Тамара ПЕТРОВА: Пуля халь-халь пырса лекессĕн туйăнатчĕ

28 Мар, 2017

Мĕнле пурăнать Афганистан вăрçине хутшăннă медсестра?

Тăван çĕршыв хушнипе вăл Афганистан çĕрĕнче аманнă салтаксене икĕ çул ытла сипленĕ. Унтан таврăннăранпа нумай çул иртнĕ. Апла пулин те халĕ те чун-чĕринче патриотизм туйăмĕ тапса тăрать. Паян вăл çитĕнекен ăрăва тăван çĕре-шыва юратма вĕрентес ĕçе тÿпе хывать.

Çунатлă ĕмĕт çапăçу хирне çитернĕ

Тамара Петрова, пысăк çемьери сакăр ачаран çиччĕмĕш хĕр, пĕчĕк чухнех çар çынни — тĕрĕсрех, летчик — пулма ĕмĕтленнĕ. Канашри медучилищĕне вĕренме кĕрсен вăл ку ыйтупа çар комиссариатне те кайнă. Анчах ун чухне пакунлисем çамрăкпа нумай калаçман, ăнăçлă вĕренсе алла професси илме ырă сунса ăсатса янă. Вăхăт иртнĕ май çунатлă шухăш сĕвĕрĕлет тенĕ-ши?

Çук, ачалăхри ĕмĕт ирхи тĕтре пек сирĕлсе çухалман, Тамара Степановнăна Польша çĕрне илсе çитернĕ. Ют çĕршывра вăл хĕрарăмсен госпиталĕнче виçĕ çул ĕçленĕ, совет офицерĕсен мăшăрĕсене çăмăлланма пулăшнă, ачисене тĕрлĕ чиртен сипленĕ. Унтан таврăнсан Венгрие /унта Совет çарĕн кăнтăр ушкăнĕ тăнă/ кайма шут тытнă, документсем хатĕрленĕ…

— 1980 çулхи пуш уйăхĕнче тухса каймаллаччĕ. Анчах кăрлач уйăхĕнче мана чĕнсе илчĕç. «Каятăр-и?» — теççĕ. Ăçта каяссине каламарĕç пулин те тÿрех ăнлантăм. Мĕн тумалла? Каймасан хăрать теме пултараççĕ. Апла шухăшларăм, капла… Килĕшрĕм вара, — пĕр еннелле палăртнă çул тепĕр енне çаврăннин сăлтавне уçăмлатнă май пĕлтерчĕ Тамара Степановна. — Ун чухне Шупашкарти электроаппарат завочĕн медсанчаçĕнче ĕçлеттĕм. Тухтăрсем, медсестрасем паттăра хисепленĕ пекех ăсатса ячĕç. Алшăллисем вĕçтерсе, юрласа… Вăрçа каятăп вĕт.

Ун чухне Чăваш Енрен тĕрлĕ спе­циальноçлă вунă хĕр тухса кайнă. Пĕрремĕшсем вĕсем. Ăçта каяççĕ? Мĕн кĕтет вĕсене унта? Нимĕн те паллă мар. Аякри питĕ чухăн çĕршывра вĕсене никам та кĕтменни çинчен çеç пĕлнĕ вĕсем. Умра — инçе те хăрушă çул. Палăртнă вырăна çитиччен пĕр уйăха яхăн вăхăт иртнĕ. Малтан Куйбышевра вĕреннĕ, унтан пуйăспа çула тухнă. Афганистанра вара чукун çул çук, малалла кайма автомашинăсене куçса ларнă.

— Кушкăран Кабула бетон сарнă çул илсе каять. Ăна Хрущев вăхăтĕнче тунă тетчĕç. Чи хăрушши — ту çулĕсемпе иртсе каясси. Пĕр енче — тарăн çырма, тепĕр енче — тусем. Душмансем колоннăри пĕрремĕш тата юлашки машинăна сирпĕтеççĕ. Ниçта та каяймастăн умра тата хыçра çуннă чухне, — хăрушă кунсене аса илчĕ Тамара Степановна. — Çĕр каçма Герат хули çывăхĕнче чарăнтăмăр. Каçхине пеме пуçларĕç. Те хамăрăн, те тăшманăн пульлисем вĕçеççĕ? Нимĕн те пĕлместпĕр. Çак самантра пирĕншĕн вăрçă пуçланнине ăнлантăмăр.

