Порей сухан тухăçлă

16 Мар, 2017

Пирĕн тăрăхра порей сухана (лук-порей) çитĕнтерме пулать-и? Ăна мĕнле туса илмеллине çырса параймăр-ши?

Вера КОРШУНОВА.

Вăрмар районĕ.

Ыйтăва Шупашкарти Ботаника сачĕн агрономĕ Антонина ВАСИЛЬЕВА хуравлать.

— Порей сухана пирĕн тăрăхра питех акмаççĕ. Çитĕнтерекенсем вара унпа кăмăллă. Вăл тачка туналлă, хăвăрт ӳсет, тутипе батун суханран та, пуçлă суханран та аванрах. Пирĕн тăрăхра çитĕнтерме юрăхлă сортсем — Карантанский, Болгарский, Елефант, Льежский. Апат хатĕрлеме тунине, симĕс çулçине усă курмалла.

Ăна валли пулăхлă кăпка тăпра кирлĕ. Нейтраллă тата пĕчĕк йӳçеклĕхлĕ тăпрана килĕштерет. Ун умĕнхи культурăсем кирек мĕнли те юрать, сухан тата ыхрасăр пуçне.

Порейăн аталану вăхăчĕ вăрах — 140-220 кун. Кăнтăр енче, ăшă тăрăхсенче, ăна тӳрех тăпрана акаççĕ. Пирĕн тăрăхра, ăшă вăхăт кĕскине кура, порея калчапа çитĕнтермелле.

Вăрлăха акиччен марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕнче 30 минута яхăн е ӳсен-тăрана çитĕнме пулăшакан Циркон, Новосил т. ыт. шĕвекĕнче тытмалла. Юр шывĕнче пĕр талăк шӳтерсе лартсан та аван, шыва 3-4 хутчен улăштармалла.

Калчалантарма март, апрель уйăхĕн пуç­ламăшĕччен акма юрать. Савăта дезинфекцилесе хатĕрленĕ тăпра тултармалла, шăвармалла, 5-7 см хăварса йĕрсем тумалла, унта 1-1,5 сантиметртан вăрăсем пăрахса тухмалла, тăпрапа хупламалла та типесрен çиелтен полиэтиленпа витмелле. Çутă вырăна, 22-25 градус ăшă çĕре лартмалла. Шăтма пуçласанах пленкăна илмелле, температурăна 18-20 градус хăвармалла, çĕрлехи температура 14-15 градус çеç пулсан аван. Ытлашши ăшăра порей вăрă тунине кайма пултарать.

Калчана 50-60 кунран, май уйăхĕн иккĕмĕш çурринче, йăран çине куçарса лартмалла. Тăпрана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе е компостпа пулăхлатмалла, калча чĕрĕлсе çирĕпленсен 5-10 г аммиак селитрипе шăвармалла. Пахчари тăпра йӳçенкĕрех тĕк сухан речĕсене кĕл сапмалла. Калчана лартма 15 см тарăнăш йĕрсем тумалла, пĕр-пĕрин хушшине 10-15 см хăварса пымалла. Ретсен хушши 30-35 см пулмалла. Калчана куçарнă чухне тымарсене 2-3 см çеç хăварса касмалла, çулçăна та 1/3 чухлĕ кĕскетмелле.

Тарăна лартнă сухан лайăх ӳстĕр тесен çителĕклĕ шăварса тăмалла, тăпрана кăпкалатмалла. Ӳс­­нĕçемĕн ретсене пĕчĕккĕн çĕр тултарса пымалла, июль вĕçĕнче, августра ăна купаламалла — туна шурăрах пулĕ. Сентябрь çурричченех шăвармалла, порея нӳрĕк нумай кирлĕ.

Пулса пынăçемĕн порей сухана апат валли усă курмалла. Кирлине кура çимĕçе тăпăлтармалла. Вăйлăрах сивĕсем пуçланас умĕн, октябрь вĕçнелле, йăлтах кăлармалла. Çулçине çуррине яхăн кĕскетмелле, курупкана таса нӳрĕ хăйăрпа хупласа хумалла. Темиçе сухана хĕл каçма хăварма юрать. Вăйлă сивĕсем килеспе хăварнă сухана хыр лăссипе е ăшă тытакан урăх материалпа витмелле.

Порей сухан тĕрĕс пăхсан пуçлă суханран тухăçлăрах. Вăл тĕрлĕ витаминсемпе, минералсемпе пуян. Сивве тӳсĕмлĕ, лайăх упранать. Унăн шурă тунинче аскорбин йӳçеклĕхĕ упраннăçемĕн ӳсет çеç. Çакнашкал пахалăх урăх пĕр пахчаçимĕçĕн те çук.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.