Вăл тĕнче шайĕпе килĕшсе тăрĕ

3 Мар, 2017

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Хула строительствин канашĕн ларăвне ирттерчĕ.

Канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйту — пысăк хăвăртлăхлă Мускав — Хусан — Екатеринбург чукун çул магистралĕн «Шупашкар ВСМ» вокзалăн архитектура концепцийĕ. Шупашкар районĕнчи Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче вырнаçтарма палăртнă вокзал проекчĕпе «Нижегородметропроект» АУО тĕп архитекторĕ Николай Шумаков паллаштарчĕ. Николай Иванович каланă тăрăх — ку об±ект питĕ хăйнеевĕрлĕ, паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекенскер, XXI ĕмĕрти транспортпа килĕшсе тăраканскер.

— Вокзал пĕр харăс 1800 ытла çынна йышăнса ăсатма пултарать. Килекенсемпе каякансем тĕл пулса пĕр-пĕрне чăрмантармĕç. Кашни юхăм валли уйрăм çул пулĕ. Пассажирсене тĕрĕслекен зона витĕр тухнă хыççăн çынсем кĕтмелли залра вырнаçĕç, унтан пуйăссем патне кайĕç. Пуйăс килессе вăрах кĕтекенсем кафесемпе ресторансенче апатланма, лавккасенче тавар туянма пултарĕç, — терĕ Николай Шумаков.

Ют регионсенчен килекенсене хăйсем Чăваш çĕрĕ çине ура ярса пуснине кăтартассине те шута илнĕ проект хатĕрлекенсем. Çурт-йĕре шалтан чăваш эрешĕсемпе илемлетĕç, хĕрлĕ тата сарă тĕссем тĕп вырăнта пулĕç. Вокзал таврашĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртесси пирки те манман. Пуйăс кĕтекенсем уçă сывлăшра ятарласа тунă кÿлĕсем тавра уçăлса çÿрĕç, йывăç-чечек капăрлăхĕпе киленĕç.

Канашлăва хутшăннисем те, премьер-министр Иван Моторин та тĕнче шайĕнчи çак объект проекчĕ аваннине, вокзал Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Анчах пысăк хăвăртлăхлă чукун çул Çырмапуç ялĕ çывăхĕнчен иртни, инçех мар вокзал комплексĕ хута кайни хăшпĕр чăрмавсем кăларса тăратнăран шухăша кайрĕç.

Халăхăн чукун çул таврашĕнчи çĕрсем çинче çураки те ирттермелле, кĕрхи ĕçсене те пурнăçламалла. Комбайнăн, ытти техникăн, выльăх-чĕрлĕхĕн, çынсен çул урлă епле каçса çÿремелле? Çак ыйту канашлăва хутшăнакансенчен чылайăшне канăçсăрлантарчĕ. Çырмапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов вара ял çыннисен пахча çĕрĕсене строительство йышăнма пултарассишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Архитекторсем, проект хатĕрлекенсем çак самантсене шута илнине пĕлтерчĕç пулин те иккĕленÿ сирĕлмерĕ ахăртнех.

Проект документацийĕн санитарипе техника хăрушсăрлăхĕн специалист-эксперчĕн Юрий Черновăн шухăшĕпе те — ку трассăн пулмаллах, вăл Чăваш Республикине питĕ кирлĕ. «Анчах унпа ĕçлеме пуçличчен ялсене шăв-шавран, чĕтреврен сыхлассине пысăк тимлĕх уйăрмалла, чи малтан çынсемшĕн пăшăрханмалла», — асăрхаттарса палăртрĕ вăл. Чылай вăхăт тавлаштарнă тепĕр ыйту вăл — пысăк хăвăртлăхлă чукун çул вокзалĕ патне Шупашкартан, Юханшыв портĕнчен е тĕп вокзалтан мĕнле çулпа хăвăрт тата чăрмавсăр çитмелле? «Пассажир Мускавран виçĕ сехет хушшинче Чăваш Ене çитет пулсан вокзалран Шупашкара пĕр сехет кайĕ-и?» — çапларах пăшăрханса калаçрĕç. Анчах канашлура ку ыйтăвăн татăклă хуравне тупаймарĕç-ха.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.