Тутар чунлă вырăс ÿнерçи

11 Апр, 2014

Чăваш наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче çак кунсенче уçăлнă курав - Культура çулталăкĕнчи паллă пулăм. Унта Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн тĕп ÿнерçин, Тутар Республикин халăх художникĕн Сергей Скомороховăн сценографи куравĕ уçăлчĕ. Палăртса хăварасшăн: иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе Хусанта иртнĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен "Наурус" фестивальне çитсе килнĕччĕ. Шăпах çав кунсенче унти "Хазинэ" Наци ÿнер галерейинче Сергей Скомороховăн куравĕпе паллашма телей пÿрнĕччĕ. Çав произведенисем халĕ - Шупашкарта.

Сергей Геннадьевичпа пĕрле пысăк та сумлă ушкăн килнĕ: Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн директорĕ Ильфир Якупов, Фарид Бикчантаев тĕп режиссер, Раççей, Тутарстан халăх артисчĕ Азгар Шакиров, Раççей Художниксен союзĕн Тутарстанри уйрăмĕн председателĕ Виктор Аршинов, Рауза Султанова искусствовед.

Кÿршĕ республикăри тусăмăрсем Чăваш Енри культура ĕçченĕсене пысăк уяв - чун уявĕ - парнелерĕç. Ÿнерçĕсем çеç мар, артистсем те йышлăччĕ курава уçнă чух. Çапла пулмалла та. Чăваш тата тутар театрĕсем вун-вун çул туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин патĕнче пулаççĕ. Сăмах май, Сергей Скоморохов пирĕн театршăн ют мар. Валерий Яковлев режиссерпа лартнă тăватă спектакле илемлетнĕ, пĕрремĕшĕ - 1993 çулта Ф.Достоевскин "Идиот" произведенине. СССР халăх артисчĕ хăйĕн сăмахĕнче çак саманта та аса илчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, режиссера вĕренсе тухнă хыççăн, Валерий Яковлева Амур çинчи Комсомольск хулин театрне ĕçлеме янă. Унта Геннадий Скоморохов, Сергей Скомороховăн ашшĕ, ĕçленĕ. Геннадий Николаевич Валерий Николаевич лартнă икĕ спектакле илемлетнĕ. Халĕ туслă çыхăнăва ывăлĕ малалла тăсать.

Сергей Геннадьевичăн пирĕн хулари пĕлĕшĕсем - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп художникĕ Валентин Федоров тата Вырăс театрĕн тĕп художникĕ Владимир Шведов. Скомороховпа Шведов пĕр вăхăталла Мускаври МХАТ çумĕнче шкул-студие пĕтернĕ. Федорова вара Сергей Геннадьевичăн пĕр курсри юлташĕ вĕрентнĕ. Иртнĕ вăхăта ăшшăн аса илчĕç ÿнерçĕсем.

Тутар чунлă вырăс художникне Шупашкарта курав уçнă ятпа çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн канашçи, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев, Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев саламларĕç.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: