Крым çывăхланчĕ

17 Мар, 2017

Çирĕплетсех çапла калама пултаратпăр халĕ. Крым çурутравĕ Раççее çĕнĕрен таврăннăранпа — 2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен вара — ырă пулăм самай пулчĕ.

«Эпир çĕнтертĕмĕр!»

Совет Союзĕ арканнă хыççăн Крымри лару-тăру мĕнле улшăнса пыни пирки истори докуменчĕсене тĕпчесе шĕкĕлчеме кирлĕ пулмарĕ пирĕн — анне енчи тăванĕсен. Унăн йăмăкĕн хĕрĕ, Елчĕк районĕнчи Энтепере çуралса ÿснĕ Маргарита Леонтьева, — Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан направленипе Крыма кайрĕ. Телейне те унтах тупрĕ — украин каччипе çемье çавăрчĕ. Çавăнтанпа — иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен варринчен — Бахчисарай районĕнчи Береговое ялĕнче пурăнать.

Малтанхи тапхăрта лайăх, савăнăçлă хыпарсем килсех тăчĕç: ĕç пур, ывăлпа хĕр кун çути курнă. Çамрăк çемье тăван ялне ашшĕпе амăшне тăтăшах килсе курчĕ. Çуллахи вăхăтра Чăваш Енри хăнасене те йышăнчĕ. СССР арканчĕ те Бахчисарай районĕнчи тăвансене те йывăрлăхсем такăнтарма пуçларĕç: Шупашкара килсе çÿреме те майсем хĕсĕнсех пычĕç. Юрать, кунтисем — çывăх тăванĕсем — пур енĕпе те пулăшсах тăчĕç: апат-çимĕçпе те, тепĕр чухне нухратпа та. Çавăнпа Крыма Раççейпе пĕрлештересси пирки референдум ирттерме палăртсан мĕншĕн сасăламалли пирки вĕсен нимĕнле иккĕленÿ те пулман. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çурутрав Раççей йышне кĕрсен тăванăм Шупашкара шăнкăравласа савăнăç куççулĕ витĕр: “Эпир çĕнтертĕмĕр!” — терĕ.

 

ИСТОРИРЕН

Крым историйĕ пуян та кăсăклă. Ун çĕрĕ çинче такам та пурăннă, хуçаланнă. 1223 çулта ăна монголсем çавăрса илнĕ. Монгол-тутарсем унăн чи пысăк хулине Судака аркатса тăкнă. Ылтăн Урта хыççăн çурутрав çинче Крым ханстви чăмăртаннă.

1475 çулта Крыма Турцин султан çарĕсем çавăрса илнĕ, вăл Осман империне пăхăнма пуçланă. Çак инкекпе асапран Крым халăхĕ 1768-1774 çулсенчи вырăс-турккă вăрçи хыççăн ирĕке тухнă. Çавăнтанпа — 1783 çултанпа — Крым Раççей йышĕнче пулнă.

Çав çулах Хура тинĕс флочĕн базине — Севастополь хулине — тунă, çулталăкран — Симферополе. Хура тинĕс хĕрринче çавăн пекех ытти порт та — Одесса, Николаев — йĕркеленнĕ. 

II Кĕтерне патша Крыма 1787 çулта çитсе курнă. Çурутрав пирки вăл: “Манăн коронăри чи хаклă ахах-мерчен”, — тенĕ.

1954 çулта Совет Союзĕн ун чухнехи ертÿçи Никита Хрущев Крым облаçĕпе Севастополь хулине РСФСР йышĕнчен кăларса Украинăна панă. Çак пулăм РСФСР Конституцийĕпе килĕшсе тăман пулин те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ун пирки Раççей писателĕ Александр Солженицын çапла çырнă: “Ĕçсе хĕрнĕ султан юнтармăшне пула саккуна пăхăнмасăр пĕтĕм облаçа парнеленĕ!”

Хутшăнусем çирĕпленеççĕ

Хальхи вăхăтра Крымра тăватă пине яхăн йăхташ пурăнать. Вĕсем — хăйсен ирĕкĕпе чăваш пулнине палăртнисем. Ытти çăлкуçа ĕненес тĕк — йыш ултă пинрен те иртет-мĕн.

Чăваш Ен Тăван çĕршыв йышне кĕнĕ Крым Республикипе çыхăнусем йĕркеленĕ. Çак ĕçе вăл Мускав хулипе облаçĕ хыççăнах пуçăнчĕ. 2014 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикин Пуçлăхĕпе Сергей Аксеновпа Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче тĕл пулнă. Çавăнтах икĕ регион çыхăну тытса ĕçлессине палăртса килĕшÿ алă пуснă. Çавăн чухне Сергей Аксенов Михаил Игнатьева çурутрава пырса курма чĕннĕ. Унтанпа икĕ суб±ект хутшăнăвĕсем çирĕпленсех пыраççĕ.

2015 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Ен делегацийĕ, ăна Михаил Игнатьев ертсе пынă, Крыма çитнĕ. Йышра çавăн пекех министрсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем пулнă. Мĕн çинчен калаçса татăлнă-ха вĕсем? Крыма ертсе пыракансем Чăваш Енĕн промышленноç таварĕсене хăйсем патĕнче вырнаçтарма условисем туса пама, пирĕннисем — кăнтăрти ял хуçалăх комплексĕсен пахчаçимĕçне йышăнма тата ытти те.

— Пирĕн тĕлпулусем влаç органĕсемпе уйрăм бизнесменсен хутшăнăвĕсене аталантарма майсем туса парĕç, — тенĕ ун чухне Михаил Игнатьев.

Икĕ çул каялла палăртнă проектсем темиçе çула тăсăлĕç. Икĕ республикăн Министрсен Кабинечĕсем суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа экономика, техникăпа культура енĕпе тунă йышăнусене пурнăçа кĕртме пулăшакан мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех çурутрав çинчи çуллахи лагерьсенче Чăваш Ен ачисене канса сывлăха çирĕплетме майсем туса парасси çинчен те. Феодосипе Çĕнĕ Шупашкар тăванла хуласем пулса тăнă, Бахчисарайпа Патăрьел районĕсем килĕшÿсем тунă.

Виçĕ куна тăсăлнă çулçÿревре Чăваш Ен делегацийĕ Севастопольте чăваш диаспорипе те, Хура тинĕс флотĕнче службăра тăракан йăхташсемпе те тĕл пулнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех Герой хулара пурăнакан йăхташа, Пăрачкавра кун çути курнă Михаил Бочкарев контр-адмирала, çитсе курнă.

Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕн 26-29-мĕ­шĕсенче Шупашкарта çамрăксен “Крым — Севастополь — Чăваш Ен” экономика форумĕ иртрĕ. Унта Крым Республикин экономика министрĕн заместителĕ ертсе килнĕ делегацийĕ хутшăнчĕ.

 

Акатуй та иртрĕ

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант çинчен те асăнса хăвармаллах. Иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Крымра чăвашсен Акатуйĕ кĕрлерĕ. Пĕрремĕш хут. Ырă пулăм мар-и çакă? Ăна йĕркелесе ирттернинче ЧР Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн, çурутрав çинчи чăваш наци культура автономийĕн тÿпи питĕ пысăк. Сăмах май, унăн ертÿçи Андрей Яковлев иртнĕ çул Шупашкарта Халăх пĕрлĕх кунĕнче наци культурисен “Раççейри халăхсен пĕрлехи çемйи” фестивальне хутшăнчĕ. Шăпах çавăнта паллашнăччĕ Андрей Васильевичпа. Красноармейски районĕнчи Çĕньялта çуралса ÿснĕскер тăван ялĕнчен 30 çул каяллах тухса кайнă. Питĕрте çар пĕлĕвĕ илнĕ, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă, халĕ Севастопольте ĕçлесе пурăнать. Андрей Яковлев Крымпа Севастопольсĕр пуçне Керчь, Евпатори хулисенче те чăваш культура обществисем пуррине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе — Акатуй ентешсемшĕн кăна мар, ытти халăх çыннисемшĕн те тĕлĕнмелле уяв пулнă. Крым чăвашĕсем юпа уйăхĕнче Чÿклеме ирттернĕ. “Туслăх” фольклор коллективĕ хулари тĕрлĕ мероприятие хутшăнать.

