Студентсене хÿтĕлет, пуçарăвĕсене çул парать

16 Апр, 2014

"Вĕренекен çамрăксен хăйсен шухăшĕ, позицийĕ пулмалла. Вĕсем ăна студентсен хăй тытăмлăх органĕсем урлă палăртма пултараççĕ", - тет çамрăксен "Чăваш Республикинчи студентсен, вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Илья Тумаков.

Общество аталанăвĕн хальхи тапхăрĕнче вĕренекен çамрăксен хастарлăхĕ ÿссех пырать. Çакă чи малтан студентсен юхăмĕсем вăй илнинче палăрать. Вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвне тарăнлатакансем хăйсен интересĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн, прависене хÿтĕлемешкĕн пĕр ушкăна чăмăртанмаллине аван ăнланаççĕ. Студентсен е вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсем хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн условисем йĕркелеççĕ, вĕсен кăсăклă та усăллă пуçарăвĕсене çул параççĕ. Маларах асăннă ассоциацие пирĕн республикăра 2009 çулта туса хунă. Вăл вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан 31 учрежденири студентсен тата вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсене пĕрлештерсе, вĕсен ĕç-хĕлне координацилесе тăрать. Чăн та, ассоциацие йĕркеленĕ вăхăтра вĕсен йышĕ чылай пĕчĕкрех пулнă. Федераци саккунĕнче студентсен хăй тытăмлăх органĕсем кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех пулмаллине палăртнăран вĕсен шучĕ сисĕнмеллех ÿснĕ. Ку организацисен ячĕсем тĕрлĕрен, çапах чылай çĕрте - студентсен е вĕренекенсен канашĕ, унти хастарсем тÿлевсĕрех ĕçлеççĕ.

"Эпир вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчи студентсен канашĕсен председателĕсемпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Уйăхра пĕрре пуху ирттеретпĕр, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яватпăр. Унта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен çеç мар, районсенчен те килеççĕ. Тĕп вырăнта - хăй тытăмлăх органĕсен аталанăвĕ. Паллах, умри тĕллевсем пирки те калаçатпăр. Çамрăксем сĕнекен пуçарусене тишкеретпĕр. Тĕслĕхрен, эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тăратнă кандидатсен 50 ытла проценчĕ çак хавхалантарăва тивĕçрĕ. Пирĕн хастарсем ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин йышĕнче те пур. Эпĕ хам та çав палата членĕ, унта вĕренÿпе ăслăлăх тата çамрăксен политикин ĕç ушкăнĕн председателĕ. Халĕ ав "Чăваш Енри юн донорĕсем" проекта ЧР Çамрăксен премине илме тăратрăмăр. Ку проект ăнăçлăн пурнăçланса пырать, вăл çĕнтерессе шанатпăр", - каласа кăтартать Илья Тумаков.

Ассоциаци правленийĕн председателĕ студентсемшĕн тĕп вырăнта вĕренÿ пулмаллине палăртать, пушă вăхăтра вара пуçаруллисем, хастаррисем тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ, спорт лапамне, "Студентсен çуркунни", альтернатива культурисен "СОК" фестивалĕсене васкаççĕ. Ассоциаци юлашкинчен асăннă икĕ мероприятин яланхи партнерĕ. Унсăр пуçне студентсен хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче кашни çулах "Ăнăçу полюсĕсем" тата "Çулталăк имиджĕ" республика конкурсĕсем иртеççĕ. "Ăнăçу полюсĕсенче" аслă шкулсенчи канашсем хушшинче йĕркелеççĕ, "Çулталăк имиджĕнче" вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче туса хунисем вăй виçеççĕ.