Ушкăн Шинтанд хули çывăхĕнчи пушхире — халăхра Вилĕм айлăмĕ ят панă вырăна — çитсе чарăннă. Йĕри-тавра тусем, тусем… Типĕ, ниçта шыв çук… Пĕртен-пĕр ÿсентăран — тĕве курăкĕ — ÿсет… Çĕр тăрăх тăсăлса выртакан пралуксем тăрăх генератор электричество панă, вут чĕртсе таçтан турттарса килнĕ шыва ăшăтнă… Совет çарĕн куçса çÿрекен госпиталĕ те малтанхи вăхăтра палаткăсенче вырнаçнă. Терапи уйрăмĕ те, хирурги уйрăмĕ те, аманнисене йышăнакан уйрăм та, ытти те… Çулталăка яхăн çакнашкал условисенче пурăннă, ĕçленĕ. Малтанхисен йышĕнче Афганистан халăхне пулăшма пынисене пачах та çăмăл пулман.

— Чăтма çук шăрăх тата. Сывлăш температури сулхăнра та 40-50 градуса çитет. Вĕçĕмсĕр шыв ĕçес килет. Икшер кун хăйăр-чула айăн-çийĕн çавăрттарса питĕ вăйлă çил вĕрет. Пире, Атăл тăрăхĕнчен пынисене, кунашкал çанталăка чăтма уйрăмах йывăрччĕ, — малалла калаçрĕ вăрçă нуши-тертне чăтса ирттерме тÿсĕм çитернĕ хĕрарăм. — Кайран, блок çуртсем лартса панă хыççăн, пурнăç условийĕсем лайăхланчĕç.

…Госпитале хута янă хыç­çăн икĕ эрнерен аманнисене илсе килме пуçланă. Йывăр суранланнисене пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн Совет Союзне ăсатнă. Тепĕр чухне 200 вырăнлă шутланакан госпитальте сипленекенсен шучĕ 900 çынран та иртнĕ. Çавăн чухлĕ йыш валли апат-çимĕç те çитмен, услови те пулман. Выçă ларни те сахал мар пулнă. Çапах нăйкăшман, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса пурнăçланă.

 

ШУХĂШ

Лариса ЕГОРОВА, Чăваш Республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ:

— Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар теççĕ. Анчах пĕр вăрçă та черченкĕ хĕрарăм хутшăнмасăр иртмен. Мĕн чухлĕ медсестра, связист, повар, ыттисем тăшманпа çапăçса паттăрлăх, чăтăмлăх, хăюлăх кăтартнă. Хĕрарăм — анне, арăм, йăмăк, аппа, юратнă çын… Йывăр вăхăтра вырăнлă сăмах тупма пĕлет. Аманнă салтакшăн ăшă сăмах илтни, çепĕç алă ăшшине туйни эмелрен те паха, пурнăçшăн кĕрешме хăват паракан вăй. Кун пеккине госпитальсем тăрăх çÿресе хам та сахал мар курнă. Вилĕме çĕнтерессишĕн талпăнакан каччăсем патне çывхарсан куçĕсем савăнăçпа йăлтлатса илетчĕç, сăн-пичĕ ăшă кулăпа çуталса каятчĕ. Çав самантра  вĕсем кĕлетке-çурăм ыратни çинчен те манатчĕç ахăр.

— Аманнисем нумай килнĕ чухне смена вĕçленнине те пăхса тăман, часрах пулăшма чупнă. Пирĕнтен инçе мар аэродром вырнаçнăччĕ. Суранланнă салтаксене илме унта темиçе хутчен те кайнă. Унтан та кунтан переççĕ, пуля халь-халь сана пырса лекессĕн туйăнать. Хăраман, çамрăк та шухă пулнă çав, — хăрушă самантсене куç умне кăларчĕ Тамара Степановна.

Пульăсем çеç мар, вырăнти çынсем те совет салтакĕсемшĕн хăрушă пулнă. Кăнтăрла вĕсем матик тытса хирте ĕçленĕ пулсан каçхине алла пăшал тытса вăрçа кайнă. Шыва наркăмăшласран та сыхланă, шыв илмелли вырăнсенче совет салтакĕсем хурал тăнă. Кабулта тата ытти хулара совет çыннисем пĕччен çÿреме шикленнĕ: вĕсене вĕлерес е тыткăна илес хăрушлăх пысăк пулнă.

Суд урлă ĕнентерме тиврĕ

Телее, Шупашкартан пĕр­ремĕшсен шутĕнче Афганистана кайнă вунă хĕр те Тăван çĕршыва ырă-сывă таврăннă. Тамара Петрова ют çĕршывран Елена Федотова хĕр-тусĕпе пĕр кунра тухса килнĕ.

— Питĕ пысăк самолетпа иккĕнех Ташкента çити вĕçсе килтĕмĕр, граждан авиацийĕн аэродромне анса лартăмăр. Питĕ тĕплĕ тĕрĕслерĕç пире. Совет Союзне çав çулсенче унтан наркотик нумай килнĕ çав, — калаçрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Пире Афганистана янин усси пулни пирки иккĕленместĕп. Унта пирĕн çарсем 10 çул тăни Совет Союзĕшĕн хÿтлĕх пулнă.

Паллах, кашни салтак, çак шутра медсестрасем те, интернационал тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Анчах патшалăх чылай вăхăт Афганистанра хĕрарăмсем те службăра тăнине пытарнă, вĕсем кашни самантра вилĕмпе куçа-куçăн тăрса совет салтакĕсен пурнăçĕшĕн кĕрешнине шута илесшĕн пулман.

— Кам янă унта сире? Кама кирлĕ эсир? Çакнашкал сăмахсене час-часах илтме тиветчĕ, — ассăн сывларĕ Тамара Степановна. — Юлашки çулсенче çĕршыв ертÿлĕхĕн çĕнĕ политики çав шухăш-кăмăла улăштарчĕ. Çапах та хăй вăхăтĕнче икĕ çул пульăсен айĕнче ĕçленине суд урлă ĕнентерме тиврĕ.

Самана улшăнсах пырать. Паян, телее, ырă улшăнусем ытларах пулаççĕ, чылай пулăма тĕрĕс хак парасси вăй илсе пырать. Афганистанра пулнисене темиçе çул каялла хисеплесех кайман тăк паян вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре тĕп сыпăксенчен пĕри пулса тăраççĕ. Вĕрентÿ заведенийĕсенче, аслă шкулсенче иртекен мероприятисене час-часах хутшăнаççĕ, çĕршыв хăватне çĕклессипе çыхăннă пархатарлă ытти ĕçе пурнăçлаççĕ.

— Пурнăçĕ çавнашкал çаврăнса çитрĕ. Раççее йĕри-тавра «хура пĕлĕтсем» хупăрласа илчĕç. Çар тата флот — шанчăклă туссем, вĕсем кăна пире хÿтĕлеме пултараççĕ. Çамрăксене çĕршыв историне хисеплеме вĕрентмесен, тăван çĕре-шыва юратма пĕчĕкрен хăнăхтармасан пире кам çăлса хăварайĕ? — çакă Тамара Степановна хăйĕн ирĕкĕпе патриотизм воспитанийĕн ĕçне кÿлĕннин сăлтавĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.

Ветеран шухăшĕпе — хĕрсен те каччăсенчен юлмалла мар, вĕсен те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кар! тăмалла. Хăй те вăл Çĕршыв-анне хушсан, чĕнсен паян тесен паян пĕр иккĕленмесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайма хатĕр.

— Историе аса илĕр-ха: кашни вăрçах хĕрарăмсем хутшăннă. Патша арăмĕсем те ыркăмăллăх сестрисем пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, каярахри çулсенче унта та кунта сиксе тухнă «хĕрÿ вырăнсенче» тата мĕн чухлĕ паттăр хĕрарăм тăшманпа çапăçнă! — мăнаçланса сăмах вакларĕ Тамара Степановна. — Анчах пире вăрçă кирлĕ мар. Тăнăç пурнăç хуçалантăр. Килĕшÿпе туслăхра пурăнасчĕ. Çумра яланах ырă та шанчăклă çынсем пулччăр.

Унăн пурнăçĕнче вара яланах çавăн пек çынсем пулнă, ăна ĕçпе те, сăмахпа та пулăшса пынă. Медучилище хыççăн Выла Пасар тăрăхне ĕçлеме ярсан унти фельдшер, колхоз председателĕ, ыттисем уншăн шанчăклă туссем пулса тăнă… Афганистанра та паттăр çынсемпе юнашар тăнă… Вăрçăран таврăнсан Тамара Степановна каллех медицина ĕçне кÿлĕннĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех сывлăх хуралĕнче тăнă. Ĕçтешĕсем пирки те ыррине кăна калать. Халĕ Раççейри ветерансен союзĕн Чăваш Енри общество организацийĕнче медицина комитетне ертсе пырать, ветерансен ватлăхĕпе канлĕхне сывă тăвассишĕн тăрăшать. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕç-хĕле пурнăçлама та Тамара Степановнăна ырă та шанчăклă юлташĕсем Геннадий Прохоров, Родион Васильев, Иван Адюкин, Михаил Ванюшин, Александр Яковлев тата ыттисем пулăшса пыраççĕ. Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр тенине çирĕплетни мар-и-ха çакă?

Комментарии

Подскажите, пожалуйста, где можно прочитать на русском языке.
К сожалению, чувашским владеют не все россияне, а переводчика найти сложно.

С уважением, Смолина А.Н.

Доброго вам времени! Газетные материалы, к сожалению, не дублируются на русском. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.