Пусă шывĕ куç пек тăрă...

31 Мар, 2017

Пур çĕрте те мар иккен. Пăрачкав тăрăхĕнче, тĕслĕхрен, пусса пăхсан тĕпĕ курăнасси иккĕлентерет.

Витре тĕпĕнче — пӳрне хулăнăш юшкăн

Чăваш Ен Правительствин республикăра пурăнакансен сывлăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă ларăвĕ ĕçмелли шыв пахалăхĕ халăх сывлăхне витĕм кӳнине тишкернинчен пуçланчĕ. Çакăн çинчен Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская пĕлтерчĕ.

Надежда Феофановна çирĕплетнĕ тăрăх — республикăра пăрăхран юхакан шывăн 14 проценчĕ пахалăх тĕлĕшĕнчен санитарипе гигиена ыйтнине тивĕçтермест, микробсен хисепĕпе — 1 проценчĕ. Çапах Чăваш Енри лару-тăру Раççейри пĕтĕмĕшле кăтартуран чылай лайăхрах. Халăхăн 14 проценчĕ ĕçекен çăл шывĕн пахалăхĕ паллă марри специалистсене уйрăмах сисчĕвлентерет. Сăмах май, 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра шута илнĕ 1600 çăлкуçран 12,6 проценчĕ санитари нормине тивĕçтермест. Киререн /Улатăр районĕ/, Атăлтан /Çĕнĕ Шупашкар хули/, Сăртан /Çĕмĕрле хули/ илекен шыв тасалăхĕпе те мухтанма çук. Çĕр айĕнчен кăлараканни хытă пулнипе уйрăлса тăрать.

Куславкка, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри хулисенче сете пахалăхлă шыв пырса кĕрет, пăрăхсем юсавсăррипе валеçнĕ чухне тутăхпа /кун пек чухне шывра тимĕр, бор тата лити виçи пысăкланать/ сиенленет, çапла майпа вар-хырăм, нерв, лейкоз, шăк çулĕн чул чирĕсем пуçланас хăрушлăх ӳсет.

Паллах, Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем пахалăха тĕрĕслесех тă-раççĕ, унăн мониторингне тăтăшах ирттереççĕ, йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе мерăсем йышăнаççĕ, суда тавăç тăратаççĕ. Анчах кунран та ытла вĕсене хуçасăр çăлкуç нумаййи канăçсăрлантарать. Çавна май Надежда Феофоновна тапса тăракан шыва тĕрĕслеттермешкĕн ăсчахсене хутшăнтарма сĕнчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Пăрачкав салинче пурăнакансем усă куракан шыв пахалăхсăррине пĕлтерчĕ: кранран юхтарса тултарнă витре тĕпне çĕр каçиччен пӳрне хулăнăш юшкăн пухăнать-мĕн, çăлран ăсаканни те савăнтармасть. Надежда Луговская хуравланă тăрăх — çакă район ертӳлĕхĕ асăннă ыйтăва татса памашкăн çĕнĕ проектсем хатĕрлеме васкаманнипе çыхăннă. Кун пек чухне çĕнĕ саккун кăларни те пулăшас çук, маларах йышăннисене йĕркеллĕ пурнăçламалла.

Ачасен çуллахи каникулĕ çывхарнă май канупа сиплев учрежденийĕсене тĕплĕнрех хатĕрлеме ыйтрĕ Роспотребнадзор управленийĕн пуçлăхĕ: шывпа тивĕçтерекен тытăм йĕркеллĕ ĕçлеменнипе инфекци чир-чĕрĕ сарăлать. Пĕлтĕр акă «Янтарный» тата «Созвездие» лагерьсене вăхăтлăха хупма тивнĕ.

Турилккери апат пĕр пек мар

Канашлура сӳтсе явнă иккĕмĕш ыйту та сывлăхпах çыхăннă. ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов палăртнă тăрăх — чылай районти шкулсенче вĕренекенсем икĕ хутчен апатланаççĕ, хевтесĕр çамрăксене, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене çăмăллăх параççĕ, килти условисенче пĕлӳ илекенсем валли те апат-çимĕç уйăраççĕ.

Вĕри апатпа тивĕçтерни, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Çапах хевтесĕрсем тĕлĕшпе шкулсенче апатлану условийĕсем пĕр пек маррин сăлтавне уçăмлатасшăн пулчĕ Елена Сапаркина омбудсмен, Иван Моторина спортпа туслă ачасен сывлăхĕн диспансеризаци хыççăнхи хаклавĕ кăткăслантарчĕ. Сергей Кудряшов шухăшĕпе — апатлану ыйтăвне татса парасси укçа-тенкĕпе çыхăннă, апла тăк муниципалитет влаçĕсен яваплăха туймалла. Спортпа туслă çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ, тухтăрсен çулленхи тĕрĕслевĕ вĕсем сывă та таса пулнине çирĕплетет.

Валентина СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнӳкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.