Телепроект чи çивĕч ыйтусене çĕклет

«Чăваш Ен» ПТРК, Наци телерадиокомпанийĕ тата «Советская Чувашия» хаçат пуçарнă медиапроектăн пĕрремĕш кăларăмĕ телеэфира тухнă. Ăна Экологи çулталăкне халалланă.

Телепроект ертӳçи-модераторĕ — паллă журналист, Общество телекуравĕн регионсенчи хыпарлавпа ятарлă проектсен дирекцийĕн директорĕ Сергей Ломакин. Кăларăма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ОНФ, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Экологи тĕлĕшпе Чăваш Енĕн мăнаçланмалли ĕçсем пур. Республика федераци субъекчĕсен экологи рейтингĕн лидерĕсен шутне кĕнĕ. Каяшсене тирпейлекен завод хута кайнă, тасатакан çĕнĕ биологи сооруженийĕсем ĕçлеççĕ, икĕ районта хытă каяшсене тиесе ăсатакан станцисем тума палăртнă. Шупашкар çумĕнчи Питтукассинчи кивĕ свалкăна рекультивацилеме пуçлаççĕ — çак ĕç валли çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрнă.

Çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — шыв тасатмалли нумаях пулмасть хута янă проектпа паян çĕршыв шайĕнче усă кураççĕ. Халь республикăн тĕп хулинчи шыв тасатмалли хăватсем пĕтĕм хулана паха шывпа тивĕçтерме май параççĕ. Хулана çеç те мар, ялсене те таса шывпа тивĕçтересси пирки сăмах пырать.

Çапах татса памалли ыйту та пайтах. Çынсен экологи культурине мĕнле çĕклемелле, çӳп-çапăн, хытă каяшсен саккунсăр куписемпе мĕнле кĕрешмелле, Атăл шывĕн пахалăхне лайăхлатассине витĕм кӳме пултаратпăр-и? Çак тата ытти ыйтăва тӳрĕ эфирта сӳтсе явнă, республикăра пурăнакансем çĕкленĕ ыйтусене хуравланă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.