Сосновкăри ухăçă Европăра çĕнтернĕ

14 Мар, 2017

Шупашкарти 17 çулти ухăçă Европăри чемпионатра тата первенствăра бронза медале тивĕçнĕ. Юниорсем хушшинчи ăмăрту Францири Виттель хулинче пуш уйăхĕн 6-12-мĕшĕсенче иртнĕ.

Çамрăк ухăçăсен чемпионачĕ Раççей командишĕн ăнăçлă вĕçленнĕ. Пирĕн çĕршыв спортсменĕсем Францирен 11 медальпе таврăннă.

Сосновкăри ачасемпе çамрăксен 10-мĕш спорт шкулне çÿрекен Роман Ефремов Европа шайне пуçласа тухнă. Апла пулин те хăйне лайăх енчен кăтартнă. Мускав каччипе Дмитрий Степановпа тата Калининград яшĕпе Евгений Соколпа команда ăмăртăвне хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухнă.

Чăваш Енĕн Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Сосновкăри спортсмен ăсталăха тĕнче класлă спорт мастерĕ, Ухăран перекенсен республикăри федерацийĕн президенчĕ Максим Яриков патĕнче туптать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать