Ĕмĕт хăват парать

12 Апр, 2014

Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕнче ку таранччен чиркÿ е таса çăл куç пулман. Мĕншĕн пирĕн патра сăваплă вырăн çук? Сăр енче те турра ĕненекенсем пурăнаççĕ вĕт. Теприсем, авă, кашни вырсарни кун Кĕçĕн Чураш чиркĕвне машина тытсах каяççĕ.

Çак шухăш патне килсе тухнă «Пучах» хуçалăх ертÿçи Н.Эристов. Таса çăл куç, турра кĕлĕ тумалли тата шыва кĕрсе тасалса тухмалли вырăн кирлĕлĕхĕ пирки вăл ялти ватăсемпе, Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Федоровпа канашланă, пачăшкăсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ – пурте ырланă. Çавăнпа ырă пуçару пурнăçа кĕме пуçланă та. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мăн Пакăш ял халăхне пухса пулас таса çăл куç патĕнче Кĕçĕн Чурашри чиркÿ пачăшки Тарсий атте кĕлĕ турĕ, пуçланă çак ĕçре пурин те пĕрле кар тăрса тăрăшмаллине каларĕ. Николай Иоаннович вара асăннă кĕлĕ тумалли çурта тата çăл куçа кăçалхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнине, çитес уйăхăн 22-мĕшĕнче Çветтуй Микулая асăнмалли кун уçма палăртнине пĕлтерчĕ.

- Питĕ кирлĕ ĕç тăватăр. Таса çăл куç районта ытларах пулни чун тасалăхĕшĕн лайăх. Çак таранччен пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем тунă ĕçе малалла пурнăçламалла, ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле. Пурте пĕр шухăшлă пулсан ăнăçатех, - палăртрĕ пухăннисен умĕнче тухса калаçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин. Владимир Николаевич пурне те тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнма чĕнчĕ. Ефросинья Иванова, Вера Якимова тата ытти ватă çăл куç вырăнĕ авалтанпах таса пулнине палăртрĕç. Халăхра «Мăн çăл» тенипе паллă вăл. Галина Макарова хăйĕн кукамăшĕ çав çăлти шывпа çеç хăяр тăварланине, вăл паха пулнине пĕлтерчĕ. 1937-1938 çулсем типĕ килнĕ. Исментерсемпе Урташсем те çак çăл патне шыв ăсма çÿренине ас тăваççĕ ватăсем.

- Таса шыв патне кунта çеç килĕпĕр малашне, - терĕç пухăннисем.

Çак кунах Мăн Пакăшра кĕлĕ вуласа тата ырă тепĕр ĕçе пуçăнчĕç - ĕне фермин 200 пуç вырнаçмалăх çуртне çĕклеме тытăнчĕç. Ял халăхне ĕç кирлĕ, ферма çурчĕ юхăнса çитнĕ. Унта вара 17 çын вăй хурать. Валентина Нестерова ферма заведующийĕ пĕлтернĕ тăрăх - хальлĕхе вĕсем 130 пуç ĕне сăваççĕ, 89 пуç пушмак пăру тата 21 пĕчĕк пăру пăхаççĕ. Пурте Мăн Пакăш тăрăхĕнче çĕнĕ ĕне ферми хăвăртрах пултăрччĕ теççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Владимир Кузьмин та вĕсене «паян ферма тума пуçламасан ыран кая юлма пултаратăр» терĕ. Мăн Пакăшри çĕнĕ ĕне фермин никĕсне «Килес ăрусене валли çыру» хăварчĕç. «Пирĕн ырă пуçарăва эсир тивĕçлĕ хакласса шанатпăр», - тенĕ унта.

Ял аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă ятпа уява хутшăннисене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе В.Семеновпа Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Федоров саламларĕç. Çак проекта «Раççей чĕрĕлĕвĕ ял чĕрĕлĕвĕнчен пуçланать» ят панă. Ăна пурнăçа кĕртме 35 млн тенкĕ кирлĕ. Николай Эристовпа пĕрлех Елена Трофимова, Альбина Плигуськина дояркăсем, Сергей Яргонин ветеринар, Светлана Руфова тĕп зоотехник тата ыттисем те çĕнĕ фермăра хальхи йышши технологисемпе паха сĕт суса илме ĕмĕтленеççĕ. Вăрттăн тепĕр шухăш та пур вĕсен. Пуçланă ĕç ăнсан пăрусем валли тепĕр ферма çурчĕ тумалла. Вĕсем те кивĕ çуртра кирлĕ пек аталанаймаççĕ. Çунатлă ĕмĕт ĕçлес туйăма хăват парать, хавхаланса пурăнма хистет.

 

Етĕрне районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.