- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чи лайăх командир» ята тивĕçнĕ Лиза
Лиза Солдатова хăйĕн хушамачĕпе чăнласах мăнаçланать. Унăн шухăшĕпе çак сумлă хушамат ăна кирек ăçта та пулăшса, хавхалантарса пырать, çитĕнÿсем тума хăпартлантарать.
-Мăн-мăн асатте хăй вăхăтĕн- че 22 çул салтакра службăра пулнăскер тăван яла таврăннă. Паттăр салтака тÿрех Солдатов хушамат çыпăçтарса хураççĕ, — ăнлантарать вăл несĕлĕсен шăпи пирки.
Çапла, Лизăра та чăн-чăн салтак юнĕ чупать. Вăл 7 «а» кадет класĕнче ăнăçлă вĕренсе пырать. Тăрăшуллă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлекене ахальтен мар ушкăн командирне суйланă ĕнтĕ. Сасси мăнаçлă та янăравлă, утти сулмаклă та хăватлă.
— Пĕрремĕш класранпах «5» паллăсемпе вĕренсе пыратăп. Чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи тата физкультура предмечĕсем чунтан килĕшеççĕ. Пурнăçăма вара çарпах çыхăнтарас тĕллевлĕ эпĕ. Çак шухăш пуçа пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне пырса кĕчĕ. Ун чухне пирĕн шкула пог- раничниксем тĕлпулăва килчĕç. Хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă хыççăн пире беретсемпе погонсем парнелерĕç. Ах, чĕре кăлт- кăлт тапрĕ ун чухне! «Ан манăр, сирĕн пурин те спортпа туслă пулмалла. Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас тесен çирĕп сывлăхлă, йăрăс пÿллĕ пулмалла», — терĕç пире пил парса. Пĕлтĕр вара Çĕмĕрлере иртнĕ республикăри кадетсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухрăмăр. Тата та кăмăлли — эпĕ «Чи лайăх командир» ята илни. Çакă мана пушшех вăй-хăват хушрĕ. Малашне те ăнăçу пирĕнпе пĕрле пуласса шанса та, ĕненсе тăратпăр, — çирĕплетет хастар хĕрача.
Лиза ÿкерме те ăста. Акă паян та вăл çуркуннене сăнларĕ. Кăпăш юр кантăкпа витĕннĕ тейĕн. Хытнă, çултан пăрăнса кĕрсен, йĕлтĕрсĕр те путмастăн. Юр çийĕ хĕвел пайăркипе ахах пĕрчи евĕр йăлтăртатать. Çĕрлехи çутă çăлтăрсем тÿперен пĕтĕмпех çĕр çине тăкăннă, тейĕн.
— Чим, тĕлĕнтермĕш янкăр кăвак тÿпе ÿкерем-ха! Чи-чи хитре чаршав. Кун пек çанталăка юрататăп эпĕ. Çакнашкал илем пурăнма тата та хавхалантарать, — тет Лиза Солдатова.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Патăрьел районĕ,
Патăрьелти 1-мĕш шкул.
Комментировать