Тĕллев пĕрре - аталанушăн

12 Апр, 2014

Çулталăк каялла иртнĕ Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн 5-мĕш създĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политикăри хăйĕн чăн вырăнне тупнине, граждан обществин пурнăçне йĕркелесе пымалли тĕп форма пулнине, хăватлă витĕм кÿнине кăмăллăн палăртрĕ.

«Çак институтăн пĕлтерĕшне тата çÿллĕрех шая çĕклес тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн професси уявне - Вырăнти хăй тытăмлăх кунне - кашни çулах ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тума йышăнчĕ. Обществăри тăнăçлăх, аталану нумай чухне хула тата район администрацийĕсен тухăçлă ĕçĕнчен, влаç тытăмĕ халăхпа мĕнле çыхăну тытнинчен, вĕсен ыйтăвĕсене мĕнле татнинчен тата ытти нумай сăлтавран килнине самантлăха та манас марччĕ. Вырăнти влаçăн вырăнти социаллă пурнăçа йĕркелесе тăмалла. Манăн шухăшăмпа, çапла тăвать те», - терĕ Михаил Васильевич.

Чăнлăхран пăрăнаймăн: тăван республикăмăрăн юлашки çулĕсенчи ÿсĕмĕсем савăнтараççĕ. Çакна иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем те ĕненмелле çирĕплетеççĕ. Министрсен Кабинечĕ республикăн хăйĕн тупăшĕсене ÿстерессишĕн, патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курассишĕн пысăк ĕç туса ирттернĕ. Шайлаштарнă бюджет социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлама май панă.

Çĕнĕ уява - Вырăнти хăй тытăмлăх кунне - çирĕплетесси çинчен калакан йышăнăва Владимир Путин Президент 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче алă пусрĕ. Календарьти çĕнĕ уява мĕншĕн кĕртнине ăнлантарнинче «...граждан обществипе демократи аталанăвĕн, вырăнти хăй тытăмлăх институчĕн ролĕпе пĕлтерĕшне ÿстерме» тенĕ. Çав кун патшалăх, регионсен тата муниципалитет влаç органĕсене уяв мероприятийĕсем ирттерме сĕннĕ. Уяв историйĕ тарăн, 1785 çулпа çыхăннă. Çав çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче II Екатерина императрица «Грамота на права и выгоды городам Российской Империи» документа алă пуснă. Вăл Манифестран, 16 пайран тата 178 статьяран тăнă. Каярахпа II Александр земство тата хула реформине ирттернĕ, вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Унтанпа чылай улшăну пулса иртнĕ. Раççей Федерацийĕн 1993 çулта йышăннă Конституцийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăй тĕллĕнлĕхне çирĕплетрĕ. Паянхи кун пирĕн çĕр-шывра - 23 пин муниципалитет йĕркеленĕвĕ...

Вырăнти хăй тытăмлăх паянхи обществăн пĕлтерĕшĕ институчĕсенчен пĕри пулнине пурнăç хăй кăтартса пачĕ. Вăл йĕркеленÿ тапхăрне ăнăçлă иртрĕ, çак çулсенче вырăнти влаç ĕçне йĕркелекен саккунĕсем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухрĕç, финанспа экономика никĕсĕ çирĕпленнĕ, обществăпа политикăри ĕç опычĕ ÿснĕ. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен аялти звени те - ял тăрăхĕсен администрацийĕсем - тулли хăватпа ĕçлесе кайнă, халăхсен пурнăçне йĕркелес ĕçĕн тĕп функцийĕсене хăй çине туллин илнĕ тесе шанчăклăнах калама пулать. Паллах вăл малашне татах аталанĕ, çĕнелĕ, политика аренинче тулли праваллă института çаврăннине кăтартса парĕ.

Ял тăрăхĕсен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш форумĕнче Владимир Путин эпир анлă территориллĕ патшалăхра пурăннине, çут çанталăкри тата çĕр айĕнчи пысăк пуянлăхлă пулнине, халăхăн ĕçлес тăрăшулăхĕ иксĕлмине палăртнă. Патшалăх пĕтĕмĕшле, регион тата муниципалитет аталанăвĕ ытларах чухне вырăнти халăхăн пуçарулăхĕнчен, ĕçлес туртăмĕ пысăккинчен, хăй çуралса ÿснĕ е пурăнакан яла, поселока, района лайăх енчен курассишĕн, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнинчен килет вĕт.

Кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕ - хăйне евĕр пĕчĕк патшалăх, унăн хăйĕн территорийĕ, халăхĕ тата ĕçлекен влаç. Паян вăл хăйне хăй ертсе-йĕркелесе пыма пултаракан социаллă тытăм, ĕç-хĕлĕн пĕтĕм сферипе службине пĕтĕçтерет. Çавăнпа та ертÿлĕхĕн яваплăхĕ питĕ пысăк, хăйсен территорийĕнчи пĕтĕм ĕç-хĕлшĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем хурав тытаççĕ. 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» саккун муниципалитетсен право никĕсне çирĕплетрĕ.

2006 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ йĕркеленнĕ. Унта 317 муниципалитет, вăл шутра - 21 муниципалитет районĕ, 5 хула округĕ тата 291 ял тăрăхĕ - кĕнĕ. Саккăрмĕш çул тухăçлă ĕçлет вăл. Тĕп тĕллевсем - вырăнти хăй тытăмлăха аталанма, ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелеме, йăнăшсенчен хăтăлма пулăшасси.

2013 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Муниципалитетсен канашĕн съездĕнче ертÿлĕхе - канаш правленине, 5 палатăн канашне, ревизи комиссине - çĕнĕрен суйланă. Правлени ертÿçин тилхепине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Ильич Черкесов тытнă, ĕç тăвакан директорне мана çирĕплетнĕ. Канаш халăх пулăшăвĕ çине таянса ĕçлет. Республикăра обществăн территорири хăй тытăмлăхĕ /ТОС/ - 800-е яхăн. Унсăр пуçне ял старостисен институчĕ вăй илнĕ, ку влаçпа обществăна тачă çыхăнтаракан, ыйтусене пĕрле татса пама пулăшакан витĕмлĕ вăй пулнине халĕ кашниех туйса илнĕ. ТОС хастарĕсем, ялсен пуçаруллă старостисем, нумай хваттерлĕ çуртсен комитечĕсем хастар хутшăнмасăр пĕр суйлав та иртмест, вĕсем тĕрлĕ шайри депутатсемпе килĕштерсе, пĕр тĕллевпе ĕçлеççĕ.

Хастарсен ĕçне хамăр патăмăрта кăна мар, çĕр-шыв шайĕнче те палăртаççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар тата Муркаш, Елчĕк ял тăрăхĕсем, Шупашкар хули çĕр-шыври тĕрлĕ конкурсра пĕр хут çеç мар палăрчĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Пĕтĕм Раççейри «Уçă муниципалитет» конкурсăн «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи уçă пуçлăхĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ.

Атнар ял тăрăхне уйрăммăн палăртмасăр иртеймĕн. Вăл тĕрлĕ конкурса тăтăш хутшăнать. Нумаях пулмасть Александр Кузнецов пуçлăх ертсе пыракан ял тăрăхĕ республикăри «Чăваш Енĕн чи таса-хăтлă хула /ял/ тăрăхĕ» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Александр Николаевич хăй вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерстви йĕркеленĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсен улттăмĕш конкурсĕнче - 2-мĕш вырăна, республикăри икĕ конкурсра /2006 ç., 2010 ç./ мала тухнă. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса ĕçлекен чылайăн, кашнин çинчен ырă сăмах нумай калама пулать. Хастаррисене, пултаруллисене палăртас, тата маттуртарах ĕçлеме хавхалантарас тĕлĕшпе республикăра çулсерен 10 ытла тĕрлĕ конкурс йĕркелеççĕ: «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ», «Чăваш Енĕн чи лайăх ял тăрăхĕ», «Муниципалитетăн чи лайăх ĕçченĕ», «Чи лайăх ял старости», «Чи лайăх ТОС», «Чи лайăх хушма хуçалăх» тата ытти те. Çĕнтерÿçĕсене халăх умĕнче чыслаççĕ. «Урам уявĕ», «Ял кунĕ», «Çулталăк çемйи» уявсем ирттересси те ырă йăлара. Вĕсем ял çыннисене пĕтĕçтерме, пĕр тĕллевпе ĕçлеме хавхалану кÿреççĕ.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн кун йĕркинче - тренингсем, семинарсем, пуçлăх кунĕсем, ял тăрăхĕсен спартакиадисем, канашлусем ирттересси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарасси... Вун-вун тĕрлĕ мероприяти. Пĕлÿсĕр малалла каяймăн. Çакна вырăнсенче те асрах тытаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политикăн управленийĕпе пĕрле Канаш юлашки вăхăтра кăна ял-хула пуçлăхĕсем валли зонăри вунă ытла семинар-канашлу ирттернĕ. Вĕсен темисене муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем сĕннĕ.

Республика тулашĕнчи ентешсем патĕнче те тăтăш пулатпăр, вĕсен ĕç-хĕлĕпе, опычĕпе паллашатпăр. Географи анлă. Темиçе çул хушшинче пирĕн делегацисем Пушкăрт, Тутар республикисенче, Волгоград, Самар, Чул хула, Владимир облаçĕсенче, Алтай крайĕнче пулнă. Чăваш Ене Пушкăртран, Комирен, Якутирен, Самарпа Волгоград облаçĕсенчен килнĕ. Алтай крайĕнчен кĕçех çитессе пĕлтернĕ. Леонид Лебедев сенатор тăрăшнипе Çĕмĕрле, Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсен администрацийĕсен тата темиçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Федераци Канашĕн ларăвĕсене хутшăннă. «Чăваш Ен» фондпа Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Леонид Волковпа ирттернĕ тĕл пулура вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене представительство пулăшнипе татса парассине сÿтсе явнă.

Умра - уяв. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртекен савăнăçлă пухура пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлететпĕр, çитес тапхăра çĕнĕ тĕллевсем палăртатпăр, ĕçре маттуррисене чыслатпăр. Çав шутра нумайăшĕ «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» Мухтав паллине илĕ.

 

Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.