Молдаван каччине чăваш мунчи килĕшнĕ

30 Мар, 2017

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралнă Ольга Иванова Шупашкарти пĕр техникумран вĕренсе тухсан Мускава пĕр хăрамасăр тухса кайнă. 20 çулти хĕр пысăк хулана çитсенех лавккана сутуçа вырнаçнă. Молдаван каччипе шăпах çавăнта тĕл пулма пÿрнĕ ăна. Феодосий лавккана кĕрсен пысăк куçлă чăваш хĕрне тÿрех сăнанă, телефон номерне ыйтнă. «Ку пике манăн пулать», — тенĕ вăл тусне урама тухсан. «Молдаван пулмалла ку», — шухăшланă Оля Феодосие курсан, чĕри пăртак та йăшăл туман. Хĕр ун пирки манса та кайнă. Темиçе кунран телефонĕ шăнкăртатнă: леш вĕçĕнчен куç илмесĕр сăнанă молдаван каччин сасси илтĕннĕ. Феодосий ăна уçăлса çÿреме чĕннĕ. «Кайнăшăн нимĕн те пулмасть ара», — килĕшнĕ чăваш пики. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.