Бизнеса та хăтлăх кирлĕ

7 Апр, 2017

Бизнеса аталанмалли тата ĕçлемелли хăтлă условисемпе тивĕçтересси — çак ыйтăва ĕнер федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен прокуратура ĕçченĕсен семинарĕнче сÿтсе яврĕç. Шупашкарта Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлăва РФ Генпрокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев ертсе пычĕ, калаçăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Бизнес-пĕрлĕх ĕçĕн хăтлăхне тивĕçтересси, предпринимательсен прависене хÿтĕлесси — экономика аталанăвĕн условийĕсенчен пĕри. Çакна çирĕплетнĕ май Сергей Зайцев ку енĕпе прокуратура органĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Çавăнпах асăннă ыйтусем тĕлĕшпе надзор органĕ енчен тимлĕх пысăк. Прокурорсем тĕрĕслевсем ирттернĕ май 2016 çулта округра çак сферăра саккуна пăснин 30 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртнă, должноçри 6,5 пин ытла çынна дисциплина енĕпе тата административлă майпа явап тыттарнă.

Предпринимательсен ĕçне чăрмантарнипе çыхăннă преступленисем, шел те, пур. 2015 çулта округра çавнашкал 5 тĕслĕхе кăна тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕр вара — 39 преступлени. Генпрокурор заместителĕ çакă Раççейри асăннă йышши мĕн пур преступленин çурри пулнине палăртнипе пĕрлех ку цифра ытла та пĕчĕккипе кăмăлсăрланчĕ. Эппин, ĕçлесе çитерейменни куç кĕрет.

Лару-тăрăва йĕркеллĕ тесе хаклама май çук. Регионсенче предпринимательсене вĕсем ĕçе пуçăннă хыççăн тĕрĕслеме юраманнин виçĕ çуллăх мораторине пăхăнман тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Е тата — тĕрлĕ ведомство хăйсен тĕрĕслевĕсем тĕлĕшпе маларах прокуратурăпа килĕшсе татăлманни. Прокуратурăран ирĕк илмесĕрех тĕрĕслев пуçарнă тĕслĕхсем Тутарстанра, ытти хăш-пĕр регионта пулнă.

Чăваш Енре те кăлтăксем çук мар. Тĕрĕслев органĕсем, паллах, бизнеса хĕстересшĕн — пĕлтĕр республика прокуратуринчен планпа пăхман тĕрĕслевсем ирттерме 159 хут ыйтнă. 51 тĕслĕхре прокурорсен хирĕçлеме тивнĕ. Полици сотрудникĕсем предпринимательсен ĕçне саккуна пăсса «сăмса чикнĕ» тĕслĕхсем пирĕн республикăра та пур. Калăпăр, Йĕпреç районĕнче икĕ полицейские дисциплина енĕпе явап тыттарма тивнĕ — пиротехника сутакан предпринимателе сăлтавсăрах тĕрĕсленĕ, тавара туртса илнĕ. Республика прокуратури ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви те саккуна сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнă — тивĕçлĕ хушусăрах документсене тĕрĕслеме пикеннĕ.

Çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарнă чухне предпринимательсен прависене уяманни палăрнă. Сăмахран, чиновниксем муниципалитет контрактне пурнăçламалли обязательствăсенчен сăлтавсăрах пăрăнни çиеле тухнă.

Тема çивĕчлĕхне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Чăваш Енре 50 пин ытла предприниматель. Ĕç вырăнĕсен 1/3 яхăн пайĕ — вĕсен тÿпи. Бизнеса кирлĕ условисемпе тивĕçтерес енĕпе нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Çак ыйтусемпе Михаил Васильевич хăй те тÿрремĕнех кăсăкланать. Тĕрĕслевсен пĕрлехи реестрне тунă — тĕрлĕ ведомство енчен саккунсăр «ытлашши» кăсăклану пулмалла мар. Çак система предпринимательсене çывхаракан тĕрĕслевсем пирки маларахах пĕлсе тăма май парать, штрафсенчен упранма пулăшать. «Тивĕçлĕ çул-йĕр карттине те çирĕплетрĕмĕр. Тĕрĕслевсен шучĕ чакма тивĕç — пирĕншĕн урăхла вариант пулма пултараймасть. Предпринимательлĕхе пулăшас ыйтусене Патшалăх Канашне янă Çырура та тĕпе хутăм. Ку енĕпе эпир прокуратурăпа, ытти тытăмпа тачă çыхăну тытса ĕçлени ĕçе усă кăна кÿмелле», — терĕ Михаил Васильевич.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе хÿтĕлес, патшалăх енчен пулăшас ыйтусене чăннипех анлăн та тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Доклад тăвакансен шутĕнче прокуратура представителĕсем кăна мар, ЧР Арбитраж сучĕн председателĕ Олег Бойко, ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин та пулчĕç. Пĕр шухăшлăн палăртрĕç: семинарта асăннă сферăри ĕçсен алгоритмне палăртни йăнăшсенчен упранма май парĕ, бизнес умĕнчи чăрмавсене сирме пулăшĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.