Пурнăçа лайăхлатма кирлĕ проектсем
Чăваш Енре туса илекен ял хуçалăх продукцине паянхи кун Раççейри нумай регионта хапăлласах туянаççĕ. Ăна çавăн пекех чикĕ леш енчи 28 çĕршыва ăсатаççĕ.
Çакăн пирки ЧР вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата наци проекчĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче «АПК продукцийĕн экспорчĕ» приоритетлă проектăн паспорчĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ. Экспортăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче АПК продукцийĕн тÿпи 14,5% пулнине палăртрĕ вăл. Ку енĕпе хăш предприятисем пуçаруллăн ĕçленине асăнчĕ: шел, вĕсен йышĕ пысăках мар. «Çак проект тĕллевĕ — агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспортне ÿстересси. Паянхи кун Чăваш Енре ял хуçалăх производствине аталантармашкăн тата хамăрăн республикăпа çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермешкĕн вăй-хăват çителĕклех», — терĕ Сергей Геннадьевич. Ку проекта пурнăçа кĕртни Чăваш Енре туса илнĕ ял хуçалăх продукцине ăсатма май пур çĕршывсен шутне ÿстерме, регионти организацисенче Пĕтĕм тĕнчери пахалăх стандартне ĕçе кĕртме, «Чăваш Енре туса кăларнă» брендăн сферине анлăлатма май парасса шанаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă çак проекта хăйсен таварне чикĕ леш енне посредниксем урлă ăсатакансене те, экспортпа çывăх вăхăтра ĕçлеме планлакансене те кĕртме сĕнчĕ: унăн паспортне темиçе çуллăха хатĕрлеççĕ-çке. Апат-çимĕç таварĕсене Чăваш Енре туса кăларнине палăртма манмалла маррине аса илтерчĕ. Регион Пуçлăхĕ çавăн пекех «Органика» йышши лавккасемпе суту-илÿ вырăнĕсен шутне ÿстермеллине каларĕ. Органикăпа усă курса туса илнĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçе пысăк хуласенче черет тăрсах туяннине палăртрĕ. Михаил Игнатьев «АПК продукцийĕн экспорчĕ» проект паспортне çывăх вăхăтрах хатĕрлесе пĕтерме, çак документпа ĕçленĕ чухне ларăва хутшăннисен сĕнĕвĕсене те шута илме хушрĕ.
Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ тепĕр проекта та — «Ял территорийĕсен аталанăвĕ» — патшалăхăн маларах йышăннă программисемпе пĕр килтерес тесе тÿрлетÿсем кĕртме сĕнчĕç. Вăл ялта пурăнакансен условийĕсене хăтлăлатма, республикăн апат-çимĕç тивĕçтерĕвĕн шайне ÿстерме пулăшасса кĕтеççĕ. Ку документра транспорт инфратытăмне аталантарассине, фельдшер-акушер пункчĕсем хăпартассине, культурăпа кану çурчĕсем, газпа тата шывпа тивĕçтерекен объектсем хута ярассине палăртнă. Социаллă объектсене АПК тытăмĕнче инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрекен ял тăрăхĕсенче тума планланă. Унтах вырăнти пуçарусене, вăл е ку тăрăхра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса памашкăн кирлисене, пулăшассине те асăнса хăварнă.
Ларура пăхса тухнă тепĕр икĕ проект бизнес тытăмне пырса тивет. Вĕсем пирки вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартрĕ. «Тĕрĕслев-надзор ĕç-хĕлне лайăхлатасси», тĕслĕхрен, бизнес тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслевсен шутне чакарать. Докладçă Чăваш Ен иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе тĕрĕслев-надзор ĕç-хĕлне йĕркелес енĕпе Раççейре 11-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Тепĕр проектпа килĕшÿллĕн вара Нумай функциллĕ центрсенче предпринимательсене патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене хăвăртрах кÿрес тĕллевпе «пĕр чÿрече» тытăмне туса хумалла. Бизнесменсем валли уйрăм «чÿречесем» уçни центрсенче халăх йышлă чухне черетсене палăрмаллах чакарма май парĕ.
ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов паллаштарнă проект та — тулнă полигонсене рекультивацилессипе тата коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли объектсем тăвассипе çыхăннăскер — инвестици климатне лайăхлатма, çавăн пекех халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшĕ. Ăна 2017-2025 çулсенче пурнăçа кĕртмелле. Пĕрремĕш тĕллев — Питтукассинчи свалкăна рекультивацилесси. Иккĕмĕшĕ — республикăра çÿп-çап тиесе ăсатакан станцисем тата коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли объектсем тăвасси. Ку проекта пурнăçа кĕртни экологи тăрăмне лайăхлатнипе пĕрлех вун-вун гектар çĕре хуçалăх çаврăнăшне кĕртме май парĕ.
«Паян пăхса тухнă ыйтусем пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар вĕсене федераци центрĕ тимлĕн сăнаса тăрать. Çак тĕллевсене пирĕн ума Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартать, вĕсене пурнăçланине хăй тĕрĕслет», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл республикăри халăхăн пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе влаç органĕсен, бизнес-пĕрлĕх тата общество институчĕсен представителĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать