Авариллĕ çурт-йĕртен – хăтлă хваттере

5 Апр, 2017

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ, РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ Патшалăх Канашĕн ĕç ушкăнĕн иккĕмĕш ларăвне ертÿçĕ пек ирттернĕ.

Ăна РФ Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин пĕрлехи ларăвне хатĕрленессине халалланă. Пĕрлехи ларăва «Авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондне пĕтересси» ыйтупа ирттерме планланă.

Ĕнерхи мероприяти Санкт-Пе­тербургра пулнă аварире вилнисене пĕр минут шăп тăрса асăннинчен пуçланнă.

Унта ĕçлĕ ушкăнăн доклад проектне пăхса тухнă. РФ Президенчĕн пулăшуçи, РФ Патшалăх Канашĕн секретарĕ Игорь Левитин авариллĕ çурт-йĕрти граждансене урăх çĕре куçарассипе çыхăннă программа ăнăçлă пурнăçланнине халех палăртма юрать тенĕ. Çак тапхăрта 13 миллион тăваткал метр авариллĕ çурт-йĕрте пурăннă 860 пин ытла çынна хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Ишĕлес патнех çитнĕ çурт пачах çук теме иртерех-ха. Асăннă йывăрлăха пĕтерес тесен патшалăх шайĕнче авариллĕ фондран куçарас тĕлĕшпе ялан вăйра тăракан механизмсен тытăмне туса хумалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма тата вĕсен хăрушсăрлăхне ÿстерме май паракан патшалăх программи ĕçленине палăртнă. Ăна пурнăçа кĕртнĕ чухне тĕл пулакан бюрократи чăрмавĕсене вăхăтра сирмешкĕн норма-право базине улăштарас тесе питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. «Социаллă пулăшăвăн çакнашкал мерисене тĕнчери нихăш çĕршыв та кÿмест. Владимир Путин ку йывăрлăха татса парас енĕпе хăй çине пысăк яваплăх илнĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл РФ Президенчĕпе Правительствине çак ыйтупа çĕршыври субъектсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă. Регионсем тăратнă сĕнÿсемпе пуçарусене пурне те вăхăтра шута илнĕ. Пĕлтĕр çеç 27 регион программăпа çирĕплетнĕ мероприятисем валли хушма 11,1 миллиард тенкĕ илнĕ. «Авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтерес тĕлĕшпе малалла та комплекслăн ĕçлесси паянах паллă. Эпир халĕ ăна пурнăçа кĕртмелли механизмсене сÿтсе яватпăр. Регионсен уйрăмлăхĕсене шута илсе йышăнусем тумалла тесе шухăшлатпăр. Тивĕçлĕ сĕнÿсене докладра палăртнă, вĕсене пурнăçлас тесен вара РФ саккунĕсене улшăнусем кĕртмелле», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

РФ строительство министрĕн заместителĕ Андрей Чибис асăннă тĕл­леве татса памалли темиçе çула асăннă: аренда çурт-йĕрĕн рынокне аталантармалла, ятарлă фонд туса хумалла, авариллĕ пÿртсенчен куçакан граждансем валли сертификатсем хатĕрлемелле… «Эпĕ Президент Администрацийĕн управленине тата Михаил Игнатьевăн командине ăнăçлă ĕçленĕшĕн мухтамасăр пултараймастăп. Регионсенчи ĕçтешсене хастарлăхшăн тав тăватăп», — тенĕ Андрей Чибис. Вăл регионсен асăннă программăна 2017 çулхи авăн уйăхĕччен вĕçлеме тăрăшмаллине аса илтернĕ. Çав тапхăрччен ыйтăва татса паракан регионсем хушма пулăшу илме пултарĕç. Ку ыйтăва та Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явĕç.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтермелли программа валли малашне укçа-тенкĕ уйăрасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулассине каланă. «Хăшĕсем хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тесе ĕçлеççĕ, теприсем вара нимĕн те тăвасшăн мар, патшалăх пулăшасса кĕтеççĕ. Анчах çурт хуçисен те унăн тăрăмĕшĕн яваплă пулмалла, пĕтĕм йывăрлăха патшалăх çине тиемелле мар», — тенĕ вăл.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.