Инçет Хĕвелтухăçне аталантарма хутшăнар-и?

22 Мар, 2017

Чăваш Республикин Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев тата Инçет Хĕвелтухăçĕнче халăх шутне ÿстерес енĕпе ĕçлекен агентствăн генеральнăй директорĕ Валентин Тимаков пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ турĕç.

Ĕçлев министерстви Чăваш Ен çыннисене ытти регионта ĕç тупса парас тĕлĕшпе унччен те хастар ĕçленĕ. Ку таранччен çĕршыври 15 ытла суб±ектпа килĕшÿ тунă. Малашне ведомство Чăваш Ен гражданĕсене Инçет Хĕвелтухăçĕнчи предприятисене вырнаçма та пулăшĕ.

— Хальхи саманара çынсем ăçта пурăнассине, ăçта ĕçлессине хăйсем суйлама пултараççĕ. Граждансен çĕршыври кирек хăш регионта та ĕçлеме ирĕк пур, — терĕ ЧР ĕçлев министрĕ килĕшÿ Чăваш Ен çыннисем Инçет Хĕвелтухăçĕнче ĕçе вырнаçассине ансатлатма пулăшассине палăртса.

Инçет Хĕвелтухăçĕ — çут çанталăк ресурсĕсемпе пуян тăрăх çеç мар, пĕтĕм çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ырă витĕм кÿме пултаракан регион та. Çакна шута илсе Çĕпĕре тата Инçет Хĕвелтухăçне çĕклесси XXI ĕмĕрти наци приоритечĕ пулса тăни пирки çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Патшалăхăн региона аталантармалли политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — унти предприяти-организацие пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтересси.

— Çитес пилĕк çулта регионта çĕнĕ 80 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă, — терĕ Валентин Тимаков. — Раççей гражданĕсенчен кирек кам та Инçет Хĕвелтухăçне кайса ĕçлеме пултарать. Ку таранччен 4 пин ытла çын ĕçе вырнаçнă. 2017 çулта 11 пине яхăн çынна регионта ĕç тупса пама палăртатпăр.

2016 çулта «Инçет Хĕвелтухăç гектарĕ» саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕршыври кашни çын çав регионта пĕр гектар çĕр лаптăкĕ илме, унта çурт-йĕр çавăрса тĕпленме пултарать. Çакна шута илсе çынсем Инçет Хĕвелтухăçне çемйисемпех тухса каяççĕ. Уйрăмах Мускавран тата Мускав облаçĕнчен куçакан йышлă. Ушкăнпа пыракан та нумай. Вĕсем пĕр çĕререх вырнаçма тăрăшаççĕ, ял-поселок никĕслеççĕ. Валентин Тимаков Чăваш Ен гражданĕсене те Инçет Хĕвелтухăçĕнче хапăл туса кĕтсе илессине, республикăра ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннине, ку отрасльте пуян опытлă ăста специалистсем ĕçленине шута илсе вĕсем валли ĕç вырăнĕ çителĕклĕ пулассине палăртрĕ.

— «Русагро» проектпа килĕшÿллĕн çитес вăхăтра питĕ пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хута каймалла. 1 пин ытла çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Зоотехниксем, выльăх пăхакансем, ветеринарсем, ытти специлист кирлĕ, — терĕ вăл.

Агентство, Валентин Тимаков генеральнăй директор çирĕплетнĕ тăрăх, Инçет Хĕвелтухăçне каякансене пур енлĕн /çул тăкакĕсене саплаштарать, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерет, вăй иличчен укçа-тенкĕпе пулăшать т.ыт.те/ пулăшу парать. Çапла вара ведомство Чăваш Республикин Ĕçлев министерствипе тунă килĕшĕве тĕпе хурса аякри региона кайма кăмăл тунă Чăваш Ен çыннисене те хăйĕн «хÿттине» илме шантарать.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.