Типĕтнĕ улма-çырламĕншĕн тăтăш ывăнатпăр?

29 Мар, 2017

Типĕтнĕ улма-çырлара витминсемпе минералсем чĕрринче пурринчен те ытларах. Вăл чĕрешĕн, пуç мимишĕн, нерв тытăмĕшĕн, мышцăсемшĕн усăллă.

Курага. 5 çимĕçре калипе тимĕрĕн талăкри виçи, В ушкăнри витаминсем, пектин, каротин, аскорбин, панулми, лимон, эрех йÿçекĕсем пур. Анчах çакăн чухлĕ чĕрĕ абрикос 50 грамм таять, унра 12 килокалори. Пĕр курага 10 грама яхăн таять пулсан калорийĕ вара пилĕк абрикосри чухлех. Илемлĕ курăнмалла тирпейленĕ янкăр хĕрлĕ-сарă курага сывлăхшăн сиенлĕ. Çимĕç мĕн чухлĕ тĕксĕмрех, илемсĕртерех курăнать — çавăн чухлĕ усăллăрах тата хăрушсăртарах. Шăмăллă урюк туянсан тата лайăхрах.

Хура слива /чернослив/. Вăл кофе тĕслĕрех пулни ăна типĕтиччен вĕрекен шывпа пăшăхласа илнине тата унра витамин сахаллине пĕлтерет. Çакна дезинфекцилес, управ вăхăтне тăсас тĕллевпе тăваççĕ. Вĕрекен шыва вара каустик сода шĕвекне хушаççĕ. Çакăн пек тирпейленĕ хыççăн хура сливăна хăмăр тĕс кĕрет, усăллăхĕ чакать, тути йÿçекленет. Тĕксĕм сăрă, антрацит тĕслине те туянмалла мар — ăна глицеринпа усă курса тирпейленĕ. Йăлтăртатман хура слива суйлăр. Пахалăхне çапла тĕрĕслеме пулать: йĕпетмелле те çур сехетрен сăнаса пăхмалла. Пахи вырăн-вырăнпа шуралать, мĕн те пулин хушса тирпейлени вара — çук. Чăн-чăн хура слива йăлтăртатман хура тĕслĕ, йÿçек мар, кăшт кăна йÿçĕрех пылак тутăллă пулать.

Иçĕм /изюм/. Пĕр ывăç иçĕмре — 400 килокалори, бор, марганец, кали, В ушкăнри витаминсем, тимĕр нумай. Паха иçĕмĕн яланах çакки пур, ку çырлана асăрханса тирпейленине палăртать. Çутă мĕнпур иçĕме кÿкĕртпе усă курса хатĕрлеççĕ. Çавăнпа вăл ислетсе лартнă тата лайăх çунă хыççăн кăна юрăхлă. Тĕксĕм тĕслĕ иçĕме пÿрнесемпе сăтăрса пăхмалла — сăрлани тÿрех палăрать. Симĕс тата хура иçĕм çырли типĕтнĕ хыççăн тĕксĕмленеççĕ. Тирпейленĕ чухне сиенлĕ кÿкĕртпе, сульфитпа, сорбин йÿçекĕпе усă курсан вăл çуталать, витĕр курăнакан пулать. Паха иçĕм хăмăр, çутă-хăмăр тĕслĕ, йăлтăркка мар, пĕрĕнчĕкрех. Ытла хытă е ытла çемçе, е ылтăн тĕслĕрех иçĕм ан туянăр.

Инжир. Йăлтăркка мар, сăрă, сарăрах е çутă хăмăртарах тĕслине суйламалла. Ку ăна кÿкĕртпе тирпейлеменнине пĕлтерет. Йăлтăркка, янтарь тĕслине вара кÿкĕртпе усă курса хатĕрленĕ.

Финик. Этем финикпа кăна апатланса та темиçе уйăх пурăнма пултарать. Организм çак тĕслĕхре те витаминсемпе минралсемсĕр юлмасть. Ытла нÿрĕ е типĕ, йăлтăркка, сахăрланса ларнă, хуппи сийленекен çимĕç туянмалла мар. Унра сиенлĕ кăмăска пулма пултарать. Мĕнле тирпейленипе, йышĕпе, управ мелĕпе тимлĕ пулăр. Курупки çине управ вăхăчĕ 6 уйăхран ытла марри тата хурт-кăпшанкă лекмен вырăна хумалли çинчен асăрхаттарса çырнă, финикĕ тĕксĕмрех тĕслĕ, ытлашши йăлтăртатмасть пулсан туянма та юрать.

Сăмах май, вырăнти типĕ улма-çырла /панулмирен, грушăран/ чикĕ леш енчен илсе килнисенчен чылай усăллăрах. Вăл пектинпа, В ушкăнри витаминсемпе, С витаминпа пуян.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.