Лаша вырăнне — МОТОБЛОК

14 Мар, 2017

Елчĕк районĕнчи Энтепере ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраççĕ, çав вăхăтрах çĕннине те ăса хываççĕ. Вулавăшпа культура вучахĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, ял çыннисене хăйсен тавра пуçтараççĕ.

Чи ватă вулакан – тăхăрвун çиччĕре

Энтепесен вулавăшĕ 2006 çулта тĕслĕхлĕ пулса тăнă. 2002 çултанпа ăна Лариса Данилова ертсе пырать. Маларах вăл шкул вулавăшĕнче вăй хунă. «Эпир Çĕнĕ Арланкасси, Энтепе, Кивĕ Арланкасси çыннисене кĕнекепе тивĕçтеретпĕр. 2016 çулта пирĕн 400 вулакан пулнă. /Танлаштарма: 10 çул каялла — 620/. Фондра — 9000 ытла кĕнеке. Вĕсенчен 2224-шĕ — чăвашла. Ытларах аслă ăру çыннисем, тивĕçлĕ канурисем «чун çимĕçне» ăса хываççĕ. Чăвашла юратса вулаççĕ. Шел, чăваш кĕнеки сахал килет. Калăпăр, пĕлтĕр тăван чĕлхепе кăларнă 20 кĕнеке кăна хушăннă. Юрать, пуçаруллă, хастар çынсем килти кĕнекисене парнелеççĕ. Шкул ачисем те вулавăша тăтăшах çÿреççĕ. Пирĕн чи ватă вулакан — 97-ре. Вăл — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Тихон Табаков. Ватă çын «Ĕмĕр сакки сарлака» йышши кĕнекесене вулама кăмăллать», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Лариса Данилова.

Вулавăш «хуçи» пĕлтернĕ тăрăх, ял çыннисем ытларах Ангелина Павловскаян, Юлия Силэмĕн, Николай Симуновăн, Сергей Павловăн, Георгий Ефимовăн кĕнекисене вулама юратаççĕ. Килĕштернĕ авторĕсен çĕнĕ кĕнекисем тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсемпе яланах кăсăкланаççĕ. Библиотека спонсорсен пулăшăвĕпе тĕрлĕ хаçат-журнал, çав шутра, паллах, «Хыпара» та, çырăнса илет. «2017 — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ», «Раççейре Экологи çулталăкĕ», Елчĕк районĕ 90 çул тултарнă тĕле ятарлă куравсем йĕркеленĕ. Асăннă ялтан тухнă çыравçăсемпе — Афалек Энтепепе, Любовь Федоровăпа — тĕлпулу час-часах ирттереççĕ. Вулавăшра халăха право информацийĕпе тивĕçтермелли условисем те тунă. Кунта библиотекăпа çемье хушшинчи çыхăнăва лайăхлатас тĕллевпе вăй хураççĕ. «Чи нумай вулакан çемье» мероприятисем, «Кĕнеке тата çемье» калаçусем йĕркелеççĕ.

Кăçал «Эпĕ кĕнекепе çут çанталăк тĕнчине уçатăп», «Халăхăн мухтавлă ывăлĕ» литературăпа поэзи сехечĕ, «Афганистан манăн чунра пурăнать» паттăрлăх урокĕ, «Атте, анне тата эпĕ» конкурс вулавçăсене йышлăн пухнă. «Кăçал Çăварние хаваслă ирттертĕмĕр. Паян ялта лаша юлман, çавăнпа мотоблока хăюсемпе, чечексемпе капăрлатса ял тăрăх юрласа, ташласа çÿрерĕмĕр. Икерчĕ пĕçертĕмĕр, катемпине çунтартăмăр. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май çулла ачасемпе вăрманпа паллашма кайăпăр, унти пуянлăха мĕнле упрасси пирки сăмах пуçарăпăр. Пирĕн патра «Çăтмах пахчи» текен илемлĕ вырăн пур, унта çитсе курăпăр», — тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ вулавăш хуçи.

Çапах вулакан йышĕ мĕншĕн чакса пырать? Мĕншĕн паян ачасемпе çамрăксем кĕнеке вуласшăн мар? «Чун çимĕçне» юратма епле хăнăхтармалла-ши вĕсене? «Паян ачасемпе çамрăксем компьютерпа, Интернетпа, чаплă карас телефонĕсемпе, техникăпа ытларах кăсăкланаççĕ. Программăпа вулама хушнине пăхкаласа тухаççĕ вĕсем, анчах ыттине вуласшăнах мар. Вĕсене илĕртес тесе тĕрлĕ мел шыратпăр, расна мероприятисем ирттеретпĕр ĕнтĕ. Пĕрех лару-тăрăва тăруках улăштарма çук-ха. Шел, çамрăк ăру чăвашла та калаçасшăнах мар. Пирĕн калаçу юхса пырать тĕк — вĕсен урăхларах», — шухăшне палăртрĕ Лариса Николаевна.

«ШЕЛ, ÇАМРĂК ĂРУ ЧĂВАШЛА ТА КАЛАÇАСШĂНАХ МАР. ПИРĔН КАЛАÇУ ЮХСА ПЫРАТЬ ТĔК — ВĔСЕН УРĂХЛАРАХ»

Çитмĕл урлă каçнă Вера Иванова «Чи нумай вулакан» ята тивĕçнĕ. Çулталăкра вăл 24 кĕнекене ăса хывать. Вера Пантелеймоновна «Тăван Атăл» журналăн кашни номерĕпе те хаваспах паллашать.

Пэлеш — сумлă апат

«Культура вучахĕ» çумĕнче пирĕн «Туслăх» драмтеатр пур, спектакльсем лартатпăр. Ачасем валли те «Театр маски» ушкăн йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть «Чечеклĕ кăмпа» спектакль лартнăччĕ. Ялти хĕрарăмсем «Вун тÿпе» фольклор ушкăнне юрлама хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем – аслă ăру çыннисем. 97-ри Тихон Табаков та балалайка калама хутшăнать. «Вун тÿпесем», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Кай, кай Ивана» йышши юрăсене шăрантараççĕ. Ваттисем вĕрентсе пынипе улах, вăйă юррисене юрлаççĕ. Сцена çине пир кĕпесемпе, тĕрлесе илемлетнĕ ĕлĕкхи саппунсемпе тухатпăр», — каласа кăтартрĕ клуб заведующийĕ Эльвира Артемьева.

Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма вĕсем кÿршĕ ялсене те çÿреççĕ. «Хамăр хуранта кăна вĕренипе аталанаймастăн», — теççĕ. Шăматкунсенче çамрăксем валли ташă каçĕсем ирттереççĕ. Шашкăлла, теннисла выляс енĕпе конкурссем йĕркелеççĕ. Аваллăха упрас тĕллевпе Энтепесем клуб çумĕнче музей кĕтесĕ те тунă. Унта — чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатерĕсем, савăт-сапа, çи-пуçĕ.

Мана авалхи йăла-йĕрке кăсăклантарчĕ. Энтепесем Сурхури, Кăшарни, Çăварни, Мăнкун, Çимĕк, Питрав тата ытти уяв йĕрки-куркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Кивĕ çĕнĕ çулта тата Мăнкун умĕнхи каç йăвача /йăва пек, анчах пĕчĕкрех/, Çăварнире кульмак / /икерче çапла калаççĕ/ пĕçереççĕ. Сурхурире пăрçа ăшаласа çиеççĕ. «Сурхури иртсен «Юмăç пăхрăм хăраса» каç йĕркелетпĕр. Унта юмăç пăхатпăр, палламалла мар тумланса ял тăрăх çынсене хăратма тухса каятпăр. Халăхра Мăнкун речĕ ирттересси те пĕтмен-ха. Пысăк праçнике ăратнесем пĕрле пухăнса палăртаççĕ. Мăнкунра ачасем хутаçпа çăмарта пухса çÿреççĕ, килĕрен киле кĕреççĕ. Мăнукăмсем 60-шар çăмарта пуçтарса килеççĕ. Вĕсене йăвача, канфет, чупа-чупс, шăккалат тата ытти пылак çиме те параççĕ. Маттур ачасене кайран клубра пухатпăр, хамăр та парне, кучченеç паратпăр. Тулли хутаçа вĕсем юлташĕсемпе пĕрле пушатаççĕ», — хавхалансах калаçрĕ Эльвира Семеновна.

Энтепере пэлеш те янтăлаççĕ. Пытармастăп: маншăн ку çĕнĕлĕх пулчĕ. Пирĕн тăрăхра /Трак енче/ пĕçермеççĕ ăна. «Пэлеш — сумлă апат шутланать, ăна хăнана кайсан чи çывăх, хаклă та хисеплĕ тăвансене пустарнă /кастарнă.— Авт./. Пурте шăрттан тăвайман вĕт. Хăшĕсем хăнана пэлеш пĕçерсе кайнă. Ăна кĕрперен те, çĕрулмирен те янтăланă. Унта какайпа сухан хушаççĕ. Пэлеше чустаран кăвакарчăн, пилеш, чечек ăсталаса илемлетеççĕ», — ăнлантарчĕ культура вучахĕн ертÿçи. «Сирĕншĕн ятарласа ăсталăх сехечĕ те йĕркелеме хирĕç мар, килĕр», — хушса хучĕ Лариса Данилова.

Лайăх кăмăлпа таврăнтăм Энтеперен. Эльвира Семеновнăн 7 çулти мăнукĕ София та чăваш тумĕпе сцена çине хаваспах тухни, чăваш юррисене шăрантарни, тăван чĕлхепе чĕвĕлти чĕкеç пек чĕвĕлтетни савăнтарчĕ мана. Апла аслисен ĕçне малалла тăсакан пулĕ кунта.

Роза ВЛАСОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.