Парăмпа вăхăтра татăлмаллине районсемпе хуласене черетлĕ хутчен аса илтернĕ

30 Мар, 2017

Усă курнă энергоресурссемшĕн вăхăтра тÿлемелли пирки Чăваш Енре унччен те сăмах хускатман мар. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăн Стройминĕнче иртнĕ ларура та çавăн пиркиех калаçнăччĕ. Шăп та лăп уйăх иртсен ку ыйту патне каллех таврăнма тивнĕ.

Парăм ыйтăвне ĕнер правительство комиссийĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă. Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă канашлура "Газпром межрегионгаз Чебоксары" обществăн гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тĕп докладпа тухса калаçнă. Вăл парăмлă районсемпе хуласене асăнса кайнă. Списока Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсем, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисем лекнĕ. Вĕсен ертÿçисене газ укçишĕн вăхăтра тÿлемеллине черетлĕ хутчен аса илтернĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать