Çурхи чечексем вaранчĕç

6 Апр, 2017

Шупашкарти Ботаника сачĕн наука ĕçченĕ Надежда ПРОКОПЬЕВА чечекçĕ çуркуннехи чечек пахчинчи ĕçсем çинчен каласа парать.

— Çанталăк ăшăтнăçемĕн урамра ытларах пулас килет. Хĕл иртнипе мĕнпур чĕрĕ чун çеç мар, ӳсен-тăран та савăнать, чĕрĕлет. Ӳсен-тăран тĕнчинчи чĕрĕлӳ пирĕн пахчасенче чи малтан шăпах чечек йăранĕсем çинче курăнать те.

Юр кайнă-кайманах галантуссем, крокуссем, шăн чечекĕсем пуçĕсене çĕклеççĕ, чечек çураççĕ. Йăрансем /клумбăсем/ çинчен çӳп-çапа, иртнĕ çулхи хăрăк тунасене пуçтармалла. Унта тĕрлĕ чир-чĕр спори, хурт-кăпшанкă хĕл каçать. Пуçтарнă çӳп-çапа çунтарса ярсан лайăх.

Ăшăтнăçемĕн хĕл сиввинчен хӳтĕлемелли виткĕçсене илмелле. Унсăрăн хĕвеллĕ кунсенче виткĕç айĕнчи чечек-курăк пăчăхса каять, кăмпа чирĕсем аталанма пултараççĕ. Кĕлчечек, гортензи тĕмĕсен виткĕçне тӳрех йăлтах сирсе пăрахмалла мар. Çурхи хĕвел туратсене пĕçертсе яма пултарать. Спанбондпа е лутрасилпа витмелле. Виткĕçе çанталăк условийĕсене кура уçмалла.

Сцилла, кандык, пушкини, хионодокс, мускари — вĕтĕ суханлисем — юр ирĕлсе пĕтсенех чечек çураççĕ. Вĕсене пахчари йывăçсем айне лартма лайăх, йывăçсем çулçăпа витĕниччен çеçке çурса тăкма та ĕлкĕреççĕ. Тепĕр çула хатĕрленме пуçлаççĕ. Вĕсене улмуççи-грушăн ешĕл тумĕ хупласа ĕлкĕреймест.

Çуркуннехи чечексене юр ирĕлсе пĕтнĕçемĕнех тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла. Чечекĕсем капăртарах пулĕç. Чи малтан аммиак селитрине /мочевина/ тата нитрофоскăна кашни тăваткал метра пĕрер апат кашăкĕ хывмалла. Чечек туни ӳссе çеçке çурма хатĕрленнĕ вăхăтра иккĕмĕш хут удобрение шывра ирĕлтерсе шăвармалла. 10 литр шывра 5-шер грамм мочевина, суперфосфат, сульфат калийĕ хушса ирĕлтермелле. Виççĕмĕш хутчен чечексен çеçки тăкăнсан, тымара тутлăхлă япаласем пуçтарма удобрени памалла.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче пион, пиретрум, ирис, флокс, лилейник тымарĕсене пайласа лартма юрать. Çак ĕçе тĕмсем ӳсме пуçличчен пурнăçламалла. Лартмалли путăксене кĕркуннех хатĕрлемелле. Пулăхлă тăпрапа пуянлатмалла, кăпкалăхне, днеража шута илмелле. Çуркунне пайласа лартнă тĕмсем çулла хăвăрт чечек çурмаççĕ. Пачах çурмасан та пăшăрханма кирлĕ мар. Тымар лайăхрах аталанĕ. Каярах тухнă чечек тунине касса илмелле. Чечек çурла уйăхĕнче çеç çурăлсассăн вăйĕ çеçкеленме кайнипе тымар хĕле кирлĕ пек хатĕрленеймĕ.

Примула, флокс, ирис, гелениум чечекĕсен тымарĕсем çĕкленсе тăпраран тухса тăма пултараççĕ. Вĕсене тăпра сапса хупламалла. Чечексене кашнине хăйĕн вăхăтĕнче куçарса çĕнетмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.