Тĕлĕнтермĕш класс
Хĕрÿ-çке çуркуннехи хĕвел. Çиçсе кулчĕ те пĕр тапхăр пĕтĕм пит-куçĕпе — тĕнче çуталса, ăшăнса кайрĕ. Кайăксем сарă куна мухтаса пин кĕвĕллĕ концерт пуçларĕç. Уçă чÿречерен çак илемлĕ сасă чуна ăшăлăх парнелерĕ. Пĕрремĕш классен, авă, рисовани урокĕ пуçланчĕ. Класс ертÿçи — Алена Феликсовна Александрова, вĕренекенсемпе яланхиллех калаçу пуçарчĕ.
Ӳкерни - чуна çĕклентерет
— Ачасем, эсир ÿкерме юрататăр вĕт? Апла-тăк, атьăр тăрăшса, васкамасăр ĕçе пуçăнар. Ăнăçлисене суйласа илĕпĕр, вĕсенчен хăйне евĕр курав та йĕркелĕпĕр каярах. Пирĕн пултарулăхпа хамăр шкул ачисем паллашнă хыççăн ĕçсене «Тетте» журнала та ярса парăпăр. Ун чухне эпир хастар пулнине, хамăр тăрăхра кăна мар, республикăри ытти ачасем те пĕлĕç, — терĕ педагог маттурсемпе ăшшăн пупленĕ май.
Ачасен куçĕсем çăлтăрла çиçсе илчĕç. Такам чĕрĕ вăй вĕрсе кĕртрĕ тейĕн. Парта хушшинчен йăлт та ялт! сиксе тăчĕ хăшĕ-пĕри.
— Алена Феликсовна, мĕн ÿкермелле? Эпир альбома тем те куçарма пултаратпăр. Çÿлте вĕçекен самолета, тĕлĕнмелле илемлĕ теттесене, сарă хĕвеле, çурхи шывпа юхтармалли пĕчĕк çеç пăрахутсене, — терĕç хавхалануллăн пĕр-пĕрне пÿле-пÿле.
— Хамăр пурăнакан çурта ÿкерĕпĕр. Мĕнле куратăр, çапла сăнламалла. Халĕ альбомăрсене кăларăр, — хушрĕ Алена Феликсовна.
Вĕренекенсем альбомĕсене уçса хуричченех шарламасăр тăхтаса тăчĕ хăй. Вара тÿрĕ лармаллине асăрхаттарчĕ. Акă ачасем ĕçе пуçăнчĕç. Пурин валли те чуна çĕклентерекен ĕç тупăнчĕ.
Алена Феликсовна сĕтел хушшинчен тухса партăсем çумĕпе утрĕ. Кам еплерех ĕçлет-ши? Коля Башкиров умĕнче чарăнчĕ учительница. Хăвăртлăхĕ пур ачан. Кăранташ тытнă пÿрнисем вылянаççĕ кăна. Ку ачан ÿкерес енĕпе ăсталăх пур мар-и? Ытарайми ÿкерчĕк кĕçех хатĕр те пулмалла.
— Алена Феликсовна, хамăр çурт тавралла ытти йывăç та ÿсет. Ăна та халех ÿкеретĕп, — пĕлтерет Коля.
— Маттур. Хурăн кăтраланса ларнине, пÿрт тăрринче кайăк юрланине, вăрман тăрринчен хĕвел тухнине ĕненмелле ÿкернĕ, — терĕ вĕрентекен.
Унтан чÿрече умне пырса тăчĕ. Шăнкăрав янăраса та кайрĕ. Ачасем кулянса ассăн сывласа ячĕç.
— Эпир ÿкерсе пĕтереймерĕмĕр. Тен, тепĕр урокра та ÿкерĕпĕр, — терĕç пĕчĕкскерсем пĕр-пĕрин çине пăхса.
— Темех мар, пуçланă ĕçе тепĕр урокра туса пĕтерĕпĕр. Уншăн кулянас çук, — терĕ ăшшăн.
Вĕренекенсем вара çак сăмахсемшĕн вĕçсе каяслах хĕпĕртерĕç...
Вăл мана анне пек туйăнчĕ
Пĕрремĕш классен ертÿçи — Алена Феликсовна Александрова — хăйĕн вĕренекенĕсем çине пăхать те ачалăхне аса илет. Куçĕ умне ырă самантсем шуса та тухаççĕ. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕн Елизавета Ивановна Иванован ырă сăнарĕ шуса тухрĕ.
— Пĕрремĕш хут парта хушшине ларни те куç умĕн-чех. Акă класа Елизавета Ивановна кĕчĕ. Ăшă куçлă хăй, тирпейлĕскер. Кашни ачана юратса пăхать. Темăна лайăх ăнлантарать. Мĕн тери ырă учительница! Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшаканскер кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çав вăхăтрах пирĕнтен çирĕп ыйтать. Çакă пире вĕренÿре ÿсĕмсем туса пыма пулăшрĕ. Кайран вăл хавхалантарнăранах тĕрлĕ уяв-концерта хутшăнма тытăнтăмăр. Сцена çинче пулма питĕ килĕшетчĕ мана. Çав самантсене эпĕ яланах иртнĕ вăхăтпа мар, хальхи вăхăтпа аса илетĕп тепĕр чухне, — тет хастар педагог.
Алена Феликсовна шкултан вĕренсе тухсан шăпах вĕсен тăрăхĕнче ача сачĕ уçăлнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿснĕскер тÿрех воспитательницăна вырнаçнă. Ачасене курас, вĕсемпе пĕрле пулас тĕллевпе куллен ĕçе ырă кăмăлпа васканă. Кайран хăйне валли педагог профессине суйласа та илнĕ.
Пĕрремĕш хут хăйне шанса панă класа кĕнине епле манайăн-ха тата? «Уроксене епле йĕркелемелли план пур. Вĕрент те вĕрент. Ачасен вара мĕнпур ĕçĕ те учитель каланине тимлĕн итлесе çеç лармалла», — терĕ вăл хăйне лăплантарса.
Шухăша кайнипе шкул патне çитнине сиссе те юлаймарĕ. Акă пÿлĕме кĕчĕ. Хаваслă ачасене курсан пăшăрханни самантрах сирĕлчĕ. Акă сĕтел çинче савăтпа лартнă чĕчек çыххине курчĕ. Пÿлĕме тутлă шăршă сарăлнă, пыл тути калать. Кама савăнтармĕ ĕнтĕ ку? Эппин, хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне чунтан кĕтеççĕ. Шăнкăрав янăрарĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем парта хушшине вырнаçрĕç. Акă, малтанхи тĕлпулу.
— Мана Алена Феликсовна тесе чĕнеççĕ. Малашне кашни кунах пĕрле пулăпăр, — терĕ вăл.
Унтан кашни ачапа паллашрĕ. Кашнине витĕр курма тăрăшрĕ. Парта хушшинче ларакансем те чĕкеç чĕппи пек пăхаççĕ хăйсен çĕнĕ учительници çине. Ара, вĕсен те питĕ пĕлес килет-çке: ырă кăмăллă-ши? Юратĕ-ши?
Ачасем те, учительница та чăрмавлă шухăшсене сирсе пĕрремĕш урока тытăнчĕç...
Киле кайнă чухне шавларĕç пĕр кана тус-тантăшсем.
— Мĕн тери килĕшрĕ мана çамрăк вĕрентекен! Темшĕн вăл мана анне пек туйăнчĕ, — терĕ ушкăнран пĕри, яланах çĕннине пĕлме тăрăшаканскер.
— Санпа килĕшетĕп! Ырă кăмăллăскер, ăшшăн та хитрен калаçать, — пĕлтерчĕ хăй шухăшне тепри.
— Урока лайăх ăнлантарать!
— Сăнарăр-и, мĕнле илемлĕскер хăй тата! Унăн калаçăвне вĕçĕмсĕр итлес килет!
Çапла мухтарĕç ачасем хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне çав кунхине. Алена Феликсовна ку сăмахсене çавăн чухне илтмерĕ пулин те, ачасем хăйне хисепленине чунĕпе туйрĕ... «Çак черченккесенчен çын тăватăпах. «Ырă лаша тăвас тесен, тихаранах лайăх пăхса ÿстермелле», — текен каларăша та асрах тытăп», — терĕ вăл шухăша путнă май.
Пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ
Унтанпа 25 çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Паян та Алена Феликсовна ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшать.
Хăйне шанса панă ĕçе кăмăлпа пурнăçлани пÿлĕме кĕрсенех курăнать. Класра тирпейлĕ те хитре. Йĕри-тавра чечексем куçа илĕртеççĕ. Илемлĕ стендсем те кăмăла çĕклеççĕ. Чÿрече умĕнчи аквариумри пулăсем те ачасене вĕренÿре хавхалантараççĕ. Шыв айĕнчи «патшалăхри» пурнăç та вĕсемшĕн тĕлĕнтермĕш! Ара, унта ÿсен-тăранĕ те тĕрлĕрен, вĕтĕ чулĕсем те пĕр тĕслĕ кăна мар, пуллисем тата Çĕнĕ çул чăрăшне капăрлатнă теттесем пек тĕрлĕ тĕспе йăлкăшаççĕ.
— Эх, аттепе анне мана çакăн пекки туянса парсан-и? Мĕн тери чаплă парне пулĕччĕ, — тет пĕри те тепри.
— «Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ», — теççĕ! Ан пăшăрханăр, сирĕн ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕреççех. Эпĕ те авă тахçантанпах пĕчĕк йытă çури пирки ĕмĕтленеттĕм. Ÿкерме юрататăп та, альбомра та йытă çурисене сăнлаттăм: хурисене, шуррисене, ула-чăлисене. Урамра вĕсене курмассерен аттепе аннене çакăн пирки аса илтереттĕм. Мĕн тетĕр! Нумай пулмасть вара йытă çуриллĕ пултăм. Пÿртре пурăнаканскер мана шкула ăсатса ярать, кĕтсе илет. Пĕрле урок тăватпăр. Ăна чĕрçе çине лартса чăваш, вырăс тата акăлчан юмах-халапĕпе паллаштаратăп. Вăл йăлтах ăнланнăн тимлĕ итлесе ларать ун пек чухне. Акă кĕçех аквариумри пулăсене те, шел, вĕсем калаçма пĕлмеççĕ пулин те, хам пек виçĕ чĕлхепе калаçма вĕрентĕп, — тет Ульяна Федорова хăпартланса та йăл кулса.
Алена Феликсовна хăйĕн класĕпе питĕ кăмăллă.
— Манăн вĕсем, 8 хĕрачапа 10 арçын ача, питĕ туслă. Çав шутра хамăн ывăл, Всеволод та пур. Килте: «Анне, аннеçĕм», — тесе кушак çури пек ачашланать пулсан, шкулта эпĕ уншăн Алена Феликсовна. Унран ыттисем пекех çирĕп ыйтатăп. Спорта юратнисĕр пуçне математика предметне кăмăллать. Ялан çырать, вулать. Шашка-шахматпа кăсăкланать. Тăхтавсенче ытти ачасем те вăхăчĕсене ахаль ирттермеççĕ. Доминолла выляççĕ, ÿкереççĕ. Пулăсемпе, чечексемпе юратса калаçакан та пур. Пĕр-пĕрне пулăшасси — пĕрремĕш вырăнта вĕсен. Кирек епле йывăрлăхра та тусшăн кар тăраççĕ. Лайăх вĕренекеннисем ыттисемпе тăхтавсенче пĕрле лараççĕ, юмах-халап вулаççĕ, сăвăсем пăхмасăр вĕренеççĕ, тупмалли юмахсемпе кăсăкланаççĕ, — тет хастар вĕрентекен.
«Тетте» журналпа, «Тантăш» хаçатпа туслашасшăн
Класс хăйĕн тĕллевне пĕчĕккĕн пурнăçласах пырать. Уявсем çине-çинех ирттерчĕ, пултарулăхĕсемпе ашшĕ-амăшне кăна мар, куракана та савăнтарчĕç. Юрра-ташша кăмăлланисĕр пуçне пĕчĕк сценкăсемпе те кăсăкланаççĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен вара пурин те шăкăртаттарса вуламаллине, хитре те таса почеркпа çырма вĕренмеллине те пурте пĕлеççĕ.
— Алена Феликсовна, эпир çуллахи вăхăт çитнишĕн пĕрре те савăнмастпăр. Пирĕн каникула каясах килмест. Ун чухне вара эпир Сире те, пĕрле вĕренекенсене те кураймастпăр. Виçĕ уйăх канасси виçĕ кун мар вĕт-ха, — теççĕ ачасем вĕрентекен çуллахи кунсем пирки калаçма тытăнсан.
Алена Феликсовнăна ачасемпе ĕçлеме яланхиллех килĕшет. Анчах пĕр пулăм унăн чунне ыраттарать.
— Ачасем вырăсланса пыни тарăн шухăша ярать. Çакă йăлтах ашшĕ-амăшĕнчен килекен япала-çке. Вĕсем килте тĕпренчĕкĕсемпе вырăсла калаçаççĕ. Çук, çук, кунашкал ÿкерчĕк пирĕн тăрăхра кăна мар, республикăри ытти ялсенче те çавах. Кирек мĕнле пулсан та, хамăрăн йăх-несĕл чĕлхине упраса хăвармаллах. Çитес çул эпир «Тетте» журналпа, «Тантăш» хаçатпа çывăх туслашасшăн, çыхăну тытасшăн. Унти сăвă-калавпа паллашнисĕр пуçне хамăр та çырма пуçăнасшăн. Ара, çырмалли тем чухлех. Кашни кун çĕнĕлĕхпе паллашатпăр, кĕнеке вулатпăр, ÿкеретпĕр, тус-юлташа пулăшатпăр. Кайăксем валли сырăшсем ăсталатпăр. Иккĕмĕш класа куçсан — эпир пысăкланатпăр. Тавра-курăм та, ăс-тăн та çивĕчленет. Апла-тăк, редакципе çыхăну тытасси пирĕншĕн нимĕнле чăрмав та пулмĕ, — терĕ пултаруллă педагог.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Муркаш районĕ, Йÿçкасси шкулĕ.
Комментировать