ХУРĂН ШЫВНЕ КОНСЕРВЛАССИ

22 Мар, 2017

Етĕрне районĕнче пурăнакан З.Григорьевăпа Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Г.Никитина ыйтнипе хурăн шывне хĕл валли консервламалли мелсемпе паллаштаратпăр.

Йӳçĕтнĕ сĕткен

Пĕрремĕш меслет. Тин юхтарнă сĕткене виçĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла, лайăх çуса вĕрекен шывпа пăшăхланă пысăк кĕленчене ямалла, пусма татăкĕпе витмелле е мамăкпа пăкăламалла. 10-15 градус ăшă тăракан пӳлĕме йӳçме лартмалла. 3-4 кунран сĕткен йӳçме пуçлать, кăштах пăтранчăкланать. 2-3 эрнерен йӳçекрех тутăллă уçă шĕвек пулать. Лайăхрах йӳçĕтме кăштах сахăр /1 литр пуçне — 20 грамм/ хушма юрать. Хурăн шывне сивĕ вырăнта упрамалла.

Иккĕмĕш меслет. Сĕткене сăрăхтармалла, сахăрпа лимон йӳçекĕ хушмалла. Вĕреме кĕриччен тата сахăр ирĕлсе пĕтиччен çулăм çинче тытмалла. Унтан лайăх çуса вĕрекен шывпа пăшăхланă кĕленчесене ямалла. Вĕретнĕ пăкăсемпе пăкăламалла, 90 градус вĕри шыва лартса 15 минут пастеризацилемелле. 1 литр сĕткен пуçне — 90 грамм сахăр, 6-7 грамм лимон йӳçекĕ.

Хурăн квасĕ

Пĕрремĕш меслет. Хурăн шывне виçĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла. 30-35 градуса çити ăшăтмалла. Чуста çĕпри хушса 5-10 градус ăшă тăракан пӳлĕме йӳçме лартмалла. 2-3 талăкран квас пулса çитет. 10 литр сĕткен пуçне — 1-1,5 грамм çĕпре.

Иккĕмĕш меслет. Лайăх çуса вĕрекен шывпа пăшăхланă çур литр кĕленчисене тин юхтарнă хурăн шывне сăрăхтарнă хыççăн ямалла. Кашни кĕленчене тулли мар чей кашăкĕ сахăр, сивĕ шывпа çунă 2-3 типĕ иçĕм, кăштах лимон йӳçекĕ хушмалла. Кĕленчесене пăкăламалла та пăкăсене пăралукпа çирĕплетмелле. Йӳçме чарăнсан квас хатĕр.

Хыр лăссипе

Хырăн çулталăкри хунавĕсенчен касса илнĕ чĕрĕ лăсса вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле. Вĕри шывпа çунă хыççăн сивĕ шывпа чӳхемелле. Эмальленĕ кастрюле хумалла.

Тин юхтарнă хурăн шывне марля витĕр сăрăхтармалла, 80 градуса çити вĕрилентермелле, лăсă тултарнă кастрюле хĕрринченех ямалла, 6-8 сехет лартмалла. Унтан сĕткене урăх савăта ярса илмелле, сăрăхтармалла. Сахăрпа лимон йӳçекĕ хушса кĕленчесене ямалла, вĕретнĕ пăкăсемпе пăкăламалла. 90-95 градус вĕри шыва лартса 25 минут пастеризацилемелле. 1 литр сĕткен пуçне — 50 грамм сахăр, 10-20 грамм лимон йӳçекĕ.

Çак рецептпах хурăн сĕткенĕпе пĕтнĕк /мята/ шĕвекĕ хатĕрлеме пулать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.