Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара çитме çăмăлланě

5 Апр, 2017

Паянтан 101-мĕш номерлĕ "Çĕнĕ Шупашкар-Шупашкар"  маршрутпа виçĕ пысăк автобус çÿреме пуçланă. Республикăн Транспорт министерстви автобуссен хуçине, "Чăвашавтотранс" предприятие, халăх хăш вăхăтра ытларах çÿренине çирĕп сăнаса тăма, çавна кура рейссене йĕркелеме хушнă.

Аса илтерер: спутник-хуларан Шупашкара ĕçе е вĕренме çÿрекенсем ирсерен транспорт кĕтсе нушаланнипе республика ертÿçисем иртнĕ эрнере кăсăкланчĕç. Ыйту çивĕчлĕхне унтисем Чăваш Ен ертÿçине Михаил Игнатьева систернĕччĕ. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов спутник-хулана çитсе лару-тăрăва хăй тĕрĕсленĕ. Ыйтăва татас тесе министр нумайрах вырăнлă автобуссене çав вăхăтра рейса кĕртмеллине палăртнăччĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать