«Эпир пĕрле!»
Раççее никам та парăнтараймĕ
Ырă, кирлĕ ĕç тунине пĕлсе, ĕненсе, туйса тăни çынна вăй-хăват хушать, кăмăла çĕклет. Çакна пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Республика тÿремĕнче шавлă, савăнăçлă халăх хушшинче тăнă чухне тепĕр хут туйса илтĕм.
Патриотла юрăсем шăранаççĕ, уява ертсе пыракан çамрăк çын хулара пурăнакансене тата хăнасене Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе виçĕ çул çитнĕ ятпа саламлать, мероприятие хутшăнакан предприятисемпе организацисен ячĕсене асăнать. «Эпир пĕрле!» чаплă уяв концерчĕ пуçланнине пĕлтерет. Халăх савăнса алă çупать. Чун-чĕре хăпартланать, хăвăн та юрлас, савăнăçлăн кăшкăрас килсе каять.
Паянхи куçпа пăхсан ытла та аякра пек пиртен 1783 çул. Шăпах çав çулхи çуркунне, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Крым çурутравĕ Раççейĕн пĕр пайĕ пулса тăнă. Вăл нихăçан та тăшман мăшкăлĕ пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашист эшкерне чарса лартнă, Севастопольшĕн пынă тан мар çапăçура аманнă, патрон-снаряд пĕтсе çитнипе çара алпа тăшмана хирĕç тухнă салтаксен, матроссен ячĕсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç.
1954 çулта Совет Союзĕн мал курăмсăр ертÿлĕхĕ Крыма Украинăна панă. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче историшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ референдум иртрĕ: Крым Раççей çунатти айне таврăнма кăмăл турĕ. Çак кĕске вăхăтрах унти халăхăн пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланнă. Çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса панă, ял-хулана патшалăх енчен пысăк пулăшу кÿнĕ. Пирĕн республика Крымпа нумай енпе килĕштерсе ĕçлет. Виçĕ çул каялла Сочири инвестици форумĕнче суту-илÿ, экономика, наука, культура тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿсем алă пуснă. Чăваш Енри нумай предприяти Крыма хăйĕн продукцийĕпе тивĕçтерет. Иртнĕ çултанпа «Шупашкар — Симферополь» маршрутпа самолет вĕçет.
Пĕтĕм Раççейĕпех паллă тăвакан уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хулин ертÿлĕхĕ, общество организацийĕсен, тĕрлĕ парти представителĕсем, студентсем, пенсионерсем питĕ йышлăн пуçтарăннă.
«Пирĕн пата виçĕ çул каялла «Çурхи Крым» килсе çитрĕ. Пирĕн хăватлă истори. Йăла-йĕрке пуян. Пуласлăх — пысăк. Эпир хамăр утса тухнă çулпа тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр», — терĕ Николай Малов. ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков: «Крым — пирĕн мăнаçлăх. «Раççей Правительствипе пĕрле эпир тăрăшса Крым халăхне йывăр вăхăтра алă патăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин та çак ĕçе пысăк витĕм кÿчĕ. Паян Раççее никам та парăнтараймĕ!» — терĕ.
Хавас кăмăллă çынсемпе сăмах ваклама та лайăх. Валерий Ласточкин уява çемйипех — виçĕ ачипе, мăшăрĕпе — килнĕ. Çулталăк çурăри хĕрĕ Ксения та çынпа пĕрле алă çупать, хăйĕн чĕлхипе тем каласа савăнать. Валерий Николаевичăн аппăшĕ Крымра 37 çул каяллах тĕпленнĕ. Тăтăшах мар пулин те тăван ене, Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтра ялне, килме май тупать. «Эпир те çемйипех хамăрăн çăмăл машинăпа ик-виç çулта пĕрре Крыма канма кайма, аппапа, унăн çемйипе сĕтел хушшине ларса чун каниччен калаçма тăрăшатпăр, Крым Раççее таврăннине чунтан ырлатпăр», — терĕ пысăк çемье пуçĕ.
Василий СОРОКИН.
Комментировать