Çак кунсенче Крымран килнĕ тата икĕ çынпа паллашрăм. Пĕри — чăвашлăх ĕçĕн хастарĕ Владимир Мочалов, тепри — унăн юлташĕ, Керчь хулинче ĕçлесе пурăнакан Юрий Баргин. Вĕсем пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче иртнĕ “Халăхсен пĕрлĕхĕ — Раççее çирĕплетмелли никĕс” форума хутшăнчĕç. Юрий Федорович — Раççей халăхĕсен ассамблейин Крым регионĕнчи уйрăмĕн правленийĕн членĕ. Вăл тата Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков икĕ регионăн ассамблейисем килĕштерсе ĕçлессине палăртса йышăнăва алă пусрĕç. Çапла Крым пире татах çывăхланчĕ. Пĕрле татса памалли ыйту нумайлансах пырать. “Икĕ çыран — пĕр шăпа” проекта пурнăçа кĕртме пуçланă ĕнтĕ. Сăмах кунта Кубрат ханпа — чăвашсен авалхи тăхăмĕсемпе — çыхăннă тапхăра тĕпчесси çинчен пырать. Хăнасем çавăн пекех икĕ регион студенчĕсене те туслаштарасшăн.

 

Чăваш ачисем — «Артекра»

Чăваш Ен ачисем Крым çурутравĕ çинчи “Артек” лагерьте ăна йĕркелесе янăранпах канма пуçланă-ха. Сăмах май, эпĕ те 44 çул каялла çуркуннехи икĕ уйăха “Горный” лагерьти “Янтарная” дружинăра ирттернĕччĕ. “Артековец сегодня, артековец всегда” тесе юрлаттăмăр. Çакă чăннипех тÿрре тухрĕ. Çавăнтанпа кĕçех çур ĕмĕр çитет пулсан та лагерьте ирттернĕ кунсем манăçмаççĕ. Вăл Украина пурлăхĕ пулса юлнă хыççăн унти лару-тăру пирки чуна пăшăрхантаракан статьясем вулама тивнĕччĕ: лагерь арканма пуçланă, унăн çĕрне çĕрме пуянсем туянасшăн... “Артек” паян çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Нумаях пулмасть лагерь ĕçĕ-хĕлне телекуравпа çутатрĕç, “ачасен тĕп хули” виçĕ çулта палласа илмелле мар улшăннă. Танлаштарма пĕр тĕслĕх илсе кăтартам: 2014 çулта лагерь, Раççее каялла таврăннă çул, вăл 6 пине яхăн ачана çеç йышăнма пултарнă, 2015 çулта — 19 пин, 2016 çулта — 30 пине яхăн. Пилĕк хут ÿснĕ. Кăçал вара 40 пин ачана савăнăç парнелесшĕн.

Чăваш Ен шкул ачисем телейлĕ-ши ку енĕпе? ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх — виçĕмçул “Артекра” 151 вĕренекен каннă, пĕлтĕр — 115, хальхи вăхăтра тĕнче шайĕнчи лагерьте 37 ача сывлăхне çирĕплетет. Камсем тивĕçеççĕ çак чыса? Муниципалитет, регион, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсемпе конкурссен, смотрсемпе фестивальсен, куравсен çĕнтерÿçисем, ачасемпе çамрăксен юхăмĕсен хастарĕсем, пурнăçа кĕртнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен авторĕсем, волонтерсем. Апла, ачасем, “Артека” лекме пурин те шанăç пур. Ĕçлеме, вĕренме кăна ан ÿркенĕр.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.