Тĕне ĕненекенсем валли чăвашла кĕнекесем тухнă

20 Мар, 2017

Православи тĕнне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче чăвашла виçĕ кĕнеке кун çути курнă. Вĕсене В.Г. Григорьев хатĕрленĕ. Кăларăмсене пиншер экземплярпа пичетленĕ.

«Типпе тĕн вĕрентнĕ пек тытасси çинчен» мĕн çинчен каланине ятĕнченех тавçăрма пулать. Çулталăкра темиçе хут та типĕ тытаççĕ. Анчах йăли-йĕркине пурте пĕлмеççĕ. «Сывлăшри тĕрĕслевсем çинчен вĕрентни тăрăх ÿкĕнмелли кĕнеке» Шупашкар тата Чăваш Ен Митрoполичě Варнава пилленипе тухнă. Унта этемĕн хăйĕн пурнăçĕнче тÿссе ирттермелли 20 асап пирки калaса кăтартнă. «Ачасемшĕн чи шанчăклă пуянлăх» çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама вĕрентет. Юлашкинчен каланин вырăсла варианчĕ Хусанта 1905 çулта «В чем лучшее наследство для детей?» ятпа пуçласа пичетленнĕ, ăна алла илсен паян та пĕлмелли нумай.

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 

Комментировать