Çĕннине шыракан Любимовсем
«Ĕлĕк ял колхоз-совхоз никĕсĕ çинче тытăнса тăнă. Тăван ялăмрата, Аслă Çĕрпӳелĕнче, пысăк хуçалăх пулнă. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пĕр пин пуç ытла ĕне, унсăр пуçне сысна, лаша, пăру усранă. Анчах ертӳçисем улшăнса тăнă май колхоз юхăнма тытăннă. Çакна курсан чун ырататчĕ. Малашне ял çыннин мĕнле пурăнмалла? Ăçта ĕç тупмалла? Çавăнпа фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшларăмăр», – каласа парать Николай Афанасьевич Любимов. Ăна пулăшакан Светлана Васильевна Любимова та çак сăмахсемпе килĕшет.
Тĕрĕссипе, хуçалăхра пĕр- тăвансем хуçаланаççĕ. Шăллĕ, Мускавра бизнес йĕркеленĕскер, учредитель вырăнĕнче укçа-тенкĕпе пулăшать. Николай Афанасьевич вара – çар çынни пулнăскер. Светлана Васильевна – унăн кинĕ /фермер хуçалăхĕн учредителĕн мăшăрĕ\. «Тен, эсир çĕр патне вăхăтлăха кăна таврăннă», – тетĕп çаксенчен пĕри те ял хуçалăх енĕпе пĕлӳ илменнине кура. «Йăнăшатăр, – тӳрлетет мана Николай Любимов. – Çĕр ĕçне пуçа чикнĕшĕн пач та ӳкĕнместĕп. Яла эпир пурăнма килнĕ. Ытти тăвансем те хуларан куçса килесшĕн».
Пулăшакансем хушăнса пыни çемье бизнесĕшĕн ытлашши мар. Любимовсем анлă тĕллевсем палăртнă. Вĕсене майĕпен пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Хăйне майлă эксперимент тума та шикленмеççĕ. Ара, «зебувидная» ăратлă выльăх ĕрчетекен Чăваш Енре урăх çуккине палăртать Николай Афанасьевич. Любимовсем 40 пуç пушмак пăрăва 2015 çулхи кĕркунне Мускав çывăхĕнчи ăслăлăхпа сăнав хуçалăхĕнчен илсе килнĕ. Кунти генетиксем Раççейре çĕнĕ, тухăçлă выльăх ăрачĕ шухăшласа кăларассипе ĕçленĕ. Хамăр çĕршывра анлă сарăлнă сĕтлĕ ĕнене Индири зебу йышшипе /300 пин çул каяллах анлă сарăлнă\ пĕтĕçтернĕ.
Çак ăрата ĕрчетеççĕ те Любимовсем. Николай Афанасьевичпа Светлана Васильевна палăртнă тăрăх, кĕтӳри выльăх чир-чĕре чăтăмлă, уйрăмах лейкозпа, маститпа аптрамаççĕ. Унсăр пуçне сĕчĕ тутлă, пахалăхлă, чылай вăхăт йӳçмест, унра çу виçи пысăк.
Ахăртнех, çакна кура хуçалăхра ăна вырăнтах тирпейлесшĕн. Ăçта мĕнле производство пулассине палăртса хунă ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, малтан сыр хатĕрлекен цех йĕркелесшĕн. Ку çимĕç хăвăрт пăсăлмасть, ăна пĕчĕккĕн вырнаçтарма май пур. Ĕç кал-кал пырсан, тен, сĕте пастеризацилесе сутас ĕмĕт те пурнăçланĕ. Пытармасăр каласан, Любимовсем ял хуçалăх производствинчен ытларах пайта илесшĕн. Тĕслĕхрен, тислĕкрен биогаз хатĕрлесшĕн. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакансем патне çӳренĕ, опытпа паллашнă. Пирĕн республикăра та хатĕр-ленӳ ĕçĕсене пурнăçланă хуçалăхсем пур, анчах тĕппипе хута ярайман. Биогаз тĕлĕшпе ăнăçсан тислĕкрен удобрени хатĕрлесси çинчен ĕмĕтленме те пулĕ.
Паянхи кун хуçалăхăн столовăй, апатланмалли зал, хăна çурчĕ, общежити хатĕр темелле, вак-тĕвек юсав ĕçĕсене кăна вĕçлемелле. Ĕçе вырнаçакансем валли пурăнма хăтлă условисем туса пама тăрăшаççĕ. Шел, хальлĕхе çамрăксем ял хуçалăхĕнче тăрăшасшăн мар. Любимовсем патĕнче ытларах кӳршĕ ял çыннисем /уйрăмах – пенсионерсем\ ĕçлеççĕ.
Николай Афанасьевич çĕр ĕçĕнчи йывăрлăхсенчен хăраманнине палăртать. Вĕсене сахал мар парăнтарма тивнĕ. Ăратлă ĕнесем пĕрремĕш çул пăруланă вăхăтра участокри ветеринар фермăран тухма пĕлмен. Выльăха çĕнĕлле пăхмашкăн вĕренме тивнĕ. Иккĕмĕш хут вĕсем чиперех пăруланă. Ĕнесен йышĕ – 60, мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 100 пуçран иртнĕ. Вĕсене вырнаçтарма часах витесем çитми пулĕç, çавăнпа тепĕрне юсаса çĕнетесшĕн.
Малтанхи çулсенче фермер 650 га çĕр çинче ытларах тыр-пул ӳстернĕ пулсан, халĕ – нумай çул ӳсекен курăк. Çакна валли техника çителĕклĕ. Витере гусеницăллă пĕчĕк трактор вăр-вар çаврăнать. Японире туса кăларнăскер-мĕн. Урапаллă тракторсем, комбайн, ытти техника та пур. Хуçалăх çур акине тухма хатĕр-ленсе çитнĕ.
Çĕнĕлĕхе кăмăллакан Любимовсем лăпланма пĕлмеççĕ, ĕнесене çулталăк тăршшĕпех мăйкăчламасăр усрас технологи çине куçарасшăн. Строительство ĕçне те пăрахмаççĕ. «Çĕр ĕçĕ хăйĕн тăкакне саплаштарать, анчах çĕнĕ обĕектсем тума хушма укçа чылай кирлĕ. Тупăш илмешкĕн тирпейлекен производствăна хăвăртрах хута ярасшăн», – тет тăван тăрăха куçса килнĕ çар çынни.
Ирина НИКИТИНА.
Комсомольски районĕ.
Комментировать