Хура рак чирĕнчен

30 Мар, 2017

Юлашки çулсенче пирĕн тă­­­­­­­рăхри сад-пахчара хура рак чирĕ сарăлни палăрать. Вăл ытларах ул­муççисене аптратать, грушăсен те тĕл пулать. Хура рак йывăçсен хăрушă чирĕсенчен пĕри, вăйлă аталансан вулă йăлтах сиенленет, йывăç 2-4 çул хушшинче хăрса ларать.

Рак вăйсăрланнă йывăçсене çăмăллăнах ерет. Сада пăхманни, агротехника ĕçĕсене пурнăçламанни чире аталанма май парать. Рак — кăмпа чирĕ. Унăн спорисем йывăçăн сиенленнĕ тĕлĕсене лексе аталанма пуçлаççĕ. Çуркунне хĕвелпе пиçсе кайнă е шăнса çурăлнă тĕлсене тупса палăртмалла, вĕсене сиплемелле.

Кăмпа спори хавшанă вулă çине лексе аталаннăçемĕн çав тĕл хуралма пуçлать. Хăрăм ларнă пек курăнать. Тин çеç пуçланнă чире сиплеме çăмăлрах. Вулла «хăрăмран» тасатмалла, сиплĕ шĕвекпе çуса илмелле. Тасатмашкăн кил-çуртра усă куракан алă айĕнчи хатĕрсемех юрăхлă.

  •  Япала çумалли порошока шывра ирĕлтермелле те чирлĕ вырăнсене çумалла.
  •  Марганцовкăн шупка шĕвекĕ те лайăх пулăшать.
  •  Пĕр апат кашăкĕ апат содине пĕр литр шыва ямалла, унта çур чей кашăкĕ йод хушмала та йывăç суранне çумалла.
  •  Формалин, пăхăр купоросĕ, «Хом» препаратсем те витĕмлĕ йывăç ракĕпе кĕрешме.

Хура «тусанран» тасатнă йывăçа малашне сăнасах тăмалла.

Чир пуррине пĕлсен сада тимлесех тасатмалла. Çуркунне мĕнпур йывăç-тĕме пăхăр купоросĕн 2%-лă хутăшĕпе пĕрĕхмелле.

Сиенленнĕ йывăçа сиплемелле. Рак аталаннă тĕлте вулă мăкăрăлма пуçлать, тĕксĕмленет, хуралма тытăнать. Чир сарăлнă чикĕрен 0,5 мм тухса çивчĕ çĕçĕпе вулла хырса илмелле, тасатнă тĕле пăхăр купоросĕн шĕвекĕпе йĕпетмелле, типнĕ хыççăн çуллă сăрăпа сăрласа хÿтĕлемелле. Чирлĕ вулăллă йывăçăн çулçинче те, çимĕçĕнче те чир паллисем пулаççĕ: панулми хуралса типет, çулçăсем хăмăрланса тăкăнаççĕ.

Рак чирĕн паллиллĕ туратсене, типсе хăрнă çимĕçсене пуçтарса çунтармалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.