Деклараци пирки ан манăр!
Федерацин налук службин Шупашкарти инспекцийĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнче черетлĕ деклараци кампанийĕ пуçланни çинчен аса илтерет. Декларацисене налук инспекцийĕсене çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла.
2016 çулхи тупăшсем çинчен çаксенчен деклараци кĕтеççĕ: уйрăм предпринимательсенчен, нотариуссенчен, адвокатсенчен; харпăрлăхра виçĕ çултан кая мар /01.01.2016 ç. хыççăн туяннă куçми пурлăх тĕлĕшпе — пилĕк çултан кая мар/ пулнă пурлăхне, хаклă хутсем, устав капиталĕнчи тÿпене сутса тупăш илнисем; пурлăха е çурт-йĕре тара парса тупăш илнисем; çемье членĕ е çывăх тăван мар çынсенчен парне шучĕпе пурлăх, транспорт хатĕрĕ, хаклă хутсем илнĕ граждансем тата ыттисем. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен /вăхăта ака уйăхĕн 30-мĕшĕ кану кунĕпе пĕр килнине кура кăшт тăснă/ пурăнакан вырăнти налук органне уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук тĕлĕшпе 3-НДФЛ формăпа деклараци тăратмалла.
Декларацие алăпа çырса та, электрон мелĕпе те хатĕрлеме юрать. Çакна палăртмалла: 2016 çулшăн памалли 3-НДФЛ формăллă налук декларацийĕ 2015 çулшăн тăратнинчен уйрăларах тăрать. Декларацие, ăна çырса хатĕрлемелли тĕслĕхсене тата тивĕçлĕ брошюрăна www.nalog.ru сайтра "Уйрăм çынсем" сыпăкра тупма пултаратăр.
"Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕпе" усă куракансем тÿлевсĕр "Деклараци" программăна тÿрремĕнех сервисра тупаяççĕ. Çак пулăшу ĕçĕпе усă курассине паспорта кăтартсан кирек хăш инспекцире те йĕркелеме май пур.
Налук декларацийĕпе килĕшÿллĕн шутласа палăртнă налук виçине граждансем хăйсем тĕллĕн утă уйăхĕн 17-мĕшĕччен тÿлеме тивĕç.
Тепĕр самант: 2016 çулшăн "вычет" илес тĕллевпе кăна деклараци паракансем васкамасса та пултараççĕ — унашкал декларацисене çулталăк тăршшĕпех йышăнаççĕ, тивĕçлĕ санкцисем пулмĕç. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен деклараци пама тивĕç граждансем çакна пурнăçламасан вара вĕсене явап тыттарма пултараççĕ — штраф виçи 1 пин тенкĕрен кая мар.
Елена ПОЛЯНИНА,
ФНСăн Шупашкар хулинчи инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕ.
Комментировать