Ачасем вутпа ан выляччăр

17 Мар, 2017

Пĕлтĕр республикăра ача-пăча вутпа вылянăран 25 пушар тухнă, 2015 çулта — 33. Кăçал ку сăлтава пула вут-çулăм алхасман. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кунашкал инкексем ан пулччăр тесен аслисен мĕн асра тытмалла? Ыйтăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ, шалти служба полковникĕ Ольга НЯГИНА хуравларĕ:

— Ытларах чухне килĕнче аслисемсĕр юлнă ачасем инкеке лекеççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн юлсан таврара мĕн пуррине тĕрĕслеме-тĕпчеме пуçлаççĕ. Темĕн те пĕлес текенскерсен сăнавĕсене пула тепĕр чухне пушар тухать. Асăннă сăлтавпа пулнă инкексене тишкерес тĕк аслисен айăпĕ курăнать: вĕсем пĕчĕк ачисене килĕнче хăйсем тĕллĕн çеç хăварнă, çав хушăрах шăрпăк-зажигалка таврашне пытарман.

Паллах, ашшĕ-амăшĕн кил­­­тен тухмалли сăлтавсем пулаççех. Çав хушăра аслăрах ачасене е кÿршĕсене, пĕлĕшсене пепкене пăхмашкăн ыйтмалла. Çул çитменскерсене пÿлĕмре е хваттерте питĕрсе хăварни уйрăмах хăрушă: вут-çулăм алхасма тытăнсан вĕсем çунакан çĕртен урама тухаймасан та пултараççĕ.

Ашшĕ-амăшĕн ачасене вут-çулăм кăсăклантарнине, илĕртнине пĕлмеллех. Çавăнпа ывăл-хĕре çулăмпа тĕрĕс усă курма мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Хăрушсăрлăх йĕркине вăйă ирттерсе ăнлантармалла. Ача сачĕсемпе шкулсенче çак темăпа спектакльсем лартаççĕ, сăвăсем вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пепкисене шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине тăтăшах аса илтермелле.

Пушар вăхăтĕнче ачасем хăранипе шкапа кĕрсе лараççĕ е кравать айне пытанаççĕ. Вĕсене апла тума юраманнине, çунакан çĕртен май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине, мĕн пулни-иртни пирки аслисене пĕлтермеллине ăнлантарăр. Тата, паллах, пушар хуралне «01» /карас телефонĕнчен «101»/ номерпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутрах — ачасен те, пĕлмелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.