Пултаруллă хĕрарăмсен тÿпи — республика мăнаçлăхĕнче

10 Мар, 2017

Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, республикăри чи хастар, пултаруллă, ĕçчен хĕрарăмсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем пачĕç. Вĕсене чыслассине халалланă уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков хутшăнчĕç.

— Эсир тĕрлĕ сферăра тăрăшатăр. Сире пĕрлештерекенни — ĕçе чуна парса пурнăçлани. Хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе Чăваш Ен, Раççей мăнаçлăхĕшĕн тÿпе хыватăр, — терĕ Михаил Игнатьев чыса чăннипех тивĕçлисен умĕнче пуç тайса.

Республикăра лайăх аталанса пыракан тытăмсенчен пĕри — вĕрентÿ сфери. Михаил Васильевич республикăри шкул ачисем юлашки çулсенче хăйсен пултарулăхне Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çирĕплетнине, çакă хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсен тивлечĕпе пулса пынине палăртрĕ. Чыслава пухăннисен йышĕнче те пулчĕç ун пек педагогсем: Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта тăрăшакан Татьяна Петрова, Шупашкарти 4-мĕш лицейре вăй хуракан Елена Бутина, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен «Росток» пултарулăх центрĕнче çитĕнекен ăрăва хушма пĕлÿ паракан Оксана Ширлова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ятне тивĕçрĕç.

Патшалăх наградисене илнисенчен кашниех республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хастар хутшăнать. Çĕнĕ Шупашкар хула больницин кардиологи уйрăмĕн заведующийĕ Оксана Мосолова çакна хăйĕн тав сăмахĕнче те палăртрĕ. Паллах, пысăк наградăна — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята — иличченхи çул тумхахсăр пулманнине асăнчĕ. Элĕк районĕн тĕп больницинче 37 çул тăрăшакан Надежда Павлова акушер-гинеколог ĕçе пуçăннăранпа миçе пепкене çут тĕнчене килме пулăшнине асăнма пултараймарĕ. Сумлă наградăна — Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне — илни юратнă ĕçре тата та вăй хума хăват хушнине палăртрĕ.

Культура — республика аталанăвĕнчи кăтартуллă тытăм. Хăйĕн пурнăçне халăх пуянлăхне ламран лама куçарса пырас ĕçе халалланă Земфира Яковлева, Шупашкар районĕнчи «Çĕньял» фольклор ансамблĕн ертÿçи, республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăвашсенчен 800 ытла юрă, халăх сăмахлăхĕн ытти жанрĕллĕ хайлавсене çырса илнĕ, вĕсене репертуара кĕртсе хальхи ăру патне çитерет. Ирина Евграфова, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕн заместителĕ, республика ертÿлĕхне архивистăн курăнман ĕçне те хаклама манманшăн тав турĕ, культурăна упрас, ăна аталантарас ĕçре малашне те чунтан парăнса ĕçлеме шантарчĕ.

Республикăри хĕрĕх ытла хĕрарăмшăн çурхи чи çепĕç те илемлĕ уяв кăçал икĕ хут савăнăçлăрах иртни пирки иккĕленÿ çук. Ĕç çынна илем кÿрет тени этемлĕхĕн черчен çурришĕн пушшех тĕрĕс каларăш пулни чыслав вăхăтĕнче хĕрарăмсем ăшшăн кулмассерен пуçа килчĕ.

  Ирина ИВАНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.