Асăрханулăх пирки каннă вăхăтра та манмалла мар

17 Мар, 2017

«Шыв — хăватлă вăй. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Унсăрăн инкек тухасси те часах», — тет пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри «Паттăрлăх çăлтăрчăкĕ» фестивалĕн республикăри тапхăрĕнче «Пĕчĕк карапсен чи лайăх патшалăх инспекторĕ» номинацире çĕнтернĕ Юрий Каргин.

2011 çултанпа пĕр ача та путман

Вăл, мĕн пĕчĕкрен шыва юратнăскер тата ĕç-хĕлне шăпах унпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕскер, республикăри Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти инспектор участокĕнче 2008 çултанпа тăрăшать. Çÿлерех асăннă фестивальте çĕнтересси пачах та çăмăл мар. Унта чăн-чăн паттăрсене — инкеке лекнисене пулăшас тесе хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенменнисене — чыслаççĕ-çке. Юрий Леонидович çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть, хăйĕн кулленхи ĕçĕ пирки вара хаваспах каласа кăтартать.

— Хальхи вăхăтра Атăлăн ГЭС таврашĕнчи лаптăкĕ пăртан тасалма пуçларĕ. Йĕри-таврах — шыв. Сулахай çыран çывăхĕнче вара паянхи кун та пăр, унăн хулăнăшĕ вырăн-вырăнпа 20 сантиметртан та иртет. Анчах çакă пăр çирĕп иккенне пĕлтермест: çуркунне вăл патракланать, çын йывăрăшне чăтаймасан та пултарать. Пулă тытма юратакансем çакна шута илесшĕн мар, кулленех Атăл çине васкаççĕ. «Эпир ку вырăна мĕн ачаранпах пĕлетпĕр, хăрушши нимĕн те çук», — тет хăшĕ-пĕри. Анчах яланах йĕркеллĕ пулĕ тесе никам та шантараймасть. Эпир эрнере темиçе хут та профилактика рейчĕ ирттеретпĕр, пулăçсене асăрхануллăрах пулма чĕнсе калатпăр. Ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла, ачисене хальхи вăхăтра шыв хĕррине пачах ямалла мар, — калаçăва пуçларĕ Юрий Леонидович.

— Эсир шкулсенче кашни çулах тĕлпулусем ирттеретĕр, ачасене хăрушсăрлăх правилисене аса илтеретĕр. Çакăн усси пурри сисĕнет-и?

— Паллах, сисĕнет. 2011 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарти пĕр ача та пăр айне анса кайман, шыва путса вилмен. Вĕсем пурте чĕрĕ-сывă. Ку — инспекторсен, влаç органĕсен, журналистсен, шкулта ĕçлекенсен тата ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи ĕçĕн ырă кăтартăвĕ.

— Çапах çул çитменнисем пăр катăкĕ çинче «ярăннă» тĕслĕхсем спутник хулара та пулнах…

   

Сăмах май

Юрий Каргин патшалăх аслă инспекторне «Инçет похо дшăн» жетон, II степень «Çар службинче палăрнăшăн» медальпе чысланă. Раççей МЧСĕн наградисем те пур унăн: «Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес ĕçре палăрнăшăн» медаль, «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр палли.

— Чăн та, икĕ çул каялла пуш уйăхĕнче 12-ри арçын ача юлташĕсемпе ирĕлме пуçланă пăр çине кĕнĕ. Пристань çывăхĕнче пулнă ку. Пăр катăлса кайнăран пĕри çырана тухса ĕлкĕреймен, юхса кайнă. Юрать, тепри çăлавçăсене вăхăтра чĕнсе илнĕ. Çапла вара пăтăрмаха лекнĕскере 15 минутранах çырана илсе çитернĕ, ăна медицина пулăшăвĕ те кирлĕ пулман. Чăн та, ку ĕçе эпĕ хутшăнман. 2010 çулта 15-ри арçын ачана çăлни аса килет. Çул çитменскер патне çитес тесе кимме сĕтĕрнĕ чухне пăр катăлчĕ, шыва анса кайрăмăр, çапах арçын ачана пулăшрăмăрах. Çакнашкал пăтăрмахсем ытларах чухне кăнтăрла икĕ сехет иртсен пулаççĕ: ун чухне вĕренекенсен шăпах шкулта уроксем вĕçленеççĕ.

Тинĕсе юратакан мичман

— Сирĕншĕн, вăхăтĕнче атом шывай кимминче службăра тăнăскершĕн, халĕ нимĕн те хăрушă мар ахăртнех. Пурнăçăра шывпа, тинĕспе çыхăнтарма мĕн хистерĕ?

— Эпĕ мĕн пĕчĕкренех тинĕс пирки ĕмĕтленеттĕм. Манăн атте Леонид Трофимович /вăл текех пирĕнпе юнашар мар ĕнтĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр/ Лăпкă океан флотĕнче 5 çул хĕсметре тăнă. Унăн тумтирне яланах ăмсанса сăнаттăм. Кăштах пысăклансан атте мана тельняшка, якорь мĕн иккенне ăнлантарчĕ. Астăватăп-ха: 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне мана анне Çĕнĕ çул валли моряк тумне çĕлесе пачĕ. Аттен службăри пиçиххине çыхрăм, сăмсасăр карттусне тăхăнтăм. Çапла канфет «ĕçлесе» илтĕм. Мĕн тери пысăк телей! Çакăн хыççăн пушшех тинĕспе аташма пуçларăм, вăл тĕлĕкре те тĕлленетчĕ.

— Муркаш районĕнчи Вăрманкас каччи ĕмĕтне пурнăçлас тесе тата мĕн тунă?

— Астраханьти тинĕс çÿрев шкулне вĕренме кĕтĕм. Ăна пĕтерсен 1979 çулта çар ретне тăтăм, Северодвинскри флота лекрĕм. Унта тинĕс-çар флочĕн техникĕсен шкулĕ пурччĕ. Хĕсметре тăнă вăхăтрах асăннă шкулта пĕлĕве тарăнлатрăм. 1981 çулта Мурманск облаçне атом шывай кимминче службăна тăсма ячĕç. Мичман пулнă май çĕршыва 1991 çулччен хÿтĕлерĕм. Эпир техникăна пăхса-юсаса тăраттăмăр. Пенсие тухсан тăван тăрăха таврăнас терĕм. Манăн мăшăр Çĕнĕ Шупашкартан, çавăнпа унта тĕплентĕмĕр.

— Икĕ ывăл çитĕнтернине пĕлтертĕр. Вĕсем сирĕн çула суйламан-и?

— Кĕçĕн ывăл Хура тинĕс флотĕнче икĕ çул хĕсметре тăчĕ, çапах пурнăçне çарпа çыхăнтарас темерĕ. Халĕ 4 мăнук пирĕн, пурте — хĕрача. Асли 1-мĕш класа çÿрет.

Инçет Хĕвелтухăçри 45 кун

— Юрий Леонидович, атом шывай кимминчи ĕç опычĕ сире 2013 çулта Хабаровскра командировкăра пулнă чухне те пулăшнине палăртрăр. Çав вăхăтри хăш самант тăтăшах аса килет?

— Астăватăр пулĕ ĕнтĕ: ун чухне федерацин Инçет Хĕвелтухăç округĕнчи ял-хулана шыв илнĕччĕ. Пире, Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн 8 инспекторне, командировкăна ячĕç. Малтан эпир Хабаровскра пултăмăр: инкеке лекнĕ çынсене хăрушсăр вырăна куçартăмăр, çуртсене çирĕплетрĕмĕр, хăйсен килĕнчен кайма килĕшменнисене шыв тата апат-çимĕç кайса патăмăр, полици ĕçченĕсене пулăшрăмăр. Йĕркепе килĕшÿллĕн — хунар çамка çинче пулмалла, çапах синкерпе кĕрешнĕ чухне эпир ăна çăвара хыпса çÿрени те пулнă. Каярахпа пире Амур çинчи Комсомольскри дамба çине куçарчĕç. Дамба хумсем пыра-пыра çапнипе силленет, эпир ăна çирĕплетес тесе тăрмашатпăр. Ун чухне пирĕнпе пĕрле Ивановăри пушар-çăлав академийĕнче вĕренекенсем ĕçлерĕç. Çамрăксене çăмăлах пулман пуль, çапах вĕсем ÿпкелешместчĕç. Унтан пире Тыр поселокне ячĕç. Унта шыв ан хăпартăр тесе насус станцине хăйăр тултартăмăр. Вăрман турттарса тухма та пулăшрăмăр. Çав хушăрах унти халăха шыв обћекчĕсенчи хăрушсăрлăх йĕркипе паллаштартăмăр, çакнашкал инкексенче мĕн тумаллине ăнлантартăмăр.

— 45 кунран тин таврăннă эсир. Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕшĕн, синкерпе кĕрешнĕ чухне хăюлăх кăтартнăшăн сире Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн ертÿлĕхĕ мухтарĕ. Каярахпа «Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысларĕç.

— Эпир хамăрăн тивĕçе пурнăçланă. Çăлавçăсен пĕр-пĕрне пулăшмалла. Эпир ытти участокри тата кÿршĕллĕ регионсенчи, тĕслĕхрен, Мари Элти, инспекторсемпе халĕ те тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр.

Кашни пĕве çумне инспектор тăратаймăн

— Çĕнĕ Шупашкарти участокра тăрăшакансем спутник хулари çеç мар, Шупашкар районĕнчи шыв обČекчĕсенчи хăрушсăрлăхшăн та яваплă. Статистикăна тишкерес тĕк мĕн калама пултаратăр? Ачасем шар курман терĕр. Аслисем вара?

— Çĕнĕ Шупашкарта 2015 çулта 4 çын путса вилнĕ, пĕлтĕр кунашкал инкексем пулман. Шупашкар районĕнче виçĕмçул — 7, пĕлтĕр вара 6 çын шыва кайса çут тĕнчерен уйрăлнă. Путнисенчен нумайăшĕ эрех ĕçни паллă. Чылайăшĕ шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче шар курать. Шел, кашни пĕве-кÿлĕ çумне инспектор çирĕплетеймĕн: пирĕн участокра, тĕслĕхрен, 2 инспектор çеç. Çавăнпа çынсен асăрханулăхпа тимлĕх пирки самантлăха та, çав шутрах — каннă вăхăтра та, манмалла мар.

— Сирĕн, инспекторсен, профилактика ĕçĕсĕр пуçне ытти тивĕç те пур. Мĕнлисем?

— Эпир пĕчĕк карапсене патшалăх регистрацийĕ тăватпăр тата реестртан кăларатпăр, вĕсене тĕрĕслесе-сăнаса тăратпăр. Патруль ирттернĕ май ишев хатĕрĕсем шалти шыв çулĕсенчи правилăсене пăхăнччăр тетпĕр. Катерпа, кимĕпе, ытти пĕчĕк караппа çÿрекенсем ÿсĕр мар-и, докуменчĕсем йĕркеллех-и, çăлав хатĕрĕсемпе жилечĕсем пур-и — йăлтах тĕрĕслетпĕр.

— Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вулакансене мĕн калас килет?

— Тепĕр хут аса илтеретĕп: шывпа шÿтлеме юрамасть! Шыв хĕрринче каннă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнăр, хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне упрăр!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.