«Пултаруллисене регионсенчех хăварасчĕ»

16 Апр, 2014

Çак кунсенче ЧР Правительство çуртĕнче Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатакансемпе - Чăваш тата Мари республикисенчи, Киров тата Сарă ту облаçĕсенчи хĕрсемпе каччăсемпе - «Пултаруллă та талантлă çамрăксене регионсенче мĕнле майпа хăвармалла» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова хутшăнчĕç.

Иван Моторин ку тема регионсемшĕн, уйрăмах пĕчĕккисемшĕн, çивĕч пулнине палăртрĕ. Пултаруллă çамрăксене тăван тăрăхрах хăварасси республика ертÿлĕхĕн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри терĕ. Чăваш Енре ку енĕпе пурнăçа кĕртме йышăннă мерăсем пирки каласа кăтартрĕ. Çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн патшалăх енчен пулăшнине каларĕ. Премьер-министр Чăваш Енре пултаруллă пикесемпе яшсене стипенди парса хавхалантарасси вăйланнине пĕлтерчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем ăста кадрсем хатĕрлес енĕпе бизнеспа çыхăну йĕркелеме тытăнни çинче чарăнса тăчĕ. Студентсем ăслăлăх чулне «кăшланă» чухнех хальхи йышши оборудованипе ĕçлеме хăнăхни хăйсемшĕн те, ĕç паракансемшĕн те лайăх-çке. Иван Борисович предприятисем те кирлĕ кадрсене вĕрентес тĕллевпе аслă шкулсемпе техникум-колледжра кафедрăсем уçнине, студентсене практикăра е стажировкăра пулмашкăн майсем туса панине асăнчĕ.

Министр çумĕ Светлана Петрова пултаруллă та хастар хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ енлĕн пулăшни-хавхалантарни вĕсене регионсенчех юлма хистекен сăлтавсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ. Тĕслĕхрен, хăйсен сферисенче пысăк çитĕнÿ тунисене Çамрăксен патшалăх премийĕпе чыслаççĕ. Пултарулăхри ăнтăлушăн çулсеренех 1 пин çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçет, уйăхсерен - 1830 тенкĕ. Унсăр пуçне кашни муниципалитетрах талантлă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли ятарлă меслетсем пур. Район-хула шайĕсенчи грантсене 3337 çынна панă.

Светлана Владимировна инженер кадрĕсем çитменни паянхи ĕç рынокĕнче тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратнине палăртрĕ. Лару-тăрăва ырă еннелле улăштарас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче математикăпа, физикăпа 70 тата ытларах балл пухнă, республикăри вĕренÿ заведенийĕсене техника специальноçĕпе кĕнĕ хĕрсемпе каччăсене пĕрремĕш курсра 2-шер пин тенкĕ стипенди параççĕ. 2013 çулта ăна 71 студент илсе тăнă. Кăçал ку чыса тивĕçекенсен йышĕ тата пысăкрах пуласса шанас килет. Çакă та савăнтарать: шкул ачисем ППЭ валли физикăна ытларах суйлама пуçланă. Математика вĕренĕвне малалла аталантарас тĕллевпе республикăри 124 шкулта инженерпа техника класĕсем уçнă, 30 пĕлÿ çуртĕнче - авиа- тата карап моделĕсене хатĕрлес енĕпе. Сăмах май, Чăваш Енри вĕренÿ заведенийĕсен никĕсĕ çинче профориентаци 6 центрне туса хунă. Вĕсене шкул ачисем çÿреççĕ, професси суйлавĕ тĕлĕшпе кăсăклă нумай çĕнĕлĕхпе паллашаççĕ.

Пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме регионтах хăварассипе çыхăннă тепĕр проект - «Чи лайăх вĕренсе тухакан /выпускник/». «Эпир çулсеренех чи лайăх студентсен кăтартмăшĕсен электрон базине хатĕрлетпĕр, 500 ытла анкетăна предприятисене ярса паратпăр, вĕсем хăйсене кирлĕ кадрсене суйласа илччĕр тетпĕр. Анализ çакна кăтартать: эпир сĕннĕ кандидатурăсен 20% çеç лайăх шалу тÿлекен ĕçе вырнаçать. Шел, тин вĕренсе тухнисенчен чи лайăххисен 25% пысăк хуласене каять. Ыттисем вара хăйсен специальноçĕпе ĕç тупаймаççĕ. Ку - чăнласах та çивĕч ыйту», - чун ыратăвне уçрĕ Светлана Петрова.

Вăл нумаях пулмасть ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ. «Пултарулăхри ăнтăлушăн стипендие тивĕçнисене: «Эсир Чăваш Енре мĕншĕн юлнă пулăттăр?» ыйтăва Интернет урлă хуравлама сĕнтĕмĕр. Респондентсен 58% «тивĕçлĕ шалу тата кăсăклă ĕç» тесе хуравларĕ. Иккĕмĕш вырăнта - «аталаннă инфратытăм тата хăтлă çурт-йĕр». Пĕлтерĕшлĕ тепĕр фактор - «тăвансемпе юлташсем». Чи сахал тĕл пулакан хурав - «çамрăксен кăсăклă проекчĕсенче хутшăнни». Пуçаруллă хĕрсемпе каччăсене хăйсене мĕн пăшăрхантарнине тата йывăрлăхсем пирки те пĕлтерме сĕнтĕмĕр. Пĕрремĕш вырăнта - алла илнĕ специальноçпе ĕç тупасси. Респондентсем çавăн пекех «ăслăлăх тĕпчевĕсем валли укçа-тенкĕ тупасси», «çурт-йĕр туянассин йывăрлăхĕсем» хуравсене те асăннă», - терĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ. Вăл калаçăва пĕтĕмлетнĕ май хĕрсемпе каччăсен хастарлăхĕ тата тĕллевсене тĕрĕс палăртма пĕлни ăнăçу никĕсĕ пулнине каларĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Алла Салаева муниципалитет шайĕнче пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе çамрăксемпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин влаç органĕсем, вĕренÿ тытăмĕ тата ĕç паракансем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине йĕркелес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Сарă ту, Киров облаçĕсенчен килнĕ студентсем хăйсен регионĕсенчи опытпа кĕскен паллаштарчĕç. Хăнасем пултаруллă пикесемпе йĕкĕтсене регионсенче хăварасси çеç мар, вĕсене яла тавăрасси уйрăмах кăткăс пулнине палăртрĕç. Чылайăшĕ вĕренмешкĕн хулана каять те тăван тăрăха каялла килмест-çке. Ку енĕпе тата мĕн тума май пуррине сÿтсе яврĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне хутшăннисем юлашкинчен Чăваш Енре йĕркелекен регионсен хушшинчи «МолГород» вĕренÿ форумĕн презентацийĕпе паллашрĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.