Илья Тумаков студентсен канашĕсенче çын пĕрмай улшăнса тăнине пĕлтерчĕ. Çапла пулмалла та: пĕрисем вĕренсе пĕтерсе диплом илеççĕ те ĕçе вырнаçаççĕ, вĕсен вырăнне теприсем - ăслăлăх чулне тин çеç "кăшлама" пуçланисем - килеççĕ. "Çамрăксем студентсен канашĕнче малалла аталанаççĕ, чылайăшĕ ăнăçу çулĕ çине тăрать. Тĕслĕхрен, ассоциацин пĕрремĕш председателĕ халĕ Мускавра, РФ Вĕренÿпе наука министерствинче ĕçлет. Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшакансен хушшинче те ассоциаци учредителĕсем пур. Сăмахран, çамрăксен тата общество аталанăвĕн уйрăмне ертсе пыракан Эльдар Черкесов. Пĕтĕмлетсе каласан çак çынсем пурте хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă", - калаçăва тăсать Илья. Вăл хăй хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче магистратурăра 2-мĕш курсра вĕренет. Специалитетăн 3-мĕш курсĕнче ăс пухнă чухне яша факультетăн студентсен канашĕн председательне суйланă. Унта хăйĕн тивĕçĕсене питĕ лайăх пурнăçласа пынăскерне, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскерне 1,5 çул каялла ЧПУри студентсен канашĕн ертÿçи пулма шаннă. 2013 çулхи пуш уйăхĕнче çамрăксен "Чăваш Республикинчи студентсен, вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн правленийĕн председательне уйăрса лартнă. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин членĕ пулнине маларах асăнтăмăр ĕнтĕ. Пултарулăхри ăнтăлушăн кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Юхăм аталанăвĕ пирки сăмах пуçарсан И.Тумаков акă мĕн пĕлтерчĕ: "Федераци проекчĕсене хутшăнатпăр, "Волонтерсен шкулĕ" ĕçпе грант çĕнсе илтĕмĕр. Наци библиотекинче икĕ хутчен 100-шер çынна волонтера вĕрентрĕмĕр, халĕ акă виççĕмĕш ушкăн пухаççĕ. "Волонтерсен шкулĕ" - Чăваш Енре паллă проект, ку юхăма юлашки вăхăтра çĕр-шывĕпех аталантарма тăрăшаççĕ. Çав шкулта çынсене пĕр-пĕрне тÿлевсĕрех, çакăншăн нимĕн ыйтмасăрах пулăшма хăнăхтараççĕ. Ырă туни каялла ырăпах таврăнать. Волонтерсем ыттисене пулăшса кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма хăнăхаççĕ, çĕнĕ профессисен вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ. Çакна пулах хастарскерсене нумай çĕрте хапăлласах ĕçе илеççĕ. Халĕ эпир тепĕр проект хатĕрлетпĕр, ăна Экономика аталанăвĕн министерстви ырласса шанатпăр. ЧР Вĕренÿ министерствине тăратни те çĕнтерÿçĕсен йышне лекессе кĕтетпĕр".

Пĕр-пĕр ыйтăва каччă е хĕр хăй тĕллĕн татса параймасан студентсен канашĕнчен те, ассоциацирен те пулăшу ыйтма пултарать. ЧПУри студентсен канашĕн председателĕ пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Аслă шкулта вĕренекен çамрăк Кировра иртнĕ конференцие хутшăннă. Каялла килнĕ чухне билетне çухатнă, çапах çул çÿрев тăкакĕсене саплаштарма ыйтнă. 909 тенкĕ студентшăн пĕчĕк укçа мар çав. Проректор хушнипе И.Тумаков лару-тăрăва уçăмлатма тăрăшнă: каччăпа çыхăннă, командировка удостоверенийĕнчи пичетсене тĕрĕсленĕ, конференцие хутшăннă ытти студентпа калаçнă - яш суйманни палăрнă. Паллах, унăн çул çÿревпе çыхăннă тăкакĕсене саплаштарнă.

Ассоциаци пурне те хумхантаракан ыйтусене те татса пама тăрăшать. Чылайăшĕ ас тăвать пулĕ-ха: 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РФ "Вĕренÿ çинчен" çĕнĕ саккунĕ вăя кĕнĕрен студентсен общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хак малтанхинчен чылай ÿснĕччĕ. "Профсоюз организацийĕсемпе нумай сÿтсе явнă хыççăн çапла йышăнтăмăр: койко-вырăншăн академи стипендийĕн 5% ытла мар тÿлемелле. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ЧППУра ку тÿлев 237 тенкĕпе танлашать. Пирĕн университетра вара - республикăра чи пĕчĕкки, 90 тенкĕ", - палăртрĕ магистратура студенчĕ. Общежитире вырăн çитменнисем те пулăшу ыйтаççĕ. ЧПУри ятарлă комисси - унăн йышне студентсен канашĕн председателĕ те кĕрет - тĕрлĕ меслет шырать. Тĕслĕхрен, пĕрисене ЧПУн Çĕнĕ Шупашкарти, теприсене Шупашкарти коопераци институчĕн - унти ертÿлĕхпе калаçса татăлса - вырнаçтарнă.

Ассоциацие ытти ыйтупа та килеççĕ. Вĕсене хĕрÿ лини телефонĕпе шăнкăравласа та уçăмлатма пулать: 37-09-27.

Илья Тумаков студентсен хăй тытăмлăх органĕсен аталанăвĕ вĕренÿ заведенийĕсен ертÿлĕхĕнчен те нумай килнине палăртрĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче иртекен "МолГород" форумра ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, аслă шкулсен ректорĕсен тата директорĕсен канашĕсен, ассоциаци хушшинче 4 енлĕ килĕшĕве алă пусма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Çакă студентсен канашĕсен ĕçне пушшех вăйлатасса шанас килет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.