Пурăннă чухне усă курнă япаласемпех пытарнă

28 Мар, 2017

Чÿлмекпе апат та лартса панă

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ пресс-конференцире археологсем 2016 çулта йĕркеленĕ шырав ĕçĕсемпе, кăçал пурнăçа кĕртмелли тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

«Чăваш Республикин археологи картти»

Çакăн пек пысăк ĕç /вăл 3 томпа пичетленнĕ/ хатĕрлесе кăларнă археологсем. Унта археологи палăкĕсене /çав вăхăтрах Раççейре ниçта палăртманнисене те/, таврапĕлÿçĕ историксен тĕпчевĕсене, халăх авал пурăннă вырăнсене, археологи сведенийĕсене кĕртнĕ. Истори наукисен кандидачĕ Наталия Березина археолог пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак ĕçе Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратнă.

«Ку карттăн историйĕ вăрăм. Ăна кăларма 1870 çултах малтанхи утăмсене тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Куçма Элле этнограф, историк чăвашсен аваллăхĕ пирки кĕнеке кун çути кăтартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче Чăваш Республикин археологи карттине хатĕрленĕ. 2013-2016 çулсенче пичетленнĕ «Чăваш Республикин археологи картти» те пĕтĕмлетÿллĕ юлашки ĕç мар. Шел, ăна кăларнă чухне эпир Санкт-Петербургри ĕçсемпе усă кураймарăмăр. Ку кĕнеке тухнă хыççăн та археологи палăкĕсене тупнă. Çапла вара ĕç кĕнеке кăларнипе вĕçленмен, малалла пырать. Ку кĕнеке ученăйсем валли кăна мар. Эпир ăна илемлĕ кăларма, ÿкерчĕксемпе пуянлатма тăрăшрăмăр. Вăл студентсемшĕн те, ахаль вулаканшăн та интереслĕ пулассăн туйăнать», — палăртрĕ наукăн аслă сотрудникĕ Евгений Михайлов археолог.

Авалхи масар

2016 çулта Чăваш археологи экспедицийĕ Атăл леш енчи мезолит тăпхăрĕнчи Мукшум стоянкинче, Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çывăхĕнчи II-III ĕмĕрсенчи масарта, Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли çывăхĕнчи XIV-XV ĕмĕрсенче халăх пурăннă вырăнта ĕçленĕ. Çавăн пекех çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Çĕрпÿ, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенче ятарлă разведка экспедицийĕсем ирттернĕ. «Сакăр пин çул каялла çынсем мĕнле йĕркепе пурăннă? Мĕн çинĕ? Мукшумра ирттернĕ тĕпчевре эпир çак ыйтусен хуравне шырарăмăр. Пирĕнпе ку ĕçе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн студенчĕсем те хутшăнчĕç. Чул ĕмĕрте çынсем ытларах сунара, пулла çÿренĕ. Вăрман çимĕçне çисе тăранса пурăннă. Экспедицире чултан тунă сунар хатĕр-хĕтĕрне, тĕрлĕ йышши пуртă, кил-тĕрĕшри ĕç хатĕрĕсене тупрăмăр. Çав вăхăтра халăх мĕнле çуртра пурăннине тĕпчесе палăртрăмăр», — пĕлтерчĕ Наталия Степановна.

Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çывăхĕнчи авалхи масар та археологсене кăсăклантарнă. Хальлĕхе вĕсем 63 вилтăприне тĕпченĕ. Сăмах май, кунта каярахри тапхăрти чăваш Киремечĕ те пур-мĕн. Археологсем, паллах, ăна та тĕпчеççĕ.

«Авалхи çак масар питĕ хăйнеевĕр. Кунта ирçесен культурине тĕпчеме пулать. Пĕлтĕр 17 вилтăприне чавса кăларса тишкертĕмĕр. Хăшĕсем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Калăпăр, 6 метр тăршшĕ, 2 метр çурă сарлакăш, 2 метр тарăнăш. Ку масарта темшĕн арçынсене сахал пытарнă. Хĕрарăмсемпе ачасен вилтăприйĕ ытларах. Нумай тĕне ĕненекенсем пулнă вĕсем. Çынсене пурăннă чухне усă курнă япалисемпе, ĕç хатĕрĕсемпе, савăт-сапипе, капăрчăкĕсемпе пытарнă. Ухă, тĕрлĕ çĕçĕ... Мĕн кăна çук унта. Чÿлмексемпе апатне те лартса панă. Пуçа тăхăнмалли илемчĕксем те, тĕкĕрсем те /вĕсене аякри Рим мастерскойĕсенче хатĕрлени паллă, апла тăк вĕсен çыхăну пулнă/, антика пурнăçĕнчи 700-800 яхăн шăрçа, мăй çыххисем чавса кăлартăмăр. Вилесене хальхи пек тупăка хуман, çăка хуппипе чĕркесе пытарнă. Çынна юлашки çула мĕнле апат пĕçерсе парса янă? Кăна пирĕн тĕпчемелле-ха. Кăçал шырав ĕçĕсене малалла тăсасшăн. Ĕçĕ кунта тепĕр 5 çула та çитет», — каласа кăтартрĕ истори наукисен кандидачĕ Николай Мясников археолог.

Каçал тăрăхĕнчи Тăманлă Выçли çывăхĕнче археологсем шырав ĕçĕсем ирттерме 140 тăваткал метра чавнă. Ял çумĕнчи юханшывăн тепĕр енче масар пулнине ялти ватă çынсем астăваççĕ. Кунта 4,5 метр тăршшĕ, 4 метр сарлакăш пĕренерен купаласа тунă çурта чавса кăларнă. Варринче тăмран ăсталанă кăмака пулни паллă. Хура мунчари пек тĕтĕм пÿртех тухнă иккен. Ку вырăнта финн-угор халăхĕ — ирçесемпе çармăссем — пурăнни паллă. Çав вăхăтрах пăлхарсем те пăт-пат пулнă. «Эпир шăпах пăлхарсем хальхи Чăваш Ене куçса килме пуçланă тапхăра тупса палăртасшăнччĕ. Пăлхар, вырăс керамикине чавса кăлартăмăр. Вырăнти халăх ял хуçалăх ĕçĕпе пурăннă. Çавасемпе çурласем тупрăмăр. Тимĕрçĕ лаççи те пулнă-тăр, тимĕртен ăсталанă хатĕр-хĕтĕр чылай. Хĕрарăм капăрчăкĕ нумай», — терĕ Николай Станиславович.

«Киремет вырăнĕсене пĕлетĕр-и эсир?»

Археологсен кăçал çулла пурнăçа кĕртмелли планĕсем пысăк. Вĕсем Çĕрпÿ çывăхĕнчи палеолит тапхăрĕнчи /14 пин çул каялла/ «Шолма» мастерской-стоянкăра /вăл Чăваш Енри чи авалхи археологи палăкĕ шутланать/, Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăсри масарта, Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленинăри «Шолом» хулашра, Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли çывăхĕнчи салара ĕçсене малалла тăсĕç. Тутар Республикинче чăваш халăхĕн этногенезĕпе çыхăннă палăксене тупса палăртас енĕпе ятарлă экспедицисем ирттерĕç.

Наталия Березина пуçтахсем тимĕр шырамалли хатĕрсемпе Киремет вырăнĕсене чавса пĕтерни, ĕлĕкхи укçасене кăларса илсе пасарта вăрттăн сутни пирки те каларĕ. Тÿнтерле çак пулăм иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех пуçланнă. Археологсем Киремет вырăнĕсенче тимĕр укçасен 80 процентне чавса кăларнă. «Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем урлă манăн ял халăхне çакна калас килет: металл шырамалли хатĕрпе çÿрекенсене курсанах полицие пĕлтерĕр. Археологсен ун пек хатĕр çук», — терĕ Наталия Березина. Наци пуянлăхне вăрласа пуяс текенсем Интернетра вăйлă ĕçлеççĕ. «Кивĕ Киремет вырăнĕсене пĕлетĕр-и эсир?» — тесе ыйтаççĕ вĕсем «тусĕсенчен» «Одноклассники» соцсетьре. Кунашкал серепене çакланмалла мар, путсĕрсене Киремет вырăнне кăтартмалла мар. Тĕрĕссипе, Киремет, Улăп тăпри вырăнĕсене карта тытса çавăрсан, çырса çапсан, халăх, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен вĕсене пăхса, сыхласа тăрсан аван пулĕччĕ.

Роза ВЛАСОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.