Пуррине упрамалла
«Пĕр машина каштан хунавне аран вырнаçтартăм. Ял çыннисене те сĕннĕччĕ – пахчара лартма пушă вырăн юлман терĕç. Вăрмана кайса чикрĕм. Вăл хаклă йывăç пулнине те пĕлмен ун чухне. Халĕ самай ӳснĕ ĕнтĕ, часах çеçке çурма тытăнмалла», – савăнăçне пытармасть Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнчи Анатолий Алексеев.
Çырмари парксем
Паян хула пасарĕнче каштан хунавне 5-7 пин тенкĕпе сутаççĕ. Тăватă çул каялла Анатолий Сергеевича ăна тăванĕ Мускавран ахалех 200 тĕп илсе килсе панă. Тавралăх илемне юратать арçын. «Мĕншĕнне каласа ăнлантарма сăмах çитмест, анчах йывăç-курăксăр пурнăç çук», – тет ял тăрăхĕн депутачĕ.
Вăл палăртнă тăрăх, Асанкассисем мĕн ĕмĕрĕпех йывăç лартнă. Çывăхри вăрманта кăна мар, мĕнпур çырма-çатрана. Шкулта вĕреннĕ чух ачасем хунав лартса парк йĕркелессишĕн ăмăртмалла ĕçленĕ. «3 е 4-мĕш класра вĕренеттĕмĕр пулас. Хунавсене аппа-пиччесемпе вăрмантан кăларса килнĕ. Лартнă хыççăн карта тытса çавăрнă. Ку çеç-и? Хăй вăхăтĕнче çĕр улми хунă путвал пурччĕ. Ун вырăнне кĕреçепе чавса йывăçсене шăварма кӳлĕ тунăччĕ. Вăл халĕ те упранса юлнă», – аса илет Анатолий Сергеевичăн мăшăрĕ.
Ăçта пушă вырăн пулнă – унта ĕлĕкех йывăçсем лартса тултарнă. Халĕ вĕсем вăрман пекех кашлаççĕ. Çавăнпа ял хушшинче йывăç валли ирĕклĕ çĕр сахаллине палăртать çут çанталăк тусĕ. Унăн шухăшĕпе яла паян улма-çырла йывăçĕсемпе ытларах илемлетмелле. Çавăнпа вăл дамба, аслă çул хĕррине панулми хунавĕсем лартма тăрăшать. Ăна вăрманти садран /ĕлĕк унта улмуççи сачĕсем, кедр лаптăкĕсем те пулнă\ илсе килет, кирлĕ пулсан – сыпса çĕнетет.
«Тавралăха симĕслентерессишĕн ял çыннисем пурте тăрăшаççĕ. Пĕри ĕçленине курсан тепри унран юлмасть. Юшкăнран тасатман пĕве те юлманпа пĕрех», – тет вăл. Кӳлĕ-пĕве кунта йышлă. Анатолий Сергеевич 8-9 çул каялла иккĕшне хăех тасатнă. Юлашки çулсенче ял çыннисем те пуçарулăх кăтартнă, 6-шне тасаттарнă. Экскаваторлă техникăна тара тытнă, уншăн укçине те хăйсемех пуçтарнă. «Асатте-аттесем алăпа чавса пире валли /шыва кĕме\ кӳлĕ тунă. Халĕ хамăрăн ачасем, мăнуксем валли вĕсене упраса хăвармалла», – тĕллевне пытармасть ял тăрăхĕн депутачĕ.
Пурнăç хăех вĕрентет
Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов асăннă тăрăх, кăçал историре юлнă çăлкуçа патшалăх пулăшăвĕпе юсаса йĕркене кĕртесшĕн, ятарлă программăна хутшăнма документсем хатĕрлеççĕ. Çак çăл Пугачев вăхăтĕнчиех иккен, ăна унăн лашисене шăварма тунă. Каярахпа колхоз янаварĕсем те унти шыва ĕçнĕ, ял çыннисем те витрепе йăтнă.
Çырма-çатраллă вырăнта пурăннăран çӳп-çапа пĕве-кӳлĕ вĕçне пырса пăрахакан та тупăнать. Çакă ĕлĕкхи йăларан пынăран ватăсене каласа ăнлантарма ансат мар. Вĕсен вăхăтĕнче ланкашкасене, шыв çурнă вырăнсене çӳп-çаппа тултарнă, ун хыççăн çĕре тикĕсленĕ, каярах унта йывăçсем лартнă. Çапла майпа эрозие чарса пынă.
Пушă пластик бутылкăсене ниçта вырнаçтарма май килменни те канăçсăрлантарать ял çыннисене. Çунтарма та хăю çитмест, мĕншĕн тесен наркăмăшлă сĕрĕм çимĕç паракан йывăçсем çине ларать. Ăна çăвара мĕнле хыпăн? Кĕленче савăтсенчен сăра бутылкине кăна лавккара йышăнаççĕ, ытти пирки каллех шухăшламалла. Çапах та вĕсемпе мунча урайне ăшăтма, теплица тума тата урăх çĕрте усă курма пулать.
Вăрман çынни вĕлле хурчĕсĕр пурăнать-и? Анатолий Алексеев çамрăк чух пыл çиме юратнине пытармасть. Çавăнпах вăл хуçалăхра трактористра ĕçленĕскер куçăмсăр майпа Рязань облаçĕнчи техникумра хурт-хăмăр ĕçне вĕреннĕ. Çакăн хыççăн 15 çул ял хуçалăх предприятийĕнче утарçăра тăрăшнă. Халĕ хăйĕн утарĕнче тăрмашать. Йывăçсене сăнама юратать. "Пĕр çулхине юмана пурçăн лĕпĕшĕ тапăнчĕ. Çавăнтанпа вăл хăрма тытăнчĕ. Енчен те хĕлле икĕ-виçĕ кун 30-35 градус сивĕ пулсан вăл вилет. Çанталăк ăшă тăрсан аталанать. Çăка та вăрманта икĕ тĕрли: пĕри – вĕтĕ, тепри сарлака çулçăллă. Ăна "маньчжурский" теççĕ. Пĕри маларах чечеке ларать, иккĕмĕшĕ – каярах", – паллаштарать вăл мана.
Сунарçă пулнă май вăрманти чĕрчунсем те уншăн çывăх: пăши, хир сысни, хир качаки, мулкач, тилĕ, пакша... Кашкăр кăна вĕсен енне çитеймен-мĕн. Çамрăк ăру çут çанталăкпа çывăх туслашасса шанать вăл. «Пурнăç хăех вĕрентет. Вĕсем пирĕнтен тĕслĕх илсе ӳсеççĕ», – тет.
Комментировать