Юратăва 70 çул упраççĕ
"Мăшăра хытăрах ыталăр!.." — сăн ÿкерме хатĕрленнĕ май вĕткеленетĕп Етĕрне районĕнчи Мăн Йĕкĕтри Ярандайкинсен килĕнче. Калаçăва çакнашкал пуçласса кĕтмен 93-ри Иван Моисеевич сасăпах кулса ячĕ. Вăй-хал тапса тăнă вăхăтра ял-йыша сывлăх сунса иртнĕ чухнехи пекех çĕкленÿллĕ унăн кăмăлĕ.
Иван Моисеевичпа Надежда Федотовна пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхнине кирек кам та тÿрех асăрхĕ. 70 çул упраса пурăнаççĕ вĕсем хăйсен юратăвне. Пĕлĕшĕсене, аякри тата çывăх тăванĕсене тĕслĕх кăтартаççĕ, вĕрентсе пыраççĕ.
"Çавăн чухлĕ пурăнни хăех — телей. Çак çула çитни — хамăршăн та тĕлĕнтермĕш", — теççĕ иккĕшĕ те.
Иван Моисеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче шартлама сивĕре юрпа хупланса выртнă чухне е амансан 90 урлă каçасса ĕмĕтленме пултарнă-и? Пĕчĕклех тăван амăшĕсĕр юлнă, выçăллă-тутăллă çитĕннĕ Надежда Федотовна та вăрăм ĕмĕрлĕ малашлăх çинчен шухăшлама хăяйман. Ĕç пиçĕхтернĕ вĕсене.
Çĕнтерÿ кĕвви
1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрçа илсе кайни, ахăртнех, нихăçан та манăçмĕ. "Мускавра мунчара çăвăнса тухсан салтак çи-пуçĕ тăхăнтартрĕç. Пуйăс нимĕç самолечĕсем тапăнасран тĕттĕмленсен тин çула тухатчĕ. Тул çутăличчен фронта çитмеллеччĕ пирĕн..." — тăшман тапăннă вăхăта таврăнать Иван Ярандайкин.
Тупăран тĕл пенĕшĕн, снарядпа хăвăрт тивĕçтернĕшĕн хисеплесе "ывăлăм" тенĕ ăна аслисем. Çурла уйăхĕнче хаяр тăшман салтака пĕçĕрен хытах амантнă. Юн чарăнмасăр юхнă...
Çÿç касма пĕлекенскер госпитальте те ахаль ларман. Унсăр пуçне аманнисене сухал хырма пулăшнă. Вăй илсенех Беларуç фрончĕн артиллери 660-мĕш полкне каялла таврăннă вăл. Вăрçă пĕтичченех санинструкторта тăрăшнă. Ржев, Орша, Минск, Гродно, Голдап, Ландсберг, Хайлигенбайль хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн"... медальсемпе наградăланă паттăр салтака.
Аслă Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ вăл. "Çи-пуç тарпа касăлса çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Çăвăнса тасалмашкăн пурне те супăнь пачĕç. Çакăн хыççăн строя тăтăмăр та полк музыканчĕсем кĕвĕ калама пуçларĕç.
Чехословаки хĕрĕсем ятарласах кукăль пĕçерсе тухнă. Ах, çисе тăранмалла мар тутлă вĕт. Эпĕ пĕрре — хĕр, тепре карçинккари кукăль çине пăхатăп. Йĕри-тавра уяв кĕрлет, чун савăнать", — йăл кулăпа çиçет ветеран.
1946 çул вĕçĕнче тин таврăннă вăл яла. Ашшĕ ăна тĕп килте хăварма тĕллев тытнă. Сăмах май, Моисей Архиповичăн та пурнăç çулĕ тумхахлă. Хăй вăхăтĕнче ура çине тăрайман тихаран тĕреклĕ лаша çитĕнтернĕ вăл. Таврари çынсем килĕштерсе те ăмсанса пăхнă унăн утне. Лашине хаклă сутнăшăн вара Моисей Ярандайкина 5 çуллăха тĕрмене хупнă. Ывăлĕ вăрçăран таврăниччен тĕрĕс-тĕкелех килнĕ вăл Мăн Йĕкĕте.
Ĕçченлĕхĕпе илĕртнĕ
Иван Моисеевичăн хăйсен ялĕнчех куç хывнă хĕрсем пулнă, анчах шаннă кайăк йăвара пулман тенĕ пекех чиперккесем ăна вăрçăран кĕтсе илеймен. Вĕсенчен пĕринпе пĕрлешсен темле çаврăнса килĕччĕ унăн пурнăçĕ?
Пулас арăмĕпе, Сарьял хĕрĕпе, улахра паллашнă çамрăк. Ĕç йĕркине пĕлнĕшĕн суйласа илнĕскер хăйне кăна мар, ашшĕне те килĕшнĕ. "Шухăшласа пăхăр-ха, кантăр вăрринчен пир тунă ĕлĕкхи хĕр-хĕрарăм. Вĕсем çакăншăнах хисепе тивĕçлĕ", — палăртать вăрçă ветеранĕ.
Ĕçчен хĕре урăххисем вăрласа каясран эрнеренех тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарма палăртнă Ярандайкинсем. Хĕрарăмсем çийĕнчех апат-çимĕç янтăлама, сăра вĕретме пикеннĕ.
"Çил-тăман алхаснине пăхмасăрах икĕ лашапа кайрăмăр хĕр илме. Юр хÿсе лартнăран утсене Сарьяла çитме мĕнле йывăр пулчĕ. Хамăр та ывăнса çитрĕмĕр. Çапах çынсем туй курма пуçтарăннăччĕ..." — 70 çул каяллахи ĕç-пуçа Иван Моисеевич хальхи пекех ас тăвать.
Хире васканă
Ĕçчен мăшăр çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Надежда Федотовна мăшăрĕпе танах вăрман та каснă, хăма та саваланă.
"Анне çамрăклах çĕре кĕнĕрен тăваттăн çурма тăлăха юлтăмăр. Атте тепре авланчĕ. Тăван мар анне хăйĕн тĕпренчĕкĕсем пекех юратса ÿстерчĕ пире. Сĕнÿ-канашпа яланах пулăшатчĕ.
Çывăх тăвансем сахалланса пыраççĕ. 88-ти чĕлхесĕр йăмăк пур манăн. Урăх ялта пурăнать пулин те çуралнă кунпа саламлама килетех. Кăçал та манăн 90 çулхи юбилей çинчен манман тăванăм.
Качча тухиччен варени пĕçерекен заводра ĕçленĕ. Унсăр пуçне пахчаçимĕç — кăшман, сухан, купăста — типĕтеттĕмĕр. Тем тĕрлĕ сĕткен юхтараттăмăр", — каласа кăтартать Надежда Федотовна.
Çемье çавăрсан колхозра ĕçлеме пуçланă. Ытти хĕрарăм пекех пĕчĕк ачасемпе хире, улăх-çарана тухнă. Хăйсем пĕлнине ывăл-хĕрне вĕрентме хăтланнă. Тĕпренчĕкĕсем çывăрнă вăхăтра килти ĕçсене пурнăçлама тăрăшнă вăр-вар амăшĕ.
Надежда Федотовнăн операци сĕтелĕ çине темиçе те выртма лекнĕ. Апла пулин те çĕнĕрен вăй илме хал çитернĕ вăл.
Эрех ĕçмест, пирус туртмасть
"Вăрçăра эрех ĕçсе пăхнă. Çапах хăватлă çав шĕвек ырри патне çитерменнине вăхăтра ăнланса илнĕ. Халĕ эрех ĕçекен çынсене курсан куç хупатăп.
"Çавах вĕлереççĕ. Пурăннă чухне чĕлĕм туртса юл", — тетчĕç вăрçăра. Пĕрре, чăнах та, çăвара хыпса пăхрăм — пуç çаврăнма, кăмăл пăтранма пуçларĕ. "Эсĕ чĕлĕм пар, эпĕ сана уншăн çăкăр çитеретĕп", — сĕнчĕ пĕр салтак. Эпĕ мĕнле майпа унăн çăкăрне çисе пурăнăп? Чĕлĕме ахалех валеçсе патăм", — ăнлантарать сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан Иван Моисеевич.
Сысна ферминче ĕçленĕскер резина атăпа пылчăк сахал мар çăрнă. Пĕр пин пуç валли выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн çурçĕр иртни 2 сехетрех килтен тухса кайнă вăл. Тăрăшса ĕçленине кура зоотехник та, райком инструкторĕ те мухтанă ăна. Иван Ярандайкин "Соцăмăрту çĕнтерÿçи" палла тивĕçнĕ.
Мăнукĕсен ачисемпе йăпанаççĕ
"Кинĕн çăкăрĕ тутлă", — мухтатчĕç мана качча килсенех. Сахăр кăшманĕпе кукăль пĕçереттĕм. Ăна ăшне хуриччен кăмакана темиçе хут лартнă. Типме пуçланăскерне тĕксĕм сăн çапатчĕ", — вăрттăнлăхне уçать кăкăль-çăмах янтăлама ăстаскер.
"Малтанхи ача ывăл çуралсан мĕнешкел хĕпĕртенĕ. Кайран татах йыш хушăнчĕ", — калаçăва тăсать кил хуçи. Тăватă тĕпренчĕкрен халĕ иккĕшĕ — чĕрĕ-сывă. Асли çемйипе ЯМОЗра тĕпленнĕ, Нина Ивановна тăван килте ашшĕ-амăшне пăхать, ĕмĕрĕпех бухгалтерта ĕçленĕ вăл.
Ярандайкинсем 2 мăнукĕпе, вĕсен 4 ачипе йăпанса пурăнаççĕ. Тунсăхлама памаççĕ вĕсем ватăсене.
"Çамрăксене укçа-тенкĕпе пулăшас килет. Вĕсен хăйсен пурнăçне йĕркелемелле. Чаршав хыçĕнче выртнă чухне арăм мăнуксене укçа панине курсан-сиссен чун савăнать. Эпĕ ятарласах пĕлмĕш тăватăп. "Укçа патăн-и?" — ыйтатăп юриех кăшт вăхăт иртсен. "Патăм çав", — тенине татах илтес килет", — Иван Моисееичпа Надежда Федотовнăн ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп.
Канфет турттаракан машина
"Ача чухне çăвĕпех асаттепе асанне патĕнче пурăннă. 6 çулччен вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен.
Пĕрре асатте Мăн Йĕкĕт лавккинчен пысăк машина илсе пачĕ. Кузова канфет тултарчĕ. Манран телейлĕрех çын пулнă-ши тĕнчере çав самантра? Пылак çимĕç турттаракан машина çаплипех куç умĕнчен каймасть. Те çавăн чухнех руль умне ларас ĕмĕт тĕвĕленнĕ? Ахальтен мар водитель ĕçĕ килĕшет", — тет хăнана пынă мăнукĕ Виталий Юрьевич.
Пахчара Ярандайкинсем Иван Моисеевичăн сухапуçĕпе усă кураççĕ. Унпа çĕрулми йĕрĕ тÿрĕ те тикĕс пулнине хăнăхса çитнĕ вăйпиттисем.
Ĕç хатĕрĕ ăсталас енĕпе тахçанах палăрнă Иван Ярандайкин. Çавăнпах кĕрепле, пуртă, сенĕк, кĕреçе... лавккаран туянман ку çемьере. "Ĕç хыççăн пĕтĕм япалана çуса хăйĕн вырăнне хунине юратать асатте. Тирпейлĕхе ачаранах вĕрентнĕ пире", — ăнлантарать мăнукĕ.
90-ри Надежда Федотовна çи-пуçне хăех çуса тăхăнать. Малтанхи пекех алсиш-нуски çыхать. Пахчаçимĕç вăрлăхĕ хатĕрлес вăрттăнлăха тахçанах ăша хывнă кил хуçи арăмĕ. Кăçал акса хăвармалăх та вăрă çителĕклех янтăланă вăл.
70 çул пĕрле пурăнакан Иван Моисее-вичпа Надежда Федотовнăна Етĕрне район, Пĕрçырлан ял администрацийĕсенчен, Мăшăрлану керменĕнчен саламлама килнĕ. Вырăнти "Сăр ен" фольклор ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Юлашкинчен Ярандайкинсем "Етĕрне районĕнчи çемье уявĕсен кĕнекинче" асăнмалăх алă пуснă.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Çемье архивĕнчи тата автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать