Шупашкара çитме мĕншĕн йывăр?

4 Апр, 2017

Ку ыйтăва татса парасса Çĕнĕ Шупашкарсем питĕ кĕтеççĕ

Çĕнĕ Шупашкарта транспорт ыйтăвĕ паян кăна сиксе тухман. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче те пирĕн патран Шупашкара çитме çăмăл марччĕ. Автобуссем туп-тулли каятчĕç. Пĕр-пĕрне тĕрте-тĕртех кĕрсе лараттăмăр. ГАЗельсем çÿреме пуçласан лайăхланчĕ, анчах ыйту татăлмарĕ. Халĕ те ларса кайма çăмăл мар», — терĕ спутник хулара чылай çул пурăнакан Людмила Смагина. Унти ĕç-пуçа тĕплĕнрех тĕпчес тĕллевпе ЧР транспорт министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле рейда тухрăмăр.

Ирхине «Турист» чарăнура çын татăлма пĕлмест. Автобуссемпе маршруткăсем пĕрин хыççăн тепри çÿреççĕ. Графикпе килĕшÿллĕн кашни 3-5 минутра килсе тăраççĕ, çапах пурне те илсе каяймаççĕ. «Маршруткăсем тулли килеççĕ. Чарăнура 30-40 минут тăма тивет», — терĕ Римма Александрова. Чăн та, тĕрĕслев те çакнах çирĕплетрĕ: автобуссем вăшлаттарса кăна иртсе каяççĕ. Акă тепĕр арçын та 331-мĕш маршрутлă автобуса çур сехете яхăн кĕтнине пĕлтерчĕ. «Пилĕк автобус иртсе кайрĕ, анчах пĕри те чарăнмарĕ», — тарăхса пĕлтерчĕ вăл.


Министр мĕн калать

ЧР транспорт министрĕ Владимир ИВАНОВ:

— Ку ыйтупа пирĕн ведомствăна çыру пĕрре мар килнĕ. Пĕрлехи информаци кунĕсенче те ялан кăсăкланаççĕ. Тĕрĕслев те Çĕнĕ Шупашкарта ĕç-пуç çăмăл маррине çирĕплетрĕ. Ирхи 7-8 сехетсенче автобуссен йышне ÿстермелли каламасăрах паллă. Ыйтăва çывăх кунсенчех татса парăпăр.

Хăйсен машинисемпе çула май ларса каякан та питĕ нумай. Кунта та конкуренци пысăк: çынсем пĕр-пĕрне тĕрте-тĕртех машинăна ла­раç­çĕ. «25 тенкĕпех илсе каяççĕ. Чарăнура маршруткăна кĕтсе тăрсан ĕçе ĕлкĕреймесрен хăратăп. Кашни кун çапла асапланатпăр», — терĕ çул хĕрринче тăракан хĕрарăм. «Ку хулара эпĕ ултă çул пурăнатăп, пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле, анчах ирхине ĕçе каясси чĕр нуша. Юлашки çулсенче пушшех йывăрланчĕ. Ĕçе вăхăтра çитес тесен иртерех тухатăп, анчах кашнинчех пĕр пек килмест. Çывăрса юлтăн тăк ĕçе ĕлкĕресси пирки ан та шухăшла. Юрать, çула май лартса каякансем тупăнаççĕ», — терĕ тепри. Ĕçе кая юлса килнипе кăларса янă тĕслĕхсем пулнине, çул çÿреме кăткăссипе хăшĕ-пĕрин хăй ирĕкĕпе ĕçрен кайма тивнине те пĕлтерчĕç. Телее, хулари хăшпĕр предприяти хăйсен ĕçченĕсене служба машинисемпе илсе çÿрет. Такси тыта­кан та сахал мар. «Васканă чухне такси чĕнсе илетĕп. Йÿнех мар та, мĕн тăвăн — 250 тенкĕ кăларса хуратăн», — терĕ Ксения Шакурова. «Маршруткăсем хăш чухне пушах каяççĕ. Салонра ура çинче тăракансен йышĕ 7-8 çынран ытла пулмалла мар теççĕ. Йĕркене пăссан ÇÇХПИ инспекторĕсем водительсене штрафлаççĕ. Çавăнпа вĕсем пасса­жирсене нумай лартмаççĕ», — терĕ чарăнура тăракан тепĕр арçын.

Халăх маршруткăпа çÿреме кăмăллани куç кĕрет. Вĕсен шучĕ самай пысăк /пассажирсене илсе çÿрессине 15 маршрутпа йĕркеленĕ/. 101-мĕш автобус та ирхине тулли. Çынсем каланă тăрăх, вĕсем кашни 15-20 минутран кăна çÿреççĕ. Автобуссем графике пăснă тĕслĕхсене эпир те шута илтĕмĕр. Калăпăр, пĕрремĕш автобус 6.56 сехетре çитрĕ, тепри вара — 6.59, виççĕмĕшне 20 минута яхăн кĕтсе тăчĕç. Сăмахран, ку маршрутпа çынсене кунне 10 автобус илсе çўрет. Çак ĕçе «Чăвашавтотранс», «Автолайн» предприятисем, уйрăм предпринимательсем пурнăçлаççĕ. «Çĕнĕ Шупашкар — Шупашкар» мар­шрутпа 266 автобус çÿрет.

«Правосуди çурчĕ» чарăнура лару-тăру тата кăткăсрах: пĕр маршрутка та чарăнмасть. «Автобус кĕтсе тăнин усси çук. Кунта пурăнакансен ирхине хула варрине кайма тивет. Унта эпир Шупашкара каякан маршруткăна куçса ларатпăр», — терĕ Юрий Полещук. Ку чарăнуран та «попуткăсемпе» ларса каякан йышлă: çынсем пирĕн умрах темиçе машинăна чарчĕç. «Каблучок» патне 8 сехет те 10 минутра çитрĕмĕр. Хула варринчи чарăнура çын нумаях марччĕ. Автобуссем пĕрин хыççăн тепри килчĕç, пассажирсене кĕтсе тăракансем те пулчĕç. Çула тухнисем пĕлтернĕ тăрăх — ку вăхăтра ларса каясси йывăрах мар, ирхи 7-7.30 сехетсенче çын шутсăр йышлă кĕпĕр­ленет.

«Ĕçе 9 сехете каякансене çă­мăл­рах, ун чухне çын нумаях мар. Килтен 8 сехетре тухсан та ирĕклĕнех ларса кайма пулать», — терĕ Людмила Сма­гина. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ĕçтешсенчен те ĕçе иртерех килме тăрăшнине пĕрре мар илтнĕ. Çĕнĕ Шупашкарсене каçхине тĕп хуларан киле таврăнма та çăмăлах мар. «Тулли маршруткăсем «Пичет çуртĕнче» чарăнмаççĕ, çавăнпа ытларах чухне вокзал патне утатăп е машинăпа ларса каятăп», — теççĕ ĕçтешсем.

Çак ыйтăва татса парас тесен мĕн тумалла-ха? «Икĕ хула пассажирĕсене автотранспортпа тивĕçтерес енĕпе темиçе çул каялла икĕ предприяти ĕçленĕ, халĕ — 16. Вĕсен кашнин хăйĕн графикĕ. Çак маршрутсене пĕр çыннăн е пĕр предприятин аллине парсан аванрах. Вăл кирлĕ вăхăтра пысăкрах автобус яма е маршруткăсен йышне пысăклатма пултарать, çула тухмалли расписание те йĕркене кĕртеет», — сĕнчĕ «Автолайн» пĕрлешĕвĕн автобаза ертÿçи Сергей Быков.

Пассажирсене илсе çÿрекен пред­приятисем çулçÿрев хак­не ÿстерме сĕнеççĕ. Пред­прини­мательсем каланă тăрăх — «Çĕнĕ Шу пашкар — Шупашкар» маршрутпа çÿрени тупăшлах мар. Çÿрев хакĕ палăртнинчен икĕ хут ытла пулмаллине те пĕлтерчĕç вĕсем. Çак ыйтăва 2011 çултах çĕкленĕ, ун чухне хака ÿстерме ирĕк паман.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.