Тĕнче уçлăхĕн алăкне чăваш та уçнă

8 Апр, 2017

Календарьте çак куна хĕрлĕ тĕспе палăртман. Апла пулин те ака уйăхĕн 12-мĕшĕ — пысăк уяв. Тĕнче уçлăхне парăнтарассишĕн ĕçлекен пин-пин çыншăн кăна мар, хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне çул уçнă халăхсемшĕн те, çĕршывшăн та. Пайăррăн илсен — маншăн та. Эпĕ те çак ĕçе хамăн пĕчĕк тÿпене хывнă-çке — ыттисемпе пĕрле темиçе экипажа сывлăшсăр уçлăха çĕкленме пулăшнă.

Байконур космодромра çар хĕсмечĕ пуçланнă тапхăрта Андриян Григорьевич пирĕнпе, уйăх каялла салтак тумне тăхăннă чăваш ачисемпе, ăш-пиллĕ калаçу пуçарчĕ. Георгий Береговой космонавт та тăван халăхăмăр çинчен нумай ырă сăмах калани паян та хăлхара янăрать. «Андриян, енчен те сана ĕçчен те чăтăмлă чăваш халăхĕ çуратса тĕнче уçлăхне çĕклерĕ пулсан, вĕсем те /пирĕн çине кăмăллăн пăхса. — Ю.Л./ маттур салтаксем пуласса нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп», — пирĕнпе кашнинпех алă тытрĕ, ăнăçу сунчĕ. Шухăшласассăн, тахçанах «çăлтăр чирĕпе» аптăрамалла пек, анчах вĕсем, кăкăр çине Паттăрсен икшер ылтăн çăлтăрне çакнăскерсем, тăван атте пекех сăмахлатчĕç, пулăшатчĕç. Паттăрлăхĕпе пĕрлех сăпайлăхĕ тĕлĕнтерчĕ пире. Космос карапĕнчен тĕнчен тĕпсĕр уçлăхне тухнă Алексей Леонов пĕр калаçура Андриян Григорьевич тĕплĕлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, ăсталăхĕ, çынна пулăшас туртăмĕ пысăккине тата ытти ырă енĕ ĕçтешĕсемшĕн ялан тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

Каярахпа, хĕсмет хыççăн, И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрсен, Геннадий Хлебников ăсчах каласа кăтартни те асрах. Геннадий Яковлевич халĕ пирĕн хушăра çук пулин те унăн чун мăнаçлăхĕн туйăмне кĕскен те пулин вулакан патне çитерес килет: «...Космоса чăваш çынни, пирĕн Андриян Николаев, ун хыççăн тата Павел Попович вĕçнине пĕлсен эпир, Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетра вĕренекенсем, çав тери хавхалантăмăр. Студентсемпе аспирантсем пĕрле пухăнса космосран таврăннă паттăрсене саламлама Хĕрлĕ тÿреме васкарăмăр. Эпĕ Андрияна чăвашла саламлама сĕнтĕм. «Чăваша мухтав! Андрияна салам! Поповичпа Николаева — чыс та мухтав!» Хайхине космонавтсем илтрĕç, пирĕн еннелле пăхса алăпа хăвăрттăн сулчĕç. Мĕн кăшкăрнине Хрущева пĕлтерчĕç пулас, вăл та пире алă сулчĕ. Николаев космоса вĕçни çинчен чи малтан мана кăркăс аспиранчĕ пĕлтернĕччĕ. Çавăн пек хаклă хыпаршăн эпĕ ăна тĕрĕк халăхĕсен йăлипе парне панăччĕ.

Андриян Николаев пире, чăваш халăхне, пĕтĕм тĕнчипе мухтава кăларчĕ. Халĕ пирĕн историпе кăсăкланма, ăна тĕпчеме тытăнчĕç. Андриян ячĕ историре ылтăнпа çырăнчĕ, вăл çĕр чăмăрĕн чăн-чăн паттăрĕ пек упранса юлĕ. Çеçпĕл Мишши поэт хавхаланса кĕтнĕ улăп-паттăр космоса çити çĕкленчĕ.

Чăваш Ен çĕрĕ тĕнче уçлăхне парăнтарнă А.Николаевпа /Сĕн­тĕрвăрри районĕ, Шуршăл ялĕ/ Н.Бударина /Улатăр районĕ, Кире поселокĕ/ çуратса ÿстернĕ. Дагестанри лак халăхĕн ывăлне М.Манарова космоса çĕкленме хăват панă. Вĕсен йышне кĕрес çутă ĕмĕтпе хавхаланнисем — вун-вун яшпа хĕр.

Космонавтика кунне халалласа Историе манăçми йĕрпе çырăнса юлнă çак кун Чăваш Енри 21 районпа 5 хулара тĕрлĕ мероприяти иртет. Республикăри çамрăк космонавтсен отрячĕсен ертÿçисем, енешсен паттăрлăхĕпе хавхаланнă ачасем, Хусан авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисен ассоциацийĕн представителĕсем, Байконур, Свободный, Капустин Яр тата Плесецк космодромсенче хĕсметре тăнă ветерансем паллă ентешĕмĕре чыслăн пуç тайĕç, унпа ăшра калаçĕç.

Юрий ЛИСТОПАД,

Байконур космодромра хĕсметре тăнă чăваш.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.