Волонтерсем каяççĕ Сочие

14 Мар, 2017

Çамрăксемпе студентсен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ пуçланиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Çичĕ уйăхран Сочи хулине 150 çĕршывран 20 пин çамрăк, 5 пин волонтер пухăнĕ. Халĕ шăпах фестиваль валли волонтерсем хатĕрлеççĕ.

Çавна май Раççейре Волонтерсене фестивале хатĕрлекен центрсем уçма палăртнă. Çакнашкал 20 центртан пĕри пушăн 10-мĕшĕнче Шупашкарта уçăлчĕ. Асăннă центра савăнăçлă лару-тăрура уçма Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ информацин социаллă центрне Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин, вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева килсе çитрĕç.

Центр ертÿçи Юлия Егорова пухăннă хастар çамрăксемпе хаклă хăнасене кунти ĕç йĕрки пирки каласа кăтартрĕ. Юлия Витальевна пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енрен фестивале 50 волонтера илсе кайĕç. Кăмăл тăвакансем центра килсе хăйсемпе тĕплĕн паллаштарма пултараççĕ. Паллах, анлă форума волонтер пулса хутшăнас текенсен пĕтĕм тĕнчере усă куракан мĕнле те пулин ют чĕлхене лайăх пĕлмелле. Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра акăлчан, китай, испан, араб чĕлхисене аван пĕлекен çамрăксем пуррине центра уçнă чухнех курса ĕненме май килчĕ. Сумлă хăнасем сăмах илсен вĕсем куçаруçăсен рольне йышăнчĕç – хăйне майлă репетици йĕркелерĕç.

Иван Моторин центр кирлĕлĕхне палăртнă май волонтерсемсĕр çĕршыври, тĕнчери пĕр пулăм та иртменнине асăнчĕ. Фестивальте пирĕн çĕршыв çинчен ытти çĕршыв мĕнлерех шухăшласси волонтерсен тыткаларăшĕнчен те чылай килнине çирĕплетрĕ. Ирина Клементьева волонтерсене ырă суннă май фестиваль вĕсене аталанма ырă витĕм кÿресси çинчен каларĕ: «Ĕмĕрлĕх асра юлакан форум вăхăтĕнче ушкăнпа ĕçлеме хăнăхатăр, ун хыççăн пĕтĕм тĕнчепе хутшăнма тытăнатăр».

Волонтерсене хатĕрлекен центра уçма Çамрăксемпе студентсен пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕн дирекцийĕн волонтерсемпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Анна Захматова та хутшăнчĕ. Çак кун вĕсем Юлия Егоровăпа Шупашкарти центр Раççейри волонтерсен ытти центрĕпе туслă çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пусрĕç.

Тĕлпулу хăнасем волонтерсене ырă сунса кĕске çыру янтăланипе, ăна Вăхăт капсулине чăмтарнипе вĕçленчĕ. «Ыран ку капсула Хусансен çырăвĕсемпе пуянланĕ», — терĕ Анна Захматова волонтерсен черетлĕ центрĕ Тутарстанăн тĕп хулинче уçăлассине систерсе.

Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.