла мар. Апла пулин те куçăмсăр вĕренекенсем темĕн тума та ĕлкĕреççĕ. Студентсем тепĕр чухне библиотекăна кайма та ÿркенеççĕ пулсан, çемьеллисем чупа-чупа темĕн те тăваççĕ: вĕренеççĕ, ачи-пăчине пăхаççĕ, упăшкисем валли апат пĕçереççĕ... Кун йышшисем пулас професси пĕлтерĕшлине ăшне хывма ĕлкĕрнĕ. Çемье çамрăклах çавăрни лайăх тесе шухăшлатăп. Кунашкаллисен пурнăç опычĕ те урăхларах. Вĕсене ăнланма та тăрăшатпăр».
Паллах, хăть те хăш ÿсĕмре те сывлăх çинчен асра тытмалла. Ăна упрамалла. Çемьеллĕ студентсемпе ЧПУн физкультура вĕрентекенĕсем мĕнле ĕçлеççĕ-ши? «Çемье çавăрсан пепке çурални — пурнăçри чи телейлĕ самант ĕнтĕ. Кăкăр ĕмĕртекен амăшне чуптармастпăр паллах. Вĕренÿрен юлас мар тесен унăн нормативсемпе рефератсене пурпĕр вăхăтра парса тăма тивет. Çамрăк аннесен асăрхануллă пулмалла, тĕрĕс апатланмалла», — терĕ Галина Лаптева вĕрентекен.
Галина Петровнăпа ĕçлекен Татьяна Орешкина вара çапла шухăшлать: «Пĕтĕмпех вăхăтлă пулмалла. Малтан вĕренсе тухса ура çине тăмалла, унтан çемье çавăрмалла. Студент çулĕнчех мăшăрланма шухăш тытсан пулас упăшкипе арăмĕн хăйсем çине пысăк яваплăх илнине ăнланмалла».
Эпĕ çапах та «студентсен çемье çавăрассинчен хăрамалла мар» текен пĕтĕмлетÿ турăм. Тăвансемпе туссем те пулăшĕç. Университет та хăй енчен ăнланса, йывăрлăхсенче пулăшса пырать. «Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать», — тенĕ Иван Яковлев. Çемьене упрăр.
Екатерина СТЕПАНОВА,
ЧПУ студентки.
Комментировать