Тĕнчене тĕлĕнтернĕ кун

11 Апр, 2014

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Пирĕн аслă çĕр-шывăн кун-çулĕнчи тата тĕнче историйĕнчи чи паллă кун. Чылай пулăм çинчен пĕлетпĕр пулин те кашнинчех хамăра валли унта çĕннине тупатпăрах. Уçлăха пĕрремĕш тухнă Юрий Гагарин çинчен те пĕтĕмпех тĕпченĕ, çапах паянхи кун та унăн паттăрлăхĕ çынсене тĕлĕнтерет.

53 çул каялла космоса парăнтарма, Çĕртен пин-пин çухрăмри тĕттĕм пушăлăхра пурăнма е ĕçлеме май пуррине никамах та ĕненмен. Çавăнпа пĕрремĕш вĕçеве питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ, космонавтсен йышне те чи лайăххисене илнĕ, летчиксен хушшинче суйланă. Вĕсен çирĕп сывлăхлă, пур енĕпе те профессионал пулмалла. Паллах, малтанлăха кандидатсене пĕтĕм вăрттăнлăха пĕлтермен, авиацин çĕнĕ техникине тĕрĕслеме хатĕрлетпĕр тенĕ. Вăйлăрах та çÿллĕрех вĕçекен самолетпа хăш летчикăн тÿпене хăпарас килмен пулĕ. 3000 çын чылай тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн 20-шĕ кăна ятарлă ушкăна лекнĕ. Çак йышра та чи лайăххине суйлама йывăр пулнă. Çапах камăн та пулин уçлăха пĕрремĕш вĕçмелле. Юлашкинчен патшалăх комиссийĕ 6 çынна хăварнă. Телейлисем: Юрий Гагарин, Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович, Валерий Быковский тата Георгий Нелюбов. Паллах, кашни пĕрремĕш пулма тивĕç, шăпа вара Юрий Гагарина суйланă.

Пирĕн мухтавлă ентеш, чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Андриян Николаев каланă тăрăх - пĕрремĕш пуласси çинчен нихăçан та ĕмĕтленмен, мĕншĕн тесен вăл чăваш, вырăс халăхĕн патшалăхĕнче вара вырăс çыннин пĕрремĕш пулмалла. Çапах пирĕн ентеше те уçлăха тухма пÿрнĕ, вăл - хамăр çĕр-шывра виççĕмĕш, тĕнчере - пиллĕкмĕш. Çĕр-шыв историне «Космонавт-3» ятпа ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Паллах, пĕтĕм халăхшăн Гагарин чи пысăк паттăр. Унăн илемлĕ куллине халĕ те пурте ас тăваççĕ, вăл планетăри мĕльюн çынна тыткăнланă. Гагарин - тĕнчери тăнăçлăх паллин символĕ. Пурăннă пулсан кăçал 80 çул тултармаллаччĕ. Паян та 50 çул каяллахи пекех космоса Гагарин пекех «Кайрăмăр!» тесе хăпараççĕ, çак сăмаха миçе çын каламан пулĕ, тĕрлĕ чĕлхепе янăранă вăл. Уçлăха пĕрремĕш тухнă турист, АПШ мультимиллионерĕ Деннис Тито, Китай халăхĕн пĕрремĕш космонавчĕ Ян Ливэй тата Бразили космонавчĕ Маркус Понтис та "Кайрăмăр!" тесе «çула» тухнă. 2011 çулта «Гагарин» карап уçлăха çĕкленнĕ. Халĕ Юрий Гагаринăн çулĕпе пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕн хастарĕсем Коити Ваката /Япони/, Михаил Тюрин, Александр Скворцов, Олег Артьемьев /Раççей/, Рик Мастркио, Стивен Свонсон /АПШ/ çÿреççĕ. Пурĕ - 537 çын. Вĕсен йышĕнче пирĕн етешсем те пур: Андриян Николаев, Николай Бударин, Мусса Манаров.

Рубрика: