35 çул пуçлăхра ĕçленĕ çынна Канашсем тилхепене каллех тыттарнă

31 Мар, 2017

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пыма тилхепене 35 çул тытакан Николай Андреева черетлĕ хутчен суйланă. Отчетпа суйлав пухăвне хуçалăхра ĕнер ирттернĕ. Лăк тулли пуçтарăннă залра предприятире ĕçлекенсемпе пĕрлех район администрацийĕн ертÿçи Владимир Степанов та пулнă.

Николай Степанович ертсе пыракан хуçалăх тăнăçлă ĕçленипе районта çеç мар, республикăра та палăрса тăрать. Тĕш тырăна пĕлтĕр гектартан 22 центнер пуçтарса илнĕ. Кашни ĕнерен иртнĕ çул вăтамран 5100 килограмм сĕт сунă. Лаша та тытакан, вĕлле хурчĕ те ĕрчетекен предприятире ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 15 пин те 800 тенке ларнă. Хыснана иртнĕ çул кооператив 12,8 миллион тенкĕ налук тÿленĕ.

Хуçалăха 35 çул ертсе пыракан Николай Андреев лава малашне те туртма хирĕç маррине пĕлтерсен хавасланнă зал пĕр шухăшлăн алă çупма тытăннă. Хăйсем хисеплекен çак çыннăн кандидатурине вĕсем пĕр саслăн ырланă.

www.hypar.ru

Комментировать