Хăва - асамлă йывăç

11 Апр, 2014

Ыран турра ĕненекенсем çурхи пысăк уявсенчен пĕрне - Кăчăкă праçникне палăртаççĕ. Чиркÿ календарĕнче вăл "Турă Иерусалима кĕни" ятлă. Паян вара - Лазерь шăмат кунĕ. Иисус Лазере вилнĕ хыççăн тăваттăмĕш кунне чĕртнĕ. Çак пулăм пирки пĕлнĕ Иерусалим халăхĕ Христоса хулана кĕнĕ чухне /вăл ашак утланса кĕни паллă/ пальма тураттисем тытса савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Ку праçник Иисуса çăлавçă пек йышăннине тата вăл Çăтмаха кĕнине пĕлтерет.

Ăна Аслă типĕн улттăмĕш эрнинче, вырсарни кун уявлаççĕ. "Пальма вырсарни кунĕ", "Чечеклĕ вырсарни кун" е "Кăчăкă уявĕ" теççĕ. Раççейре пальмăна хăва, йăмра кăчăкипе улăштараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн патăмăрта чăн малтан чечеке лараççĕ. Кăçал çуркунне ир килчĕ те - кăчăкă та пур, ама хупаххи те чечеке ларчĕ. Шупашкарти тĕп пасарта 4-5 кун каяллах кăчăкă сутма пуçларĕç. Ыран республикăри пур чиркÿре те ĕненекенсем ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче кăчăкă кăларнă хăва туратти тата çурта тытса тăрĕç. Кĕлĕ хыççăн пачăшкă кăчкăна çветтуй шывпа сăваплать. Сăвапланă кăчкăна ĕненекенсем турăш çумĕнче çулталăк тăршшĕпех упраççĕ. Вăл усал-тĕселтен, чир-чĕртен сыхлать тесе ĕненеççĕ.

Халăхра чиркÿрен таврăнсан кăчăкăпа пĕр-пĕрне майĕпен лектерсе илесси, сывлăх сунасси йăлана кĕнĕ. Хăван сиплĕхне ĕненнипе çыхăннă ку. Малтанах кăчăкăпа чиркĕве кайман ачасене сĕртĕнсе илнĕ. "Хăва пек аслă, шыв пек сывлăхлă, çĕр пек пуян пул",- тенĕ. Хăш-пĕри выльăх-чĕрлĕх сывă пултăр, лайăх хунатăр, пыл хурчĕсен çăвăр нумай уйăрччĕр тесе сăвапланă кăчăкăпа картишне, лупаса, утара кĕрсе тухнă. Кун хыççăн кăчкăна куç ÿкесрен, чир ересрен сыхлать тесе çулталăкĕпех упранă. Чăвашсем те хăвана асамлă йывăç шутне кĕртнĕ. Вĕсем ун çине ырă чунсем ларса канаççĕ тесе ĕненнĕ. Кунсăр пуçне хăва хĕл ыйхинчен пуринчен маларах вăранса кăчкă кăларать, çуркунне çитнине систерет, çут çанталăк вăйне палăртать. Çак кун çиллĕ - çу та çиллĕ килет-мĕн. Çанталăк лайăх - çу та ăшă, тухăçлă пулать. Уяр та сивĕ тĕк - çурхи культурăсем ăнса пулаççĕ. Кăчăкă праçникĕнче çанталăк ăшă тăни улма-çырла нумай пулассине те систерет.

Енчен те хĕрарăмăн нумай вăхăта яхăн çие юлмасть тĕк Кăчăкă праçникĕнче кăчăкă çимелле - вара сывалать. Савнă çынна курас килет - Кăчăкă вырсарни кунĕнче ун çинчен шухăшламалла: килетех. Пуян пулас килет-и? Апла çак уявра хулăн çулçăллă чечек лартăр. Аса илтеретпĕр: Кăчăкă уявĕ хыççăн Аслă типĕн чи çирĕп эрни пуçланать.

Рубрика: