Кинозалсем уçаççĕ, çĕнĕ клубсем хăпартаççĕ

14 Мар, 2017

Экономикăри лару-тăру çăмăл мар пулсан та культура тытăмне укçа самай хывăнать

ЧР Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче, вăл нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ, отрасль учрежденийĕсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă.

Культурăпа искусство деятелĕсене, клуб, библиотека, архив учрежденийĕсен ĕçченĕсене, общество организацийĕсен, туризмпа киноиндустри представителĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă. Валерий Николаевич палăртнă тăрăх, культурăпа искусство ĕçченĕсен аллинче аваллăх та — иртнĕ кун-çула типтерлĕ упракан архивсем, хальхи вăхăт та — республикăра килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ конфесси, пуласлăх та — çитĕнекен ăрăва хушма пĕлÿ паракан учрежденисем.

Чăваш Ен культура министрĕ Константин Яковлев отраслĕн иртнĕ çулхи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсемпе паллаштарнă. 2016 çулта Раççейре Кино çулталăкĕ иртнĕ май республикăра ку енĕпе начар мар ĕçленине палăртнă. Наци тата Раççей кинематографине аталантарас тĕлĕшпе 80 ытла проектпа мероприяти пурнăçа кĕнĕ. Пĕчĕк хуласенче кинозалсем уçассипе те çине тăрса ĕçленĕ, цифрăпа ĕçлекен кинохатĕрсем туянма Раççей Кино фондĕнчен 30 миллион тенкĕ илнĕ. Çапла майпа Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра, Сĕнтĕрвăрринче, Çĕрпÿре çĕнĕ кинозалсем хута кайнă.

Республика ертÿлĕхĕ Чăваш Енре патшалăх киностудийĕ йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва татса панă. Иртнĕ çул «Чăвашкино» патшалăх киностуди чăмăртаннă. Унăн тĕп тĕллевне министр çапларах палăртнă: «Республикăра кинотеатрсен тытăмне аталантарассине те, специалистсем хатĕрлессине те, кинопроката йĕркелессине те, фильмсем ÿкерессине те вăйлатмалла, — тенĕ вăл. — Унпа пĕрлех культурăпа искусствăра уйрăмах палăрнисен портрет галерейине те йĕркелемелле».

Докладçă республикăри этнокультура пурнăçне çапла хак панă: «Чăваш Енри халăхсен Аслă пухăвне ирттерни тата республикăра пурăнакан Халăхсен ассамблейине йĕркелени — пысăк çитĕнÿ. Кăçал Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне уçни Чăваш Ене тăван кĕтес тесе йышăнакан 128 наци çыннишĕн тивĕçлĕ парне пулĕ».

Чăваш тĕррин музейне уçнине те ырламалла, çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 11 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май «Кĕмĕл чăлан» проект та пурнăçа кĕнĕ. Кунта малашне ювелир искусствин хатĕрĕсен куравĕсем иртĕç.

Иртнĕ çулхи тĕп çитĕнÿсенчен пĕри — çĕнĕ клубсем туни. Сăмахран, виçĕ клуб çĕклеме Чăваш Ен бюджетĕнчен 24,2 миллион тенкĕ тăкакланă, Раççей бюджетĕнчен — 8,8 миллион тенкĕ. Кăçал тата тăватă клуб — Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай тата Канаш районĕсенче — хута яма палăртса хăварнă.

Константин Геннадиевич 2017 çулхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне çакна та — Республика кунĕн витĕмĕпе иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале Раççей ачисен пĕрлештернĕ хорĕ хутшăнасси — кĕртнĕ. «Республика кунĕ тĕлне Чăваш Енре те ачасен пĕрлештернĕ хорне чăмăртама тĕллев тытатпăр», — тенĕ министр.

Экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулсан та Чăваш Ен Правительстви культура тытăмне май çитнĕ таран пулăшать. Çакна ырламалла çеç: культура аталанмасăр наци те вăйланаймасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.