Ветерансен хваттерĕсене юсаççĕ

29 Мар, 2017

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе кăçал 72 çул çитет. Çĕнтерÿ кунне сумлă ирттересси — республика ертÿлĕхĕн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче. Ĕç ушкăнĕ уяв концепцийĕпе çыхăннă ыйтусене Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă ларура пăхса тухрĕ.

Вун-вун мероприяти иртĕ

Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра вăрçа хутшăннисем тата инвалидсем 957 çын, тăлăха юлнă 4,5 пин салтак арăмĕ, Ленинград блокадине лекнисем, «вăрçă ачисем» 18,5 пин çын пурăнать. ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — патшалăх кашнине социаллă пулăшу парать. Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне те вĕсем тимлĕхсĕр юлмĕç. Ветерансем ЧР Пуçлăхĕн, РФ Президенчĕн саламĕсене йышăнĕç, парнесем илĕç. Тухса çÿрейменнисем патне килĕрен çÿресе саламлама палăртнă.

Республикăри вĕрентÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче Çĕнтерÿ кунне халалланă вун-вун мероприяти иртĕ. Ку ĕç-хĕле Вĕрентÿ тата Культура министерствисем йĕркелесе пырĕç. ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов пĕлтернĕ тăрăх — ведомство иртнĕ çулсенче пысăк шайра иртнĕ проектсене чĕртсе тăратассине, унта халăха тата ытларах явăçтарассине тĕп тĕллевсен шутне кĕртнĕ. Кунсăр пуçне çĕнĕ акцисемпе мероприятисем те йĕркелеме палăртнă. «Тĕп мероприятисем çу уйăхĕн 5-12-мĕшĕсенче иртĕç. Вĕсен шутĕнче «Çĕнтерÿ вальсне», «Вилĕмсĕр полка», ыттисене палăртмалла», — терĕ Вячеслав Оринов.

Шкулсемпе гимназисенче, лицейсемпе садиксенче патриотизм воспитанийĕн уйăхлăхĕ пуçланнă ĕнтĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов çитес вăхăтра кадетсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕн тупăшăвĕ, кадетсен балĕ пуласси, унта вăрçă ветеранĕсене йыхравласси, республикăри 100 ача Сызраньти авиаци çар училищипе паллашма каясси çинчен пĕлтерчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енре волонтерсен юхăмне вăйлатма йышăннă. Вĕсене «Георгий хăйăвĕ», «Çĕнтерÿ сиренĕ» акцисене, ытти акцие хастар хутшăнтарассине палăртрĕ Сергей Кудряшов.

Шупашкар сăн-сăпачĕ Çĕнтерÿ уявне паллă тунă кунсенче палăрмаллах улшăнса капăрланĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева хулана хăтлăх кĕртес, палăксемпе Астăвăм вырăнĕсене тасатса тирпейлес енĕпе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех тĕп хулара Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă тĕрлĕ баннер, инсталляци, Хĕрлĕ тÿремре сцена комплексне вырнаçтарма палăртнă. «Çу уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче 200 ытла мероприяти йĕркелеме йышăннă. Велочупăва кăçал — 2 пин ытла, «Вилĕмсĕр полка» 25 пине яхăн çын хутшăнасса кĕтетпĕр. Пĕлтĕрхи пекех «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра Шупашкарта пурăнакансем тата тĕп хула хăнисем пĕрле юрлама пултарĕç. Çĕнĕлĕхсен шутĕнче кадетсен балне палăртса хăвармалла. Вăл Хĕрлĕ тÿремре иртĕ. Унта республикăри 400 ытла кадет хутшăнĕ. Уява çирĕпленнĕ йĕркепе Çĕнтерÿ салючĕ вĕçлĕ», — терĕ Алла Салаева.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕршывăн çар хăвачĕпе паллашасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та парада Шупашкарти çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ хутшăнĕ. Çавăн пекех вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи çулсенчи, хальхи йышши, Чăваш Енре туса кăларакан çар техникине курса мăнаçланма май килĕ. Çав кунах тÿперен вунă парашютист вĕçсе анассине те пĕлтерчĕ республикăн çар комиссарĕн çумĕ Александр Исаев.

Никам та тимлĕхсĕр юлмĕ

Çĕнтерÿ кунĕ уяв çеç мар, вăл ветерансен сывлăхне, канлĕхне тата хăтлăхне упрамалли çинчен систерсе асăрхаттаракан пулăм та. Çакна шута илсе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви ветерансене, тăлăх арăмсене, «вăрçă ачисене» çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен диспансеризаци витĕр кăларма палăртнă. «Паян кашни пиллĕкмĕш ветерана çын пулăшăвĕ кирлĕ. Вырăнпа выртакансем патне килĕрен çÿрĕпĕр. Диспансеризаци кăтартăвĕсене тĕпе хурса кашнин валли уйрăм сиплев çирĕплетĕпĕр», — терĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева.

Вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, вĕсен çемйисене патшалăх паракан пысăк тепĕр пулăшу — пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни. Ку таранччен çак тĕллевпе бюджетран 5 миллиард ытла тенкĕ тăкакланă. Çавна май пилĕк пин ытла çын хăтлă çуртсемпе хваттерсене куçнă. ЧР строительство министрĕн çумĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх — черетре тата 102 çын. Кăçал 99 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Ку укçа 87 çынна пулăшма çитмелле.

Тĕп хула ертÿлĕхĕ вара хăйнеевĕрлĕ пулăшу меслечĕ тупнă: вăл ветерансене хваттерĕсене юсаса парать. Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх — кăçал тĕп хулари виçĕ районтан 19 заявка йышăннă. Иван Моторин премьер-министр ку меслетпе ытти муниципалитетра та анлăрах усă курма сĕнчĕ. «Вĕсенче те хваттерĕсене юсаса çĕнетме ыйтакан сахал мар. Çакна шута илесчĕ», — терĕ вăл лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.