«Урă ял»

18 Мар, 2017

Мăкăрсем Канаш районĕ йĕркеленĕ «Урă ял» конкурсра çĕнтернине пĕлсен çак тăрăха çитсе килес шухăш çуралчĕ. Мана, чи малтанах, çакăнти халăх мĕнле пурăнни кăсăклантарчĕ. Ĕлĕк-авал кунта Мăкăр ятлă вăкăр пек вăйлă та хăватлă çын тĕпленнĕ теççĕ. Пулăхлă çĕршĕн çапăçакансене пурне те çĕнтернĕ вăл. Хальхи ăру та йăх пуçĕ пекех хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе ыттисенчен малта.

Яла кĕнĕ çĕрте Николай Сергеев ал ăсти касса кăларнă хĕресе вырнаçтарнă. Вăл аякранах курăнать. Унăн хăвачĕ çак тăрăха сыхланине, инçе çула каякансене упранине ĕненет халăх.

Пĕччен паттăр пулайманнине, йышпа кар тăрсан кăна хисеп çĕнсе илме май пуррине ăша хывнă Мăкăрсем. Çавăнпах кирек хăш ырă пуçарăва кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Пысăк çак йыш пĕр çемьери пекех пурăннăн туйăнчĕ мана. Пурнăç тути-масине ас тивнисем ачасене, çамрăксене вĕрентсе, çул кăтартса пыраççĕ. Унран та ытла, пур ĕçре те хăйсем тĕслĕх кăтартаççĕ.

Хуларан — тăван тăрăха

Педагогика ветеранĕ Римма Михайлова хастарсене ял клубне чĕннĕ. Халăха пуçтарасси ним те мар уншăн. Юрласа кĕтсе илчĕ мана ял-йыш. Кашни кунах репетицие килекенсен кăмăлĕ савăк. Хорта хĕрарăмсен кăна мар, арçынсен йышĕ те пысăк. Пĕлтĕр кăна 18 концертра хăйсен пултарулăхне кăтартнă вĕсем. «Туслăх» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе нумаях та вăхăт иртмен. Апла пулин те районта хисеп çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ çак йыш. Халĕ республикăри мероприятисене хутшăнас тĕллевлĕ.

«Туслăх» чăмăртансанах арчаран пир кĕпесем турса кăлартăмăр. Авалхи юрăсене шăрантарма чухах пулчĕç вĕсем. Кайран тин ял уявĕ тĕлне çĕнĕ çи-пуç çĕлеттертĕмĕр», — аса илет Светлана Дмитриева.

«Юрлама çÿрекен ватăлмасть», — çапла хавхалантарнă тăхлачи уçă саслă Мария Порфирьевăна. Унсăр пуçне Ирина Викторова сцена çине капăрланса тухмашкăн укçа панă ăна.

Чакаçри тата Мăкăрти культура çурчĕн пуçлăхĕсем Николай Тимофеевпа Вероника Иванова фольклор ушкăнне купăс каласа юрлаттараççĕ. Вероника Ивановна, сăмахран, Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. 30 çулта тин купăс калама вĕреннĕ вăл. Малтан «Туслăх» йышĕпе концерта хутшăнас тесе ĕç пăрахсах çула тухнă. Пĕлтĕр юрлакансем ыйтнипе яла куçса килнĕ хĕрарăм.

Мăкăр клубĕн çĕнĕ пуçлăхĕ хăйĕн укçипе çĕнĕ чаршав çĕлесе çакнă. Кайран 9 пин тенке тавăрса панă ăна. Ун хыççăн 3 уйăх шалăвĕпе пластик алăк ларттарнă. Çав укçана та куçарса панă, анчах аллине кĕреймен-ха вăл. Апла пулин те пăшăрханмасть ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнăскер.

«Кашни мероприятие çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр. Уяв программине пĕрле хатĕрлетпĕр. Пулăшас кăмăллисем 7 сехетрех кил хапхи патĕнче кĕтсе тăраççĕ мана. Вĕсене клуба çÿреме килĕшет. Эпир пĕр шухăшлă пулнăран чун савăнать», — пытармасть Вероника Иванова.

77-ри Виталий Петров параппан çапать, хорта юрлать. «Эх, ташă кружокĕ çук. Унта та çырăннă пулăттăм», — йăл кулăпа çиçет унăн сăн-пичĕ. Халăхăн кăмăлĕ пулсан — ташлама вĕрентекен те тупăнатех.

«Хирĕçÿллĕ калаçу çук пирĕн йышра. Эпир сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе вăйлă.

Пĕрре клуба фольклор ушкăнĕ репетици ирттернĕ вăхăтра хĕрĕнкĕ çын килсе кĕчĕ. Кăшт ларсанах пирĕнтен вăтанса тухса кайрĕ. Апла тăк сăмахсăрах çĕнтертĕмĕр ăна», — тет 82-ри Гаврил Николаев. Чакаçри ветерансен канашĕн пуçлăхĕ укçан пулăшасса кĕтме хăнăхманнине, шухăшланине хăйсемех пурнăçа кĕртме хал çитернине палăртать.

Юлашки çулсенче кăна Мăкăрсем 4 кĕпер тунă. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 130 метр ытла. Ял таврашĕнчи çула йĕркене кĕртме вĕтĕ чул сарнă. Халĕ такси водителĕсем те кил тĕлне çитичченех леçме пултараççĕ. Сăмах май, çынсем лайăх пурăнассишĕн ăнтăлнине кура район, ял администрацийĕсем те май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ вĕсене.

Истори çырăнать

«Мăкăр халăхĕн культура шайĕ пысăк, çавăнпах çав конкурсра мала тухасси иккĕлентермен. Сăмахран, уявра виçине пĕлсе эрех ĕçни те — хăйне май ăсталăх», — ăнлантарать педагогика ĕçĕн ветеранĕ Леонид Михайлов. Малтан та кĕрĕк арки йăваласа ларман вĕсем. 2015 çултанпа пушшех нумай ĕç тунă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне шăпах çак кăтартусене шута илнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле хÿтĕлевçĕсене халалланă палăка юсаса çĕнетнĕ. Çĕнтерÿ аллейине тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă. Фронтовиксен кил хапхи çине çăлтăрсем çакнă. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн ял халăхĕ 55 пин тенке яхăн пуçтарнине палăртса хăвармалла. Унсăр пуçне уйрăм çынсем 6, 3, 2 пин тенкĕ хывнă. Çакă та халăх тăван тăрăха юратнине кăтартать. Район администрацийĕ 26 пин тенкĕ панă.

«Вăрçăра пуç хунă çынсен списокĕпе нумай ĕçлерĕмĕр. Кĕнекене кĕртменнисене тупрăмăр. Халĕ пурин ячĕ те — палăк çинче», — каласа кăтартать библиотекарьте 42 çул ĕçленĕ Нина Арсентьева.

Хальхи библиотекарь Екатерина Константинова хатĕрленĕ сăнÿкерчĕксен альбомĕсене ял-йыш уявра е пуху умĕн кăсăкланса тишкерет. Унта — ял историне çырăнса юлнă тĕрлĕ мероприяти саманчĕсем. Тĕслĕхрен, Вилĕмсĕр полк йĕркелени, салтак пăтти çитерни, çĕнтерÿçĕ-салтаксене пуç тайни...

Çĕнтерÿ аллейине тирпейлесе-тасатса тăраççĕ. Палăк патĕнче яланах — чечек кăшăлĕ.

Валерий Бурзуев ĕç ветеранĕ таврари ялсенчи кăна мар, районсенчи çамрăксем те çак тăрăха çул хывнине палăртать. Çемье чăмăртанисем малтан — сăваплă вырăнти таса çăлкуç, унтан палăк патĕнче чарăнаççĕ. Пĕр-пĕрне ĕмĕр юратма сăмах панисем çакăнтах çăра çакса хăвараççĕ.

Авалхи çăлкуç вырăнне пĕртăван Ивановсем хăтлăлатнă. Ял халăхĕ таса шыв илме пырсах тăнине хам та асăрхарăм.

Леида Родионова ял уявĕнче тĕнчипе саланнă ентешĕсем пуçтарăннишĕн кăмăллă. Унта ватти те, вĕтти те чун киленĕçне тупать. Пĕлтĕр те тапăртатса ĕçлесе вăрăм стендсем, пысăк концерт хатĕрленĕ. Философи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ Геннадий Матвеев ял историйĕпе паллаштарнă.

«Килти ĕçе пăрахсах яла хăтлăлатма, илем кÿме тăрăшать», — тет мăшăрĕ пирки Леида Алексеевна. Ÿпкелешсе мар, çемье пуçĕпе мăнаçланса сăмахлать хĕрарăм. Ял старостине çирĕплетнĕ Герман Родионов пур ĕçе те кăмăлтан хутшăнни-пурнăçлани иккĕлентермест.

Хисеплесе пуç таяççĕ

«Ĕлĕкрех хисеплĕ çынсене пуç тайса сывлăх сунатчĕç. Эпир çак йăлана çĕнĕрен тавăрасшăн. Акă хĕр Мускавран шăнкăравласа мĕнле пурăннипе кăсăкланать. «Компьютер çут та — вула. Унта пирĕн çинчен йăлтах çырнă», — тетĕп ăна», — хушса калать Гаврил Алексеевич. Чăнах, Чакаç ял тăрăхĕн сайчĕ çĕнĕ хыпарсемпе тулсах пырать. Унта Мăкăрсен пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Лара-тăра пĕлмест вăр-вар та çаврăнăçуллă халăх.

ХХ ĕмĕрте пуйăс çулĕ иртнĕ кивĕ кĕпер айĕнче пĕлтĕр нимелле Туслăх сачĕ лартнă. Ял-йыш 12 пин тенкĕлĕх хунав туяннă ун чухне. Вăй илнĕскерсем кĕçех çимĕç пама пуçлĕç.

Халĕ Мăкăр ялĕнче 600-е яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 92-шĕ — 18 çула çитмен ачасемпе çамрăксем. Тăтăш йĕркелекен субботнике хăйсен кăмăлĕпе 100-шер çын хутшăнать. Ĕçлеме те, канма та вăхăт тупать ял-йыш. 200 е ытларах çын пуçтарăнакан уявсем мĕнешкел савăнăçлă иртеççĕ. Чун туличчен выляççĕ, юрласа ташлаççĕ, калаçаççĕ.

Çак тăрăхра 25 çултан ытларах пĕрле пурăнакан 55 мăшăр уйрăмах хисепре. Сăмах май, кунта амăшĕсен, ашшĕсен канашĕ кăна мар, асаннесемпе асаттесен, кукамайпа кукаçисен пĕрлешĕвĕ те ăнăçлă ĕçлет. Вĕсем пушă вăхăта ача-пăчапа ирттереççĕ.

Екатерина Константинова çамрăксене наркотик, эрех-сăра, пирус сиенĕ çинчен аса илтерсех тăрать. Çавăнпах усал йăла хуçаланаймĕ ку тăрăхра.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ял çыннисем спортпа туслă. Çавна май ăмăртусем тăтăш йĕркелеççĕ вĕсем. Çемйипех хăйсен ăсталăхне тĕрĕслекен-кăтартакан йышлă. Яковлевсем, тĕслĕхрен, 7-ĕн пĕртăван. Вĕсем стадионта та, сцена çинче те пултаруллă та маттур.

Хăнăхнă йăлапа ватă çынсене çуралнă кун ячĕпе юрă-ташăпа саламлаççĕ вырăнти артистсем. Вĕсен пуçарулăхĕ, шухăш хăвачĕ, чăнах, иксĕлми. Малашне уяв кĕрекине пуçтаракансене «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат çырăнса пама палăртрĕç ял хастарĕсем. Апла тăк ку тăрăхра вулакансен йышĕ пысăкланĕ. Эпир çĕнĕ туссемпе çирĕп çыхăну йĕркелемешкĕн яланах хапăл.

Мăкăрсем республикăри мăнастирсене çÿреççĕ. Нумайăшне çитсе килнĕ вĕсем. Халĕ Шупашкарти арçынсен мăнастирĕнче пулса курасшăн. Çулçÿрев витĕмĕпе ырă шухăшсем çуралнине палăртаççĕ ял çыннисем. Тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ типĕ тытать.

«Урă ял» ят çĕнсе илекенсем 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Малтан унпа клуб тăррине витме палăртнă вĕсем. Пуçаруллăскерсене çак тĕллевпе укçа куçарса панă ĕнтĕ. Çавăнпах 50 пин тенкĕпе клуб чÿречисене улăштарасшăн. 1977 çултанпа кивелнĕ вĕсем.

Мăкăрсем çак уйăхрах клуб тăррине витме пуçласшăн. Çĕнелнĕ çурт тата ытларах çынна илĕртĕ. Пысăкрах йышпа нумайрах ĕç пурнăçлама май килĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор тата "Туслăх" ушкăн

архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.