Тĕрлĕ халăх культурине хисеплетпĕр

16 Апр, 2014

Етĕрнери ача-пăча библиотекинче Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурин эрни «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурин нумай тĕсĕ» кĕнекепе иллюстраци куравĕпе уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă.

Çамрăк ăрăвăн патриот туйăмне вăйлатас, тĕрлĕ наци çыннисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе ирçе, тутар тата чăваш халăхĕсен культурипе çыхăннă чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Унта хутшăнакансем кÿршĕллĕ республикăра пурăнакан халăхсен историне те, йăли-йĕркине те, халăх сăмахлăхне те, фольклорне те тишкерĕç. Тĕрлĕ халăх калаçăвне итлĕç, халăх вăййисене хутшăнĕç, вĕсен музыка пултарулăхĕпе паллашĕç.

 

Рубрика: