Шкулта пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ кирлех

28 Мар, 2017

Саккун кăларакансем Шупашкарта тĕл пулса канашларĕç

ФАОри субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕн ларăвĕсенче парламентарисем яланах çивĕч ыйтусене пăхса тухаççĕ, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли çул-йĕре тишкереççĕ. Шупашкарта иртнĕ эрнекун йĕркеленĕ ларура та вĕсем регионсем хăш пуçарусемпе федераци шайне тухма пултарнине сÿтсе яврĕç.

Юхăмсем вăй илеççĕ

«Ассоциаци тĕллевĕ – пĕрлехи право хутлăхне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса парасси тата лайăх йышăнусем тăвасси, вĕсем субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсене хăйсен полномочийĕсене пурнăçлама пулăшĕç», — терĕ Раççей Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко. Вăл кăçалхи тĕп тĕллевсен шутне граждансене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе, коррупципе кĕрешессипе, агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе, коммерцилле мар организацисене хавхалантарассипе çыхăннă саккунсене лайăхлатассине кĕртрĕ.

Патриотизм воспитанийĕ тенĕрен, вăл ассоциаци ларăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. «Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин патриотизма Раççейĕн наци идейи тесе палăртрĕ. Тăван çĕршыва юратни пире пĕрлештерет, аслă çĕршывăмăра никам çĕнейми тăвать. Эпир хамăрăн йăла-йĕркепе, кăмăл-сипет тата чун пуянлăхĕсемпе вăйлă», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл республикăри «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене 1968 çултанпа ирттерме пачах чарăнманнине пĕлтерчĕ. Чăваш Ен ку енĕпе ыттисене чăнласах та ырă тĕслĕх кăтартма пултарать. Регионта çавăн пекех кадетсен тата шырав юхăмĕсем вăй илсе пыраççĕ. Михаил Игнатьев ĕç ăнăçлăхĕн кăтартăвĕсенчен пĕри призывпа тата яшсене çара ăсатассипе çыхăннă плана кашни çулах туллин пурнăçлани пулнине палăртрĕ.

Граждансене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе норма-право тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрасси пирки РФ Президенчĕн ФАОри полпречĕн заместителĕ Игорь Паньшин доклад турĕ. Вăл ку енĕпе округра пурнăçлакан пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем — «КаДетство», «Зарница Поволжья», «Гвардеец», «Çĕнтерÿ», «Никам та манăçман» — çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе федераци тата регионсен ĕç тăвакан влаç органĕсем, чи малтанах РФ Оборона, Шалти ĕçсен тата Чрезвычайлă лару-тăру министерствисем, çавăн пекех общество организацийĕсем тачă çыхăнса ĕçленине асăнчĕ. Ларура пуçламăш çар хатĕрленĕвне шкул программине тавăрассипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç. «Пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ — вĕренÿ дисциплини çеç мар, вăл — çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ», — çак шухăш патне пырса тухрĕç парламентарисем.

Экологи çулталăкĕнче — хытă каяшсем пирки

Производство каяшĕсен çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсемпе усă курасси тата асăннă тытăмри йывăрлăхсем, вĕсене татса памалли çулсем пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов каласа кăтартрĕ. Вăл Чăваш Енре коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн территорири схемине çирĕплетнине, ку енĕпе ĕçлекен регион операторне суйламашкăн конкурс ирттерме хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Республикăра коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли 24 объект пур, вĕсенчен 12-шне патшалăх реестрне кĕртнĕ.

Паянхи кун Чăваш Ен Раççейри экологи тĕлĕшĕнчен чи тăнăçлă пилĕк субъект йышне кĕрет. Кунта патшалăх тата бизнес тачă çыхăнса ĕçленĕрен каяшсене тирпейлекен, утилизацилекен инновациллĕ комплекслă тытăм туса хунă. 2016 çулта йăлари хытă каяшсен хальхи йышши полигонĕн строительствин пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ. Спикер Питтукассинчи свалкăна рекультивацилени /ку проекта «Таса çĕршыв» наци проектне кĕртнĕ/ 30 ытла гектар çĕре хуçалăх çаврăнăшне кĕртме пулăшнине пĕлтерчĕ.

Валерий Филимонов йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăчĕ, сăмах май, вĕсем пур региона та пырса тивеççĕ. Тĕслĕхрен, коммуналлă хытă каяшсене пухнăшăн тата турттарса тухнăшăн тарифсене патшалăх йĕркелесе тăмасть, çавна май ку ĕçе пурнăçлакан организацисем тÿлев виçине хăйсемех палăртаççĕ. Унсăр пуçне саккунсенче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем каяшсене пухассипе, турттарса тухассипе, тирпейлессипе, утилизацилессипе çыхăннă ĕç-хĕле мĕнле хутшăнассине пайăррăн палăртман. Вĕсем экологи право йĕркине пăснă самантсем ан пулччăр тесе тĕрĕслев-надзор мероприятийĕсене те хутшăнаймаççĕ. «Çавăнпа норма-право акчĕсене улшăнусем кĕртмеллех», — пĕтĕмлетрĕç парламентарисем.

Пермь крайĕн Саккун кăларакан Пухăвĕн Председателĕ Валерий Сухих медицина каяшĕсемпе усă курмалли саккунсенчи çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен калаçрĕ. Регионта çакнашкал каяшсем çулсеренех 300 пин тоннăна яхăн пухăнаççĕ, çав шутран ытларах пайĕ — хăрушлăх кăларса тăратаканнисем. Çав хушăрах медицина каяшĕсене утилизацилекен организацисене лицензипе тивĕçтерессине федераци шайĕнче татса паман-ха. Ку ыйтăва Ассоциаци РФ Патшалăх Думине çитересшĕн.

Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç, çав шутрах — федерацин обязательнăй медицина страхованийĕ пирки калакан саккунне улшăнусем кĕртессине те. Ассоциацин кăçалхи ĕç планне те çирĕплетрